Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемÇич çунатлă куракКĕтмен венчетКăвайт çутисемКулăш кустăрмиХĕн-хур айĕнчеÇамрăк ĕмĕт

Çăлтăрчăксем


Çак ĕç пин-пин çул каялла, çуркунне çитнĕ май çут тĕнче чĕрĕлме пуçланă чухне, пулса иртнĕ тет.

Пĕр карчăкпа старик пурăннă, пĕртен-пĕр ывăлне çитĕнтернĕ. Темех ĕçлемен вĕсем, старикĕ сунара çӳренĕ, яланах ăнăçупа таврăннăран сĕтел çинчен аш-какай татăлман. Карчăккипе ывăлĕ пахча çимĕç ӳстернĕ.

Çитĕннĕçемĕн ывăлĕ Йăван та ашшĕпе пĕрле сунара пырасшăннине пĕлтернĕ, анчах ашшĕ, «Тем пулас-курас пур», — тесе ывăлне илсе кайман.

— Эсĕ пулă тытма çӳре, — тесе ăна ăскăч майлаштарса панă.

Сунара тем пекех каясси килсен те килĕшмех тивнĕ Йăванăн. Вăл ăскăч илсе кӳлĕ хĕррине çул тытнă. Сывлăм ӳкнĕ улăх тăрăх утнă май çут çанталăк илемĕпе киленнĕ, ирех вăраннă кайăксен чĕвĕл сассипе чунне йăпатнă, йывăçсен хушшипе пынă чухне çил ачи чупса иртнĕ, каччăна лăпкă варкăшпа уçăлтарса хăварнă. Кĕçех хĕвел тухнă, унăн ылтăн пайăркисем питрен кăтăклама пуçланă: «Хăвăртрах, васкарах, пулăсăр тăрса юлатăн», - йĕкĕлтенĕ вĕсем каччăна.

Йăван васкаман, сывлăмпа питне çунă, çăлкуçран тăрă шыв ĕçнĕ, тавралăх илемне сăнанă.

Кĕçех вăл кӳлĕ хĕррине çитсе майлашнă, ăскăчпа шывра пулă шырама пуçланă. Чылайччен аппаланнă — кăлăхах, ăскăча пĕр пулă та лекмен.

Малалла

Хыватăп эпĕ юрăсем...


Хыватăп эпĕ юрăсем.

Ман юрăра шур хурăнсем,

каçхи çăлтăрсене йăтса,

тухаççĕ çул хĕрне утса;

ман юрăра хĕвел пăхать,

юр айĕнчен калча тухать;

ман юрăри кашни чечек —

юратнă çыннăн куçĕ пек —

пĕлмест суйма,

улталама,

чунне сутма,

усал тума.

 

Хыватăп эпĕ юрăсем.

Ман юрăра — вĕри хирсем,

ман юрăра — çулсем-йĕрсем;

вăрманăн шăплăхне сирсе,

юхать çăлкуçĕ ĕнерсе:

çын — унăн тусĕ авалтан,

ăна типме памасть нихçан.

Ман юрăра усал тӳнет,

вĕри чĕре сивве çĕнет;

ман юрăра — хĕвеллĕ май,

ман юрăра çынсем нумай:

пур тĕлпулу,

пур уйрăлу,

пур юрату,

пур çухату.

 

Анчах та хамăн пурнăçра

кĕртмен эп вилĕме юрра,

вăрçа нихçан та мухтаман,

ăна пĕр юрă та паман.

Парас та çук!

Ман юрăсем —

çак çĕрĕн

çутă кунĕсем.

Çын, çынпа калаçса...


Çын,

çынпа калаçса

калаçмашкăн вĕрен,

сан кашни сăмахху тухтăр чун-чĕререн.

Ăш сăмах шутсăр кирлĕ паян тĕнчене:

кайăка, чĕрчуна...

Хăвăн пек çынсене.

Çын,

çынна юратса

юратмашкăн вĕрен,

юрату пур чухне юрри сӳнмĕ чĕрен.

