Начар пулсан, тыт та çавнашкал çĕнĕ хаçат уç. Пулнă вĕт çавăн пеккисем историре. Начар «Хыпара» хупнă та, ун вырăнне лайăх «Канаш» кăларма пуçланă 1918-мĕш çулта.
Ма çавăн пек тумастăн?
Карантай Тимĕрĕ // 2363.24.9877
2023.02.18 19:31
Глобаллани те крисислени пит айӑплах мар. Иртнĕ ĕмерте тата хĕнрех пулнӑ. Унђђен натси ҫĕкленĕве вӑйлӑ пулнӑ. Сӑлтавĕ пађах урӑх: пĕр енђен вырӑс империйĕ (ҫавӑ ӑҫта та кайса пĕтменнине аван пĕлетĕр) хĕссе тӑрать, йулашки ҫирĕм ҫуллӑхра ҫирĕпленсе кайса, ав, Украин ҫĕрĕсене калла туртса илесшĕнскер. Тепĕр енђен ђӑваш халӑхĕ те, пӑхӑнђӑк та йӑваш характерлĕскер. Ара, хамӑр мĕлкерен шикленсе тӑратпӑр-ҫке, ҫав вӑхӑтрах пĕр-пĕринпе усал сӑмахсемпе перкелешсе. Йурать, ӑнӑҫа, интернет пула ђĕлхемĕрне аталантарма май пур! Ҫакӑ йӑлт пирĕнрен килет!