Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сана ҫырма сӑмах ҫитетĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеАтте пилĕЙĕрсем çухалмаççĕКатӑлнӑ уйӑхСулпикепе Валĕм хунТаркăн

Сарă тутăр


Кĕркунне. Çумăр çусах тăрать, йĕпе, пылчăк, урама тухас та килмест. Мишапа Надя çаплах çумăр витĕр йĕпенсе урам тăрăх каллĕ-маллĕ çӳреççĕ. Пĕр лăпкă çĕре кĕрсе тăма та шутларĕ Мишша, анчах та лăпланса тăраймасть, мĕншĕн тесен вăл кĕçĕр юлашки каç çамрăк хĕрпе тăван ял урамĕпе утать, ыран кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче салтака тухса каять. «Каламалли сăмахсене веçех каларăм пуль», — терĕ те Мишша, Надьăна пӳрчĕ умне илсе çитерчĕ. Ытла çĕре юлсан хĕре ашшĕпе-амăшĕ вăрçма пултараççĕ, ыран ăсатма та ямĕç тата.

Надя вырăн çине выртсан та часах çывăрса каяймарĕ, пуçне çавах пĕр шухăш çĕмĕрчĕ. Мĕн пулать малалла, енчен те...

Мишша вара килне кайма васкамарĕ, Надьăран инçех те мар унăн юлташĕ пурăнатъ, вăл Надьăн кăна мар, Мишшан та хаклăран та хаклă юлташĕ. Пур сăмахсене те çак юлташ-хĕре каласа, унран ăс ыйтса, кăмăлра аван мар туйăмсем пулсан каласа парса лăпланаканччĕ. Надьăпа та юлташ-хĕрĕ урлă паллашса кайрĕç.

Юлташ-херĕ ăна, кĕрессе пĕлсех, кĕтсе тăнă, алăкне те тĕртсенех пырса уçрĕ. Мишшана вĕри чей ĕçтерчĕ, кукăль çитерчĕ. Ыран ăсатма каясси пирки калаçса ларчĕç. Ăсатма каймасан Мишша ăна каçарас çук, вăл каймасан Надя та пымасть, çынсенчен вăтанать, ашшĕ-амăшĕ пĕлсен те ырă каламĕç, юлташĕпе кайсан вара вăрçмĕç.

Малалла

Кĕрхи шухăшсем


Мăшăрăма, Гальăна

 

Çулçисене тăкма пуçларĕ сад,

Тĕмсем çаралчĕç, чечексем те шанчĕç.

Сив çил халь пур çĕрте хуçаланать.

Чунра халал йĕркийĕсем çуралчĕç.

 

Сана каласшăн ăшă сăмахсем,

Халь вĕсене илтмешкĕн эсĕ тивĕç.

Садра хуçалансан та сив кунсем,

Чечен юратăва нихçан тăм тивмĕ.

 

Савнийĕмçĕм!

Кунран кун эс хитре,

Çулсем мала чупсассăн та чарусăр.

Телей шевли çĕтмест-ха сăн-питре,

Кĕрхи кунсем иртмеççе кăлăх, уссăр.

 

Ан тив, хĕвелĕ перекетлĕрех

Хĕмне те, çутине те сапалатăр.

Юратăву, калатăп, пурпĕрех

Умри çула çут çăлтăр пек çутаттăр.

Тăлăх ватлăх


Йывăç пӳрт ларать тем кĕтнĕн,

Чалăшса, ав Тукасра.

Тахçанах ăшши пуль пĕтнĕ

Çил вылять кĕрсе-тухса.

Пĕччен карчăк-шăрчăк юлнă.

Хĕвел кайăк — кукамай.

Ачисем килне ал сулнă

Çунатсем тĕкленнĕ май.

Хулара çăтмах-ши тупнă

Ял тусанĕ хураран?

Ăсатмашкăн амăш тухнă,

Кайнă чух укăлчаран.

Чĕрисем мĕнрен-ши пулчĕç

Ачисен хăть, иçмасса.

Кинемейĕн ĕмĕт пурччĕ

Терт-асап тек курмасса.

Унччен пулнă вăйĕ-халĕ,

Сиктермен колхоз ĕçне…

Тус туяллă ватлăх халĕ

Тинкерет пурнăç вĕçне.

«Кам пусран шыв илсе кĕрĕ

Вут хутмашкăн ирлĕ-каç?

Манчĕ ĕнтĕ ывăл-хĕрĕм,

Сăмахпа ан та калаç…»

Текелет те тăлăх карчăк

Туйине çавăркалать.

Хуçине пăрахмасть-çке анчăк, —

Кил таврах çаврăнкалать.

Халь çынсем урăхланаççĕ,

Паян манĕç амăшне.

Кĕç вĕсем сутса яраççĕ

Хаклă тенĕ тăванне.

«Эрне иртрĕ, мунчана...»


Ăшши – шала, йӳççи тула

(Ваттисен сăмахĕ)

 

Эрне иртрĕ, мунчана

Хутса хучĕ те чăваш.

Ӳте çăвĕ мунчала,

Ăшши пар-ха, пăш та паш!

Сиплĕ çĕнĕ милĕкпе

Ăшалам-ха ӳт-пĕве.

Çапăçам-ха кирĕкпе,

Çан-çурăма, эх, тĕвем!

Çăтти-çатти, çат-çат-çат!

Такмакне атте пуçлать.

— Амак тартăр аякка,

Ӳт-тир юлтăр яп-яка.

Çăтти-çатти, çат-çат-çат!

Милĕкĕ ӳте çапать.

Явăнать ăшши-пăшши

Мунчара — вĕри ăрши.

Эп кĕтеп эрне хушши

Çакă çăтмах-ырлăха,

Имĕ-симĕ — пыллăха.

Мунчаран сипли пур-ши?

Чун илемĕ — кулăра


Пурнăç — интереслĕ пулăм,

Тумхахсем пулсассăн та.

Ун парни, туссемĕр, — кулă,

Вăл — асамлăхпа пĕр тан.

 

Кул, этем. Кичем пулсассăн

Хурланма кăштах тăхта.

Ан сывла пĕр вĕçĕм ассăн,

Ан туслаш эс тунсăхпа.

 

Кулăрах çав çын илемĕ,

Чун пуянлăхĕ — унра.

Кам кăна унпа киленмĕ,

Ку вара — паха мулран!

 

Такăрланĕ пурнăç çулĕ,

Кĕç çемçелĕ кăмăлу.

Йăл кулсам, тен, хирĕç кулĕ

Пурнăçри ăраскалу!

Хăюлăх шырама кайни е Лаша мыскари


Çичĕ каç, çичĕ ыйхăсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр каç канăç памарĕ мана пĕр ыйту. Мĕн-ши вăл хăюлăх, ăçтан тупмалла-ши ăна? Эрне иртсен, хам паян та çывăраймасса сиссе, телей шырама тухса утрăм. Тухасса тухрăм та-ха, анчах ăçталла каймаллине чухласа çитереймерĕм. Çула кĕскетес тесе малтан эпĕ, хула ачи, пĕр-пĕр яла çитсе курас терĕм.

Аслă çулпа утса пынă чухне мана пĕр лавçă хуса çитрĕ те çывăхри яла лартса кайма килĕшрĕ. Çынни çулланнăскер, ватталлах сулăннă теме те юрать. Чĕрĕпĕнни пек çӳлелле тăракан кĕске кастарнă çӳçĕ çурмаллах кăвакарнă. Самаях çаралнă лĕпки ахаль те пысăк çамкине татах та пысăкрах кăтартать. Хуп-хура куçĕ пысăк.

Хăй лашине хуçи питĕ килĕштерет пулас, юратса «Хушка» тесе чĕнет. Ăна вăл хăех тихаран ӳстернĕ, кӳлме вĕрентнĕ. Урапине те хăех ăсталанă. Хушка майĕпен утать, таканлă урисене васкамасăр иле-иле пусать, миçе пусăм тунине шутласа пырать тейĕн, пĕрехмай пуçне ухать, хӳрине чарăнмасăр енчен енне ывăтать. Хирĕç пулакан е иртсе каякан машинăсемпе мотоциклсем çине те, урапа кăкарнă тракторсем енне те хăрах куçĕпе те пулин пăхмасть.

Старикĕ тата калаçма юратаканскер пулчĕ, лашасем çинчен пĕр чарăнми калаçать. Мана, хула ачине, ахăртнех, чунра мĕн пуррине каласа парасшăн пулчĕ пуль. Лаша курмасăр, лаша утланмасăр, лаша кӳлме-тăварма пĕлмесĕр ӳснĕ ача ял ачи пулать-и вăл?! Лашасăр ял ял-им вăл?! Ял урамĕнче йăмри те кашлатăр, ял пĕвинче хур-кăвакалĕ какалатăр, ял урамĕпе урапа такăрттарса ирттĕр, турта хушшинчи амăшĕ умĕнче пĕчĕк тиха чупса-выляса пытăр, хапха айĕнчен пĕр-пĕр лĕв-лев сассине патăр — çавăн чухне кăна чăн-чăн ял вăл! Ак кĕçех укăлчана сурăхсем çĕнĕ курăк чĕпĕтме тухĕç, хамăрăн Кĕçтенттин тăванăмăр калашле, çемçе курăк çийĕнче путек сурăхĕ сиккелĕ. Мăйне пĕчĕк шăнкăрав çакнă тиха та ĕрĕхсе çӳретĕр çавăнтах. Çакă вăл ял илемĕ, пурнăç илемĕ, тĕнче илемĕ!

Малалла

«Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те...»


«Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать...»

Кĕвĕ-çемĕ янăрать те,

Чĕрене кулянтарать.

 

Çырана хум çапăнсан та

Тĕпĕнче ват чул юлатъ.

Хурлансан та, юп курсан та

Пирĕн хыççăн кун пулать.

 

Çак юрра хайланă сăвăç

Уй-хирте е ĕшнере,

Хăйне май ун философи:

Пурнăç пĕтмĕ тĕнчере:

 

Сар хĕвелĕн чакмĕ хĕмĕ,

Пĕр пек тăрĕ çулсерен.

Хăть хăçан та çутă ĕмĕт

Çунĕ, йăлкăшĕ хитрен.

 

«Шухăшлар-ха, тăвансем те

Шухăшлар-ха, тăвансем»:

Савăнсан та, эрленсен те

Иртсе кайĕç ыр кунсем...

«Йĕри-тавра халь ылтăн кĕркунне!..»


Йĕри-тавра халь ылтăн кĕркунне!

Çулталăкăн чечен саманчĕ.

Кăвар тăкма пуçларĕ вĕрене,

Кермен пек курăнать вăрманĕ.

 

Паян кунта çӳретĕп эп пĕччен,

Ума çу кунĕсем тухаççĕ шăппăн.

Тăраттăн эс çак хурăн çумĕнче,

Кăвак уçланкăна сăнаттăн лăпкăн.

 

Шеллетĕп темшĕн иртнĕ вăхăта,

Çак хурăна, пĕчченскере, шеллетĕп.

Сана асаилӳре куратăп та

Унчченхинчен те вăйлан хĕмленетĕп...

«Август уйăхĕ тирпейлĕ...»


Август уйăхĕ тирпейлĕ, —

Кăмăллать лăпкăлăха.

Сахалрах тăкать хĕвелĕ

Вут-хĕмне тавралăха.

 

Вăрманта утма пит канлĕ

Çакă ырă вăхăтра.

Шухăш ирĕк, шухăш анлă

Пынă май уçланкăра.

 

Ăшă. Лăпкăлăх. Анчах та

Çул çинче сар çулçăсем

Пĕрмаях тĕл пулнăçем

Тунсăха путан вăраххăн.

«Чупаççĕ, ăмăртса васкаççĕ...»


Чупаççĕ, ăмăртса васкаççĕ

Сехетĕн шĕвĕр йĕпписем.

Канмасăр вăхăта туртаççĕ

Пушанаймасăр мĕскĕнсем.

 

Çеккунт, минут — сехет те иртрĕ,

Каç сĕмĕ анчĕ çĕр çине.

Кăвакарать çитес кун ирĕ —

Сисеймĕн талăк иртнине.

 

Кив кун — пулас кунпа çĕнелтĕр,

Çĕнтертĕр инкеке пехет.

Чуп, вăхăт, — ĕмĕр кĕскелсен те,

Тăсать-ха пурнăçа сехет.

■ Страницăсем: 1... 439 440 441 442 443 444 445 446 447 ... 796