Юратма пĕлекеншĕн —

тĕнче савăкрах:

сар хĕвел ăшăрах,

çăлтăрсем çутăрах.

Çын,

çынна пулăшса

ыр тумашкăн вĕрен,

ыр тăвас ыр йăла ан çухалтăр çынсен.

Ыр тусан çех эпир пурнăçра пĕр-пĕрне

пултаратпăр тăсмашкăн

этем ĕмĕрне.

 

Çын, çынпа калаçса

калаçмашкăн вĕрен,

çын, çынна юратса

юратмашкăн вĕрен,

 

Çын, çынна пулăшса

ыр тумашкăн вĕрен —

урăхла çул-йĕр çук

пурăнас текенсен.

Поэтсене юратăр, пикесем...


Поэтсене юратăр, пикесем, —

Чечен куллăрсемпе хавхалантарăр,

Сив сăмахпа ан хурлантарăр...

Поэтсене юратăр, пикесем!

 

Поэтсене юратăр, аппасем, —

Вĕсемсĕр ĕненӳ те пулĕ йӳнĕ,

Янрамĕ юрă, çутă ĕмĕт сӳнĕ...

Поэтсене юратăр, аппасем!

 

Поэтсене юратăр, пикесем!

Ача чĕри вĕсен — ан суранлатăр,

Суранлатсан, ачашлăхпа сыватăр...

Поэтсене юратăр, пикесем!

 

Поэтсене юратăр, йăмăксем!

Вĕсемсĕр çын Илем мĕнне те манĕ,

Чунне çухатĕ, сивĕнĕ, чулланĕ...

Поэтсене юратăр, йăмăксем!

 

Поэтсене юратăр, пикесем, —

Вĕсен таса ятне ан хăрттăр ирсĕр —

Пĕрне те ан хăварăр кил хӳттисĕр!..

Поэтсене юратăр, пикесем!

 

Поэтсене юратăр, аннесем, —

Вĕсемсĕр «ют», «тăван» тени пăтранĕ,

Ырри путланĕ, усалли вăранĕ,

Сăпка юррисĕр ӳсĕç пепкесем...

Поэтсене юратăр, аннесем!

Мĕскер çухатрăм, мĕн туянтăм?..


Мĕскер çухатрăм, мĕн туянтăм?

Мĕн — ĕмĕре, мĕн — саманта?

Мĕне — вăрр! ывăтрăм та ятăм,

Мĕне — упратăп пит шалта?..

 

Ĕнер çех ăшăтнă кăвайт та

Паян кĕл пулнă, сип-сивех.

Ĕнер — пĕрне эп чыс тăваттăм,

Паян — вăл сивĕннĕ хăех...

 

Тин çех чĕрри — хăрма пуçланă.

Илем пулни — епле тискер!

Пин хут илнисене те маннă...

Туянтăм тем, анчах — мĕскер?

 

Çĕрти те, çĕр çинчи те, авă,

Çӳл тӳпери те — вырăнтах.

Мĕне иккĕленӳсĕр савăп?

Хăшне çухатăп-ши татах?..

Асамлă флейта


Ку ĕç Çĕнĕ çул уявĕнче пулчĕ.

Йĕри-тавра асамлă чăрăшсем çиçсе лараççĕ, йăлтăр-ялтăр çутăпа ялкăшаççĕ. Такамăн çирĕп алли мана вăшт! çĕклерĕ, кăпăшка пĕлĕт çине илсе хăпарчĕ. Уйсем, вăрмансем çийĕн вĕçнине туйсан çул çӳреве тухнине ăнлантăм.

Çĕнĕ çул каçĕнче тĕлĕнтермĕшсем пулнине хам та вуласа пĕлнĕ. Унсăр пуçне кукамай та час-часах каласа кăтартатчĕ. Хуласем, юханшывсем çийĕн вĕçсе иртетĕп. Сасартăк пĕлĕт вăйсăрланчĕ, хăