Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -3.7 °C
Ибо не знают они, что много дурных, мало хороших.(Гераклит Эфесский)
 

Ad

Blog Updates

Чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне ытти чӗлхесенче шырамалла пулнӑ

  17.05.2018 06:13 | 28174 views

Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать.

More...

 
[Comments (75)]

Сӑкӑт...

  16.03.2018 22:42 | 11494 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Миҫе Сӑкӑт чӑваш ҫӗрӗнче?.. Тата ҫак сӑмах мӗн тенине пӗлтерет-ши?

Сӑкӑт — ял ячӗ. Патӑрьел районӗнче икӗ Сӑкӑт: пӗри — чӑваш ялӗ, тепри — тутар ялӗ. Вӑрнар районӗнче те Сӑкӑт пур. Тата тепӗр ял — Мӑналт Сӑкӑт (вырӑсла — Янгильдино). Тӑвай районӗнче Сӑкӑтпуҫӗ пур.

More...

 
[Comments (14)]

Чуваши болгары по происхождению и «янычары» по названию.

  25.02.2018 12:04 | 48326 views

Версия Николая Мефодьева.

 

Самое раннее известное летописное упоминание чувашей датируется под 1521 годом в Типографской летописи,составленный в 19 веке (-Петроград .,1921 -с218) " Казанский сегит и вси князи Казанскиа и Татары и Мордва и Черемиса и Чюваша и все люди Казанския изменили великому князю и взяли сьбе на царство крымского царевича Саака Киръя " (Сахиб-Гирея). Сигизмунд Герберштейн был уже первым иноземным писателем который упоминает чувашей в изданной им книге в 1549 году на латинском языке "Записки о московских делах".

More...

 
[Comments (118)]

«Кумаляк» тӗпчеме хистет

  13.02.2018 16:44 | 9287 views

Тинех пулчӗ! «Пятерочка» лавкка чӑвашланчӗ. Ку куҫарусене гуманитари институтӗнче ҫулталӑк каяллах хатӗрлесе панӑччӗ. Вӑхӑт иртсе пынӑ май (саккаслаканӗ — ҫав лавккасем валли пӳлӗмсене хатӗрлекен организаци) сайт ятӗнчен ҫыру та ҫырасшӑнччӗ — вӗсене хатӗрлесе панӑ куҫарусемпе хӑҫан усӑ курӗҫ-ши тесе ыйтасшӑнччӗ. Куҫарусемпе районта уҫакан лавккасенче кӑна усӑ курасси те шиклентеретчӗ. Ак халӗ вара, ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн, чӑвашла куҫарусем тинех пурнӑҫа кӗнӗ иккен.

More...

 
[Comments (4)]

Кункӑш — хӗвел кайӑк

  20.01.2018 10:05 | 7728 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Пӑла тӑрӑхӗнче Шанкӑртам ятлӑ пысӑк ял пур. Хальхи Патӑрьел районне кӗрет вӑл. Унта халӗ тутарсем (мишерсем) пурӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк ку ялта чӑвашсем те пурӑннӑ. Шӑнкӑртамӑн чӑвашсем пурӑнакан пайне, кассине, Упи тенӗ. Уписем каярахпа тӗрлӗ ҫӗре (Тикеше, Сакӑта, Янтукан поселокне) куҫса кайса пӗтнӗ.

More...

 
[Comments (10)]

Николай Ашмарин об этнониме «чӑваш»

  02.12.2017 11:07 | 14120 views

Николай Иванович Ашмарин (1870-1933).

На основе фонетических соображений и проанализировав марийский экзоэтноним "суас", относящийся нынче к татарам, а в Средние Века к чувашам (то есть к тем, кого мы считаем таковыми), Н.И.Ашмарин выяснил (установил), что чувашский эндоэтноним "Чӑваш" раньше выглядел по другому:

Всё это заставляет нас предположить, что слово «чӑваш» в старину произносилось чувашами несколько иначе, чем теперь, и именно в одной из следующих форм: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас (ҫуаҫ, ҫуас, ҫӑваҫ, ҫӑвас); в этом то более древнем виде оно и было взято черемисами в их богатый чувашизмами язык.

More...

 
[Comments (24)]

Чӑваш (этноним)

  26.11.2017 10:02 | 11835 views

Пӑлхар хулашӗнчи ҫыруллӑ тата ҫырусӑр чулсем. Михаил Козловский фотовӗ.

Чӑваш (нумайлӑ хисепре чӑвашсем) — чӑвашсем хӑйсене хӑйсем чӗнмелли сӑмах, этноним (эндоэтноним). Ытти халӑхсем ку тӗлӗшпе усӑ куракан сӑмахсем те (экзоэтнонимсем) ытларах чухне ҫакна ҫывӑх, харпӑр чӗлхен фонетикине кура ҫеҫ кӑштах уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ.

Этнонимсене асӑннӑ чухне вырӑс чӗлхинче ытларах чухне нумайлӑ хисеппе усӑ кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗрреллӗ хисепре несӗл категорийӗн витӗмӗ пур — арҫынсемпе хӗрарӑмсене тӗрлӗрен асӑнма тивет.

More...

 
[Comments (19)]

Лах, лахпӳ, лахпике

  12.11.2017 12:37 | 5999 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Чӑвашсем миҫе таран шутлама пӗлнӗ? Ҫӗр таран-и, пин таран-и? Ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах пулнӑ-ши авалхи чӑвашсен?.. Авалхи халӑх сӑмахлӑхне тӗпчесен, ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах та пулни курӑнать, вӑл — лах. Лах ҫын — ҫӗр пин ҫын. Лахтан — ҫӗр пин артан тӑракан ҫар.

More...

 

Нукер, кӗрнекӗр тата мӑнкӗрнекӗр

  09.10.2017 18:07 | 6327 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Сӑмахсем, этем пекех, ватӑлсах пыраҫҫӗ-ши?.. Эпир ар пирки ҫырнӑччӗ, ар, ер — арҫынлӑх кирлӗ чухне арҫын пулма пултаракан ҫын, тен, ӗлӗк-авал ҫарҫынни тени те пулма пултарнӑ. Нукер — пӗр-пӗр ханӑн, патшан е ҫарпуҫӗн шанчӑклӑ арӗ (ерӗ). Кӗрнекер — кӗрнукер, урӑхла каласан, кӗрӳ сыхлавҫи; туй вӑхӑтӗнче авланакан каччӑна пӑхса, упраса тӑраканни.

More...

 
[Comments (5)]

Даруга, тӑрӑх, тӑрӑн

  30.09.2017 12:16 | 6149 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Авалхи вырӑс материалӗсене вуланӑ чухне час-часах «даруга» сӑмах курма пулать. Каярахпа ҫакӑ «дорога» сӑмаха куҫни паллӑ. Даруга — хӑйне евӗрлӗ область, халӑх пурӑнакан ен тенине пӗлтерет. Калӑпӑр, Е. Пугачев вӑхӑтӗнче Пушкӑрт ҫӗршывӗ тӑватӑ «даругӑна» пайланни паллӑ.

More...

 
[Comments (3)]
Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat