Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сулпикепе Валĕм хунИрĕк çилКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеÇут пайăркаПурнӑҫ утравӗсемПулать-çке пурнăçраСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнеке

Кавăлти-пакăлти


Кăвăл-кăвăл кăвăлтăк!

Кăвăлтатса кулюкка

Шулап тăрăх хускалать.

Шулап вĕçсе çитсессĕн

Ниçта вĕçме пĕлмесĕр

Ик çунатне шарт! çапать.

Пăкăл-пакăл пакăлтăк —

Çак сăмаха çыракан

Пакăлтатса пырать те

Сăмах вĕçне çитсессĕн

Шухăш йĕрне пĕлмесĕр

Ик пĕççине шарт! çапать.

Пĕтĕм ӳпке-пĕвертен салам!..


Салам, Стихванăм!

Пĕтĕм ӳпке-пĕвертен салам! Сан патна çырмасан такки чун чăтмасть вара. Çак кунсенче çеç пĕр заказной çыру ăсатнăччĕ, унта «ЧК» валли тесе «Присяга» ятлă сăвă чиксе янăччĕ, илсен пĕр секунд тăмасăр ответле, тесеттĕм, çав сăвă пирки хаçат королĕ кăрттамас В.Я-ч1 хăй сăмахне каланине те эс çырса пĕлтерессе кĕтсе юлсаттăм, халь те акă çавăн çинченех йăнкăртататăп. Сăмах майĕн пĕлтерем тата: ку сăвă кунта, облаçри «Рабочий край» хаçатра вырăсла тухать. Ан шарла-ха, ярса парăп сана. Ăна А. Н. Благов куçарать. Д. Семеновскийпе, Мих. Шошинпа, Д. Прокофьевпа туслашрăм. Тăван пек кĕтсе илеççĕ. Теçеткипе кĕнекесем кăларнă вара хăйсем, малтанхи иккĕмĕшĕнчен Якку абзие — Ухсая — салам!

Вĕренсе тухсанах фронта каятпăр, хаçатсем çине пăхкаласах тăр вара ун чухне, пĕр хĕрлĕ каскăллă богатырь епле çапăçни çинчен вуласа пĕлĕн!

Ну, халлĕхе çитĕ-ха. Паян кунĕпех хулара редакцисем тăрăх чупнă. Радиопа кăларатпăр, терĕç-ха. Нарядсене-мĕнсене çӳретмест комиссар, ĕç пачĕ. Ман ĕçсем килĕшнĕ тата вĕсене. Çыр, çыр çыру. Пур юлташсене те, ватти-вĕттипех, салам!

В. Бараев.

Малалла

Аттем суранĕсем манра пек


Атте ман иртнĕ вăрçăра

Пайтах вут-çулăм витĕр утнă.

Çӳренĕ чух разведкăра

Сахал-и йывăрлăх вăл курнă.

 

Вăл выççине те асапне,

Тар шăршине нумай астивнĕ.

Итленĕ май ун сăмахне —

Чуна пĕр тăвăр пек, пĕр сивĕ.

 

Çаплах тĕнчемĕр лăпкă мар,

Юхать çынсен юнпа куççулĕ.

Хăçан пит çăткăн та хаяр

Мул хуçисен шăпийĕ тулĕ!

 

Атте пач шеллемен хăйне,

Кĕрешнĕ тăшманпа сахал-и

Паттăрлăхне, хăюлăхне

Пĕлтерĕ орденĕ-медалĕ.

 

Хăрушă вăрçă пульлисем

Хальччен урисенче лараççĕ.

Ӳтне кăшла-кăшла вĕсем

Ăна пĕрмай хĕн кăтартаççĕ.

 

Асаплă чух хам аттеме —

Суранĕсем ман шăмшака та

Пит ыраттарнăнах туятăп,

Тирет пек тимĕр чĕреме, —

Эп çĕрĕпе çывăраймастăп,

Вăрçа виçесĕр ылханатăп!

Çулçă çумарĕ çăвать


Çил варкăшрĕ, çĕкленчĕ çулçă...

Вăрман чăпар тумне хывать.

Çакна курсан юлташ йăл кулчĕ:

«Кур, çулçă çумăрĕ çăвать».

 

Çивиттие тем тĕслĕ татăк

Тыттарнă пек пулать çерем.

Илемлĕ çулçă сумкăна та,

Хĕве те çаврăнса кĕрет.

 

Вут пек пилеш, ем-ешĕл чăрăш

Пуçа таймаççĕ-ха сивве,

Вĕсем тăнлаççĕ йăлăхтармăш

Кĕр кунĕ ĕнерен кĕвве.

 

Инкен ула халачĕ евĕр

Тавра хитре юр ӳкиччен.

Ӳкет сар çулçă — çĕнĕ тĕвĕ

Сăмсаланать турат çинче.

Уничери йăмра


Вăл мăшăр йывăç хӳттине пĕлмен,

Хунав кĕтсе час-час сывланă ассăн.

Хăй ачисем пек, çамрăк-кĕрĕме

Сăнанă, пухăнсан вăййа хавассăн.

 

Ун айĕнче сахал-и купăссем

Пĕр-пĕринпе мĕн шуçăмччен тавлашнă,

Калаçнă туй пирки чун савнисем

Е теприсем яланлăх сыв пуллашнă.

 

Таптанă-и çĕрти тымарсене,

Хуппа-и чĕрнĕ, турата-и хуçнă —

Асăрхайман сĕткен тумланине,

Курман: йăмра мĕн-ма пуçне лăш уснă?

 

Шартлама чух уничери йăмра

Чĕтрет ав халĕ тăлăххăн, пĕчченĕн.

Ăна ку чух манатпăр. Вăл вара

Çуркуннесем шавланă вăхăтра

Каллех пире кĕтмешкĕн хатĕрленнĕ.

Йăмăкăм


Ман пур çывăх юлташăм,

Вăл пит чипер сăнĕпе.

Юратнă ырă йăмăкăм,

Савать ăшă куллипе.

 

Вĕренӳре маттур хĕр,

Тăрăшать пулма малта.

Чи çывăх юлташĕсене,

Пĕрмай хатĕр пулăшма.

 

Шкултан килсен чиперкке

Ларать уроксем тума.

Алла илет кĕнеке,

Пуçлать кăларма-хушма.

 

Апатне те пĕçерет

Тутлă шăршă кăларса.

Аннепе пĕрле ĕçлет

Ӳркенмĕсăр тăрăшса.

Салам, Стихванăм!..


Салам, Стихванăм!

Сан çырăвна çак уйăхăн 18-мĕшĕнче, шăпах хам çуралнă кун, илсе çав тери хĕпĕртерĕм. Паллах, эп çуралнă кун эс пĕрер черкке ман сывлăхшăн ĕçмесĕр юлмастăнччĕ. Шавах çапла пулнă, халĕ вара, ху пулмасан та, çырăвна илни юнашар калаçнă пекех туйăнчĕ. Çав кун темиçе çыру илтĕм, çитменнине тата çырăвĕсем те, Иван хулине 14-мĕшĕнче çитнĕскерсем, ман патăма, ман аллăма çитме юриех 18-мĕш числана кĕтсе тăнă-мĕн. Илле Семенччăран та çав кунах илтĕм.

Сăмах майĕпе çавна та каласа хăварам, ман «Фашизм çине!» ятлă сăввăм çав тери начар. Виçе вырăнне кăларса пăрахса, ахаль те япăхскере, веç пăснă, иккĕмĕш вариантне, хам юсанине кĕртмен. Вăл пĕр кун хушшинче çырнă япала.

«Али Паттăрпа» (пĕр экз.) «Çиçĕм çиçет», «Йыхрав» илессе çав тери, «пĕтĕм ӳпке-пĕверĕмпе, пыршă-аршăмпа» кĕтсе юлатăп. «Алийĕ» мана пуçлăхсемпе калаçкалама кирлĕ. Пĕрре пурччĕ те, чăвашсем вуласа çĕтсе пĕтерчĕç. Кашни чăвашĕ пин хут ыйтрĕ ĕнтĕ, çавăншăн мĕн чухлĕ илтĕн, тесе. Хăть 50 пин те, çавах бухг(алтер) тата çавăн йышши службăри этемсем пĕççе шарт çапса тĕлĕнсе çех тăраççĕ, çавна кура «Фашизм çине!» хакне те пин тенкĕрен ирттертĕм пулас. Çитменне тата, вечерта вуласа пани хака тата ытларах хăпартрĕ. Залĕ пысăк. 3 000-4 000 студент вĕреннĕ-çке çак пир-авăр институтĕнче.

Малалла

Пушар


Эрех ĕçсе вăл килчĕ,

Алла пĕр пирус илчĕ.

Ункă-ункă кăларса,

Арçын кайрĕ çывăрса.

 

Пирус ӳкрĕ урайне,

Хыпса илчĕ кавирне.

Йывăç пӳрт çуна пуçлать,

Инкек-синкек кăларать.

 

Халăхĕ çакна курать,

«01» шăнкăравлать.

Кил хуçишĕн кулянса,

Çынсем кайрĕç хумханса.

 

Килчĕ пушар машини,

Çулăм тин чакрĕ хайхи.

Пысăк инкек те пулчĕ,

Арçын çĕре те кĕчĕ.

 

Хăйĕн айăпĕпеле,

Пĕтерчĕ çын, пурнăçне.

Асăрхануллă пулмасан

Тухать пушар

ăнсăртран.

Шĕвнĕ колхоз


* шĕвнĕ — шĕвелнĕ

 

Пĕлтĕр те мар, кăçал мар. —

Пĕр-пĕр ялта, пĕр ялта

Виçĕм-тватăм çулсенче

Шĕвнĕ колхоз пулнă, тет.

Çавă шĕвнĕ колхозăн

Ĕçĕ-пуçĕ пĕрмаях

Тăскаланчăк, йĕркесĕр,

Сапаланчăк, киревсĕр

Ялан пулса пынă, тет.

 

Вăл колхозăн членĕсем

Чылайăшĕ-нумайĕш

Ытарма çук, лайăх çын

Чип-чиперех пулнă та,

Анчах колхоз ĕçсене

Йĕркелесе ярасшăн

Пĕр сăмах та чĕнмен, тет.

Çур çăвар та уçман, тет.

 

Васкамасăр-тумасăр

Ака-суха тунă, тет;

Тырă-пулă акнă, тет;

Пулса çитсен вырнă, тет.

Çапас чухне çапнă, тет,

Хăйне майăн, сулмакпа.

Ака-суха тунă чух

Уйра шырлăх юлнине,

Ула-чăла акнине

Сӳре-сӳре пынă чух

Муклашкасем капланса,

Купаланса выртнине

Куçлă-пуçлă юлташсем,

Курса тăнă пулин те,

Ытла питех шарламан.

— Çынна мĕн те мана мĕн!

Ăна-кăна тиркесе

Пускилсене, ял-йыша

Çиллентерес марччĕ-ха.

Апла-капла пулсассăн,

Малалла

[Икшер йĕркен]


Çапла сăвăсем çырма вĕренес кăмăл пур-çке та-ха ман мухтава тухас шутпа:

Кантра явсан, вĕçле;

Çакă сăвва йĕрле...

 

Перо манăн хурăç;

Пулă тытать пулăç…

 

Мĕншĕн эсĕ салху? —

Усăннă-çке хăлху...

 

Çиме тутлă пăтă;

Манăн хырăм тутă...

 

Ăçта каян, Ваççа,

Кукша пуçна хыçса...

 

Шĕшлĕ пулать тимĕр;

Çакă сăвă — нимĕр...

 

Ăшшăн пăхрĕ хĕвел;

Эпĕ çырни — кĕсел….

 

Ним тума та нимĕр çок;

Куçне хывма çăвĕ çок...

 

Сăмах-юмах пупле;

Эпĕр лартнă ӳпле…

 

Тиллит-тиллит Микулай!

Ăçта чупан эс, малай?..

 

Варли çӳçĕ çырă;

Çыруç кăмăль ырă...

Мулкач тытать «Капкăн»;

Ытла йӳçĕ вупкăн...

 

Суха тимри тупта;

Манăн сăвва мухта…

 

Акă этем Тăхти, —

Хывăннă-çке нăхти...

 

Ĕлĕк пулнă киремет;

Халĕ эпĕ шеремет...

Малалла

■ Страницăсем: 1... 535 536 537 538 539 540 541 542 543 ... 796
 
1 В.Я. — Яковлев, «Чăваш комуни» редакторĕ пулнă юлташ