Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.6 °C
Нерешительность - основа гибкости.(Закон Шредера)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Асамлӑ ҫӗршывсем

Аçтахар Плотников06.11.2021 22:392434 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

«Сарӑ кун ҫӗршывӗнче» юмаха пӗлмен чӑваш ҫынни ҫук ӗнтӗ паллах. Мӗнле ҫӗршыв-ха вӑл? Унта вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хир, ҫеҫенхир е пушхир, ут кӗтӗвӗсем тем чухлӗ, ҫынсем пуян та телейлӗ пурӑнаҫҫӗ, ытти ҫӗрте тертленсе ҫӳрекен паттӑрсем те унта ҫитсен телей тупаҫҫӗ. Ку вӑл пирӗн асаттесем хӑйсен ӗлӗк-авал пурӑннӑ аслӑ ҫеҫенхирлӗ ҫӗрӗсене сӑнласа хӑварни е тата ӗмӗт ҫӗршывӗ пулма пултарать, ӗмӗтре ҫуратнӑ кӗтесе Телей тӗнчи, Телей ҫӗршывӗ тени те пур. Кун пек шутласа е ӗмӗтленсе каланӑ ҫӗршывсем ытти халӑхсен те пур. Калмӑксем ӑна Бумба, вырӑссем — Беловодье, тенӗ. Иртнӗ ӗмӗрте Урал казакӗсем ҫав Беловодьене шыраса Хура тинӗс урлӑ кайса пӗтӗм тӗнчене ҫаврӑннӑ та тупаймасӑрах Владивосток урлӑ каялла таврӑннӑ, ун ҫинчен В.Г. Короленко писатель хай вӑхӑтӗнче питӗ тӗплӗ очерк ҫырса кӑларнӑ.

Чӑвашсен асамлӑ ҫӗршыв пирки калани чылай тӗл пулать. Тепӗр ҫӗрте ҫав ҫӗршыва Сарҫанталӑк тенӗ. «Сарҫанталӑка юмахсенче асӑнаҫҫӗ... вӑл сар-ҫанталӑк эпӗр порнакан ҫутҫанталӑкран аялта», тесе ҫырни пур Ашмарин словарӗнче.

 

Хушса калани.

Бумба текен асамлӑ ҫӗршыва калмӑксем чӑнах та асӑнаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче ун пирки шыраса пӑхсан пит нумай тупма пулать. Юмахсенче кӑна мар асӑнаҫҫӗ, вӑл асамлӑ ҫӗршыв ячӗпе туристсене те хӑйсем патне йыхравлаҫҫӗ. Ку ӗнтӗ, хайхи пирӗн «Амазони» проекчӗ пек.

Вырӑссен Беловодье пирки каласа тӑрасси те ҫук. 2019 ҫулта ҫак ятпа сериал та ӳкернӗ, ӑна СТС телеканалпа кӑтартнӑ. Википеди, ҫак ҫӗршыв пирки каласа панӑ май, ҫӗршыв ячӗ 18-мӗш ӗмӗрти халапран тухни пирки асӑнать. Унсӑр пуҫне Раҫҫейре икӗ яла ҫак ятпа палӑртнӑ. Пӗри пирӗнтен инҫе мар, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Карсун районӗнче вырнаҫнӑ. Ял Сӑр юханшывӗ хӗрринче ларать, унта тутарсемпе мордвасем (мӑкшӑ е ирҫе пулнине палӑртман) ытларах пурӑнаҫҫӗ. Тепӗр ял вара Свердлов облаҫӗнчи Каменск-Уральский хулан округне кӗрет. Унӑн малтанхи ячӗ Кӗҫӗн Бортников пулнӑ тет. Хальхи ята вара шӑп та лӑп Беловодье ҫӗршыва шыранин халапӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӗлӗк кунта вырӑссем кӑна пурӑннӑ, хальхи вӑхӑтра пушкӑртсем те тӗпленнӗ.

Беловодье ҫӗршывӗ Короленкона ҫеҫ мар, ытти вырӑс ҫыравҫисене те пит кӑсӑклантарнӑ. Лев Толстойпа Максим Горький ҫак асамлӑ ҫӗршыв ҫинчен нумай ҫырнӑ, Николай Рерих вара Алтайра темиҫе уйӑх хушши ҫак ҫӗршыва шыраса ҫӳренӗ.

Асамлӑ ҫӗршывсен йышӗнче ҫавӑн пекех Шамбалӑна, Анлантидӑна, Шангри-Лана асӑнма пулать. Хӑшӗ-пӗрине ҫыравҫӑсем шутласа кӑларнӑ, теприсене авалхи текстсенче тӗл пулма май пур. Паянхи кун, литературӑра фэнтези стилӗ самай анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра, унашкал асамлӑ ҫӗршывсен ячӗсем пит нумай.

Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах кӗнекинче асӑннӑ Сарҫанталӑк пирки калас пулсан вара ун пирки асӑнни чӑн та пур. «Сап-сар ҫанталӑк» тата «сар-ҫанталӑк». Икӗ тӗслӗхе те пӗр вырӑнта, Элӗк районӗнчи Яккушкӑнь ялӗнче, ҫырса илнӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters