Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Рабство унижает человека до того,что он начинает любить свои оковы.(Л.Вовенарг)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑвашлӑх пур!

Тимӗр Акташ12.04.2021 19:187567 views

Чӑваш публицисчӗн сӑмахӗ

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑнара пулнӑ. 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Турист» магазин вырнаҫнӑ 9 хутлӑ ҫуртӑн картишӗнче пӗр микроавтобусӑн хыҫалти кантӑкӗнче чӑвашла ҫырнине асӑрхарӑм. «Folkswagen» минивэн ҫинче «Турӑпа пӗрле» тесе ҫырнӑ.

Эпӗ савӑнтӑм. Апла чӑвашлӑх Ҫӗнӗ Шупашкарта пур тесе.

1960 ҫултан пуҫласа ҫак ҫамрӑк хулапа химкомбинат ҫӗкленӗ чух, унта СССРӑн тӗрлӗ ҫӗртен нумай чӑваш мар ҫынсем ӗҫлеме те пурӑнма килчӗҫ. Кайран «аталаннӑ социализм» вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланма пуҫларӗ.

Анчах, 1986 ҫултан пуҫласа Михаил Горбачёвӑн Перестройка ҫулӗсенче майӗпен наци юхӑмӗсем ҫӗкленнӗччӗ. Чӑваш хастарӗсем Чӑваш Республикинче Иван Яковлев ячӗллӗ пӗрлӗхе, ЧОКЦ, ЧОКЦ-2, ЧАП, ЧНК йӗркелерӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурри ытла чӑвашсем пурӑнма пуҫларӗҫ. Майӗпен урамра та чӑвашла калаҫни илтӗнме пуҫланчӗ. Халь нумай чӑвашсем хамӑр тӑван чӗлхепе уҫҫӑн калаҫма вӑтанма пӑрахрӗҫ.

...Хайхи «Folkswagen» ҫумӗнче арҫынпа хӗрарӑм тӑнӑччӗ.

— Ку сирӗн машина мар-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Пирӗн.

— Мана машина ҫинче чӑвашла ҫырни килӗшрӗ. Эсӗ хӑш районтан?

— Шупашкар районӗнчен.

— Хӑш ялтан?

— Мӑн Чакӑр.

— Эсир мӗн ятлӑ?

— Саша.

— Эсир мӗнле профессипе ӗҫлетӗр?

— Сварщик.

— Ӑҫта? Ҫӗнӗ Шупашкарта, е Шупашкарта?

— Кунта та, унта тата.

Питӗ кӑмӑллӑ пӗчӗк калаҫу пулчӗ. Ҫак синчен манӑн ентеше Ҫӗнӗ Шупашкарта пуранакан художника Виктор Артемьева каласа патӑм: «Пур кунта хастар чӑваш патриочӗсем!» — терӗм.

— Пур ҫакӑн пеккисем, анчах ҫакна хирӗҫ тӑракан та нумай!

— Вырӑссем-и?

— Ҫук, вӗсене «простительно». Хамӑр, чӑвашсем!

— Ҫапла, «вырӑсланнӑ» чӑвашсем те ҫакӑн пеккисем пур...

Анчах, тӑван чӗлхене юратакансем нумайрах пуль. Апла, нумайӑшӗ пирӗн хамӑртан килет. Енчен эпир тутарсем, пушкӑртсем, ытти Атӑлпа Урал, Саха-Якути, Ҫӗпӗр, Кавказ, Украина, Беларуҫ, Туркестан, Балти, Молдова ҫыннисем пекех тӑван чӗлхепе калаҫсан, пирӗн чӗлхе пӗтмест!

Тимӗр Акташ.

Шупашкар, 2021, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (15)]

Comments:

Микула // 3041.76.7374
2021.04.13 05:27
Питӗ айванла шухӑшсем. Чӑвашсем унта пурӑнни каламаҫ Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑвашлӑх пурри ҫинчен. Хӑшне пӗрне чӑваш чӗлхине хирӗҫ тӑни "простительно" тесе калани пушшех логикӑна хирӗҫле пулса тухать. Патшалӑх структурисенче ӗҫлекеннисем чӑваш чӗлхине хирӗҫле пулсан "хамӑртан килет" тесе хӑвӑра хӑвӑр суйса ан ларӑр. Паян пӗтӗмпех шкултан килет. Тутарсем тетӗр пулсан ,кӑштах та пуллин танлаштарма пуҫлӑр. Хӑратӑр пулмалла влаҫрисенчен куҫран ӳкме ? Тутарсен тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем хуласенче туллиех. Сирӗн "чӑвашлӑх пур пек Шупашкарта" пӗрре те ҫук. Ҫакӑн хыҫҫӑн та "хамӑртан килет" тесе ларни вӑл айвансен айванла шухӑшӗ кӑна.
Микула // 3041.76.7374
2021.04.13 05:39
Ялтан килнӗ чӑвашсем хулара чӑвашла калаҫни нимле кӑтарту та мар . Ача сачӗсене,шкулсене тӗслӗх илсе кӑтартма пултарсан тин калама пултаратӑр,Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑвашлӑх пур тесе.
Автор // 3954.81.2751
2021.04.13 07:20
Микулапа те килешмелле. Дискусси усалла.
Agabazar // 2984.37.3441
2021.04.13 21:29
Agabazar
Кунта Çĕнĕ Шупашкар хули мар, Шупашкар районĕ тĕслĕх кăтартать.
Варык // 1726.84.3785
2021.04.14 10:22
Питĕ вăйлă тĕслĕх.Влаç умĕнче айванланса пермай садик сине шанса ларсах çур миллион чăваш çухатрăмăр. Пĕтĕмпех хамартан килет.Вайлисем-юлаççĕ, хавшаккисем-çухалаççĕ.Пур ха маттар чăвашсем.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters