Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑХура çăкăрХĕллехи каçсенчеПограничниксемВатă чĕре — çамрăк чунИлле Тăхти

Таврăнсан


I

Поезд чашкăрса пырать. Вагон чӳречи витĕр телефон юписем, аслă улăхри утă капанĕсем, хирĕç килекен автобуссем вĕлтлетсе юлни курăнать. Хушăран кĕрхи çĕртме тăвакан тракторсен шавĕ илтĕнсе каять. Кайсан-кайсан пирĕн поезд аслă вăрмана чăмса кĕрет... Вăрман саралнă ĕнтĕ, чи илемлĕ лĕпĕш евĕр вĕлтĕртетсе вĕçеççĕ ылтăн çулçăсем.

Пĕр çамрăк йĕкĕт, куперен тухса, вагон чӳречи умне пырса тăчĕ. Кĕр илемĕ йăпатать пулас ăна, чылайччен пăхса пычĕ вăл чӳречерен. Ман унпа, темшĕн, калаçас килчĕ; аван кăмăллă йĕкĕт пек туйăнчĕ вăл. Вара эп пирус кăларса ун умне пырса тăтăм.

— Шăрпăк пур-и сирĕн, юлташ? — ыйтрăм эпĕ.

— Пулма кирлĕ, пур, пур... — хирĕç сăмах хушрĕ вăл. Хăй çавăнтах кĕсйинчен шăрпăк кăларса пачĕ.

— Инçе каятăр-и?

— Канашра анмалла. Унтан... Çĕмĕрле, тен, илтнĕ те пулĕ?

— Илтмесĕр, ак ĕнтĕ! Эпĕ хам та çав енченех.

Эпĕ ун ятне ыйтса пĕлтĕм. Арсений ятлă иккен вал. Çапла эпир иксĕмĕр те вăл вырнаçнă купене кĕрсе лартăмăр. Вăл çавăнтах «Люкс» ятлă пирус пачкине ман умма кăларса хучĕ. Пĕр пирусне чĕртсе, каллех чӳрече витĕр пăхса илчĕ:

Малалла

Çĕршывăм, çĕршывăмçăм


Çак çĕр çине çураличчен —

Сар кайăксен сăмсисенчен

Эпир, тет, сас параттăмăр;

Пăхаттăмăр чечексенчен,

Ташлаттăмăр шевлесенче...

Çĕршывăм, çĕрĕм-шывăмçăм,

Сĕткенӳпе чун сывă ман.

 

Уй-хирӳсем, çыр-варусем —

Асаттесен ячĕпелен.

Ĕмĕр-ĕмĕр, çĕршывăмçăм

Çав уй-хиртен тăван-пĕтен

Пирĕн чуна пуçтарнă, тен.

Юнра-чунра, çĕршывăмçăм,

Çав çĕр сĕткен сип шывĕ ман.

 

Çĕр айĕнче тăван выртать,

Çĕр айĕнче аттем выртать... —

Сана эп, çĕрĕм-шывăмçăм,

Тăван тесе ыталăп та,

Аттем тесе чуп тăвăп та —

Юратнă çĕрĕм-шывăмçăм,

Эс — пурнăçăм, çут шанăçăм.

Сарă йĕкĕт


— Мĕн сăнатăн тĕмсĕлсе эс каçсерен? —

Ыйтрăм Атăл хĕрринче сар йĕкĕтрен

Шыв çине пăхать те йĕкĕт, хуравлать

— Уйăх çулĕ-çке чуна, — тет, — ачашлать.

 

Калаймарăм хирĕç нимĕн те вара,

Тем çитмен пек пулса кайрĕ таврара...

Çыр хĕрне кунта пĕр çырă хĕр килетчĕ,

Ун çӳç çулĕ уйăх çулĕ евĕрлехчĕ.

 

— Мĕн тăнлатăн хумханса эс ирсерен? —

Ыйтрăм эпĕ улăхра сар йĕкĕтрен.

Тем итлет-итлет те йĕкĕт, хуравлать

— Карăшсен сасси чуна, — тет, — ачашлать

 

Калаймарăм хирĕç нимĕн те вара,

Тем çитмен пек пулса кайрĕ улăхра...

Çырă хĕрĕн çут пушмакĕ карăш пекчĕ,

Утнă чух вăл кăрш та кăрш тесе илетчĕ.

 

— Мĕн юрлатăн савăнса эс чĕререн? —

Ыйтрăм эп пĕр ирхине сар йĕкĕтрен.

Шăхăрса илет те йĕкĕт, хуравлать:

— Шуçăмран тухнă хĕвел савăнтарать.

 

Калаймарăм хирĕç нимĕн те вара,

Тем çитмен пек пулса кайрĕ чунăмра...

Чăр пăхсан хĕр шуçăм евĕр хĕрелетчĕ,

Шуçăмран-çке ман хĕвел тухас пекехчĕ.

Вĕрентекене


Çурхи çемçе тăпра — ачалăх:

Мĕскер акатăн — çав ӳсет.

Эппин, çӳп-çапсăр пултăр вăрлăх,

Кайран ан тивтĕрччĕ ӳпкев.

 

Куçа саван калча вăл — яшлăх!

Тасат куллен, сыхла чиртен.

Вара тулли пучах çеç кашлĕ

Эс акнă анлă уй-хирте.

Ĕçчен пыл хурчĕ ман пуласчĕ...


Ĕçчен пыл хурчĕ ман пуласчĕ,

Вĕçесчĕ анлă улăха.

Тăван сăмах пылне пухасчĕ,

Ăна парасчĕ халăха.

 

Анчах пыл хурчĕ эп пулаймăп

Чĕнет пулсассăн та чечек.

Чăваш пулса юласчĕ манăн

Хам анне пек, хам атте пек.

Илле Тăхти


(пунăçĕпе пултарулăхĕ)

Илья Ефимович Ефимов (Тăхти) 1889 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче халĕ Чăваш Республикин Тăвай районне кĕрекен Нӳшкасси (Çĕн Эльпуç) ялĕнче çуралнă. 1897 çулта Эльпуçĕнчи прихут шкулне вĕренме кĕрет, тепĕр çултан хăйсен ялĕнче уçăлнă пуçламăш шкула куçать. 1899-1903 çулсенче пулас çыравçă Сĕве хулинчи мăнастир шкулĕнче, 1903-1908 çулсенче Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире вĕренет. Кайран 1914 çулччен Тавăтри земство шкулĕнче (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районне кĕрет), тепĕр вĕренӳ çулĕ Превозное ялĕнчи училищере (халĕ Удмурт Республикин Сарапул районне кĕрет) вĕрентсе пурăнать. 1915 çулта ăна вăрçа илсе каяççĕ. Пĕр хушă Епхӳри тĕн семинарийĕнче ăс пухать, Г. Комиссаровпа пĕрле Чăваш наци ушкăнне йĕркелес ĕçре тăрăшать. 1918-1919 çулсенче Шăхранти (хальхи Канаш хулинчи) учительсен семинарийĕнчи кăтартуллă шкулта, 1919-1922 çулсенче Мускаври çут ĕç комиссариачĕн инспекторĕнче, 1922-1924 çулсенче ача çурчĕн пуçлăхĕнче ĕçлет. 1924 çулхи чӳк уйăхĕнче çыравçă В.Брюсов ячĕллĕ Литературăпа художествăсен аслă институчĕн студенчĕ пулса тăрать, тепĕр çултан Мускаври Пĕрремĕш патшалăх университечĕн этнологи факультечĕн литература уйрăмне вĕренме куçать, унта 1928 çулччен ăс пухать. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн И.Тăхти Шупашкара таврăнать, Чăваш тĕп педтехникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать. Ӳпке чирĕпе аптраканскере тепĕр виçĕ çултан инвалида кăлараççĕ. Нумай вăхăт чирлесе пурăннă хыççăн 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче И.Тăхти Шупашкар больницинче вилсе каять.

Малалла

Акăш пурăнасшăнччĕ...


Акăш пурăнасшăнччĕ, —

акăша вĕлерчĕç,

çунатне вăл усрĕ,

ӳкрĕ шыв çине.

 

Хурăн ешересшĕнччĕ, —

хурăна тӳнтерчĕç,

пăчăкă вакларĕ

унăн вуллине.

 

Çын телей курасшăнччĕ, —

çук, телей пулмарĕ,

пăрăнчĕ телейĕ

унăн умĕнчен.

 

Ма тесен вăл айăплă:

акăш пурнаймарĕ,

хурăн ӳсеймерĕ...

Юлчĕ çын пĕччен...

Çуркунне сукмакĕпе утатăп...


Çуркунне сукмакĕпе утатăп,

ирĕк те чечен

ирхи тĕнче.

Савăнатăп,

пурнăçа саватăп

çуркунне пурришĕн çĕр çинче.

 

Çăлтăрсен çут кĕмĕлне пухатăп,

шăпчăксем юрлаççĕ

ĕшнере.

Савăнатăп,

пурнăçа саватăп

çăлтăрсем çуннишĕн тӳпере.

 

Савнине «савни» тесе калатăп,

хам сăна курса

ун куçĕнче.

Савăнатăп,

пурнăçа саватăп

юрату пурришĕн çĕр çинче.

Мана хăш чух пит йывăр...


Мана хăш чух пит йывăр.

Туйăнать:

эп вăхăтра курса

асăрхайманшăн

ӳсме пуçланă йывăç йăванать,

чĕрчун вилет —

эп ырă пулайманшăн.

 

Типет çăлкуçĕ,

кайăк юрлаймасть,

хĕвеллĕ кун çитмест

çырла-улмашăн

çĕре пăрахнă пĕрчĕ шăтаймасть, —

эп вăхăтра курса

асăрхайманшăн.

 

Ман айăпа пулах, тен,

тинĕсре

сасартăк пулăçсем çул çухатаççĕ,

çутмашкăн çăлтăр

çӳллĕ тӳпере

кашни каçах çынсем пултараймаççĕ.

 

Мана хăш чух пит йывăр.

Туйăнать:

эп вăхăтра курса

асăрхайманшăн

тус çулĕпе ман çулăм уйрăлать,

тĕнче асапланать —

эп ырă пулайманшăн.

Туртатчĕ пит нумай...


«Вилетеп пуль, аннем: çӳл ту çине хăпартрăç...»

К.Ивановăн юлашки сăмахĕсем

 

«Туртатчĕ пит нумай.

Йӳççин курки чăппиччĕ...

Суха тăватчĕ хресченпе пĕрле.

Тем пулчĕ çамрăклах — эй, çунчĕ питĕ!

Типсе хуралчĕ. Хăрчĕ йĕкĕтле!

Итлетĕп ват çынна.

Сăмахĕ унăн хурлă.

Тарăхтарса ярать поэт шăпи!

Вĕçеççĕ тĕксĕм пĕлĕтсем ял урлă,

Мăкăрланса çунать тӳпе хуппи.

Поэт çунса вилет —

Юлать, ыр халăх, саншăн

Асаплăн е хаваслăн тунă ĕç.

Поэт чĕри, пĕччен ан çун эс,

Ан шăн!

Поэтăн чунĕ, çăлтăр витĕр вĕç!

«Вилетĕп пуль, аннем:

Çӳл ту çине хăпартрĕç...» —

Итлетĕп аслати кĕрлевĕнче.

Сĕм пĕлĕт мĕлкисем

Кăлкан сăнне хуратрĕç.

Тӳпе хуппи мăкăрлантарать, ĕнсе.

Вилес самантĕнче —

Теме манса тем кĕтнĕн —

Мĕскер каласшăн пулнă-ши поэт?

Вăл — вăрттăнлăх.

Ăна хĕвел тин чĕртнĕ

Чĕнӳçĕ-асамат анчах пĕлет!

Чăлл! çутăлчĕ тӳпе,

Кун йăлкăшма пуçларĕ —

Малалла

■ Страницăсем: 1... 542 543 544 545 546 547 548 549 550 ... 796