Туристсене Чӑваш Ене илӗртесси пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Тен, ытти ҫӗршывран тӗслӗх илмелле? Вӗсем туристсене илӗртес тесе темӗн те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.
Австрири Крубмах ялӗ туристемшӗн илемлӗ вырӑн пулса тӑнӑ. Унта Bus:Stop ятлӑ дизайнер проекчӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗр урамра общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене тӗрлӗрен туса лартнӑ.
Ку – питӗ интереслӗ шухӑш. Автобус кӗтнӗ чухне хӑш чухне чарӑнура нумай кӗтме тивет: таса мар, тӗссӗр, хитре мар вӗсем. Крумбах ялӗнче вара ку ыйтӑва татса панӑ, унти чарӑнусенче тӑмашкӑн пӗрре те тунсӑхлӑ мар.
Ку ыйту тавра мӗн чухлӗ ҫын пуҫ ватнине татса калаймастӑп та, анчах ӑслисемех хӑйсене айван тесе чунӗсене шӗкӗ евӗр кӑшлани пирки иккӗленместӗп.
Хам ӑслӑ мартан-ши е урӑх сӑлтава пула-ши ӑслӑ ҫынсене каҫса каясла хисеплетӗп. Шел те, сахал пӗлетӗп ун пеккисене. Вӗсемпе вара ӗҫлеме те кӑмӑллӑ, ытти лару-тӑрура та лайӑх. Вӗсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — хӑйсем ӑслине палӑртманни. Ӗҫре те, ытти чухне те. Тата ҫав ҫынсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — айваннисене те айван теменни, ӑна-кӑна тӗшмӗртекеннисене вара хавхалантарма-ҫунатлантарма пӗлни.
Хӑшӗ-пӗри ун валли ӗҫ ҫук тесе макӑрать. Урам шӑлаканра, чашӑк-тирӗк ҫӑваканра тӑрӑшас килмест вӗсен. Кӗсьене укҫа ҫӑмӑллӑн кӗрессе кӗтеҫҫӗ-ши? Ӗҫлес тесен таҫта та вӑй хума пулать. Тӗнчере тӗрлӗ професси пур. Вӗсен шутӗнче — хӑйне евӗррисем те, эпир пӗлменнисем те.
22-ри Рис Оуэн, куҫлӑхлӑскер, Торп паркра ӗҫлет. Унӑн тивӗҫӗ — килен-каян хӑварнӑ хӑсӑка тасатасси. Кунашкал професси никама та килӗшес ҫук ахӑртнех. Анчах вӑл Рисӑн кӑмӑлне каять. Ӗҫ укҫи те ун лайӑх. Тата вӑл каруҫҫельпе, ытти аттракционпа укҫа тӳлемесӗрех ярӑнма пултарать.
Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».
Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.
Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.
Авалхи Греци — тӗлӗнмелле цивилизаци. Унпа ҫыхӑннӑ вӑрттӑнлӑхӗ те, юмах-халапӗ те чылай.
Авалхи Греци тӑватӑ ҫӗр ҫул хушши йӗркеленнӗ: ун валли ӑна пирӗн эрӑчченхи 1700-мӗш ҫултан пуҫласа 700-мӗш таран вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Тӗнче шайне лекиччен ӑна виҫӗ ҫӗр ҫул таран кирлӗ пулнӑ. Греци кун-ҫулӗнчи пӗлтерӗшлӗ вӑхӑт — 776-мӗш ҫул. Шӑпах ун чухне Олимп вӑййи иртнӗ. Ҫав ҫулах унта геометрилле ӳнер стилӗ йӗркеленме тытӑннӑ. Ҫавна тӑм савӑт-сапа тӑрӑх пӗлме пулать.
Авалхи Греци литературинче мифологи пысӑк вырӑн йышӑнать.
Хальхи вӑхӑтри тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсен ламран лама пыракан йӑх-несӗлне «РБК стиль» портал тишкернӗ май вӗсенчен хӑшӗсем паллӑран та паллӑ тымартан тухнине палӑртать.
Франко Дзеффирелли Итали режиссерӗ Леонардо да Винчи живописец тата изобретатель йӑхӗнчен тухнӑ. Ку пӗтӗмлетӳ патне Алессандро Веццози тата Агнезе Сабато Итали историкӗсем ҫитсе тухнӑ. Вӗсем да Винчи ҫемйин генеалоги йывӑҫне 40 ҫул тишкернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетнӗ. Художникӑн вил тӑприҫӗ XVI ӗмӗрте ҫухалнине пула Леонардо ДНК анализне тишкерме май килмен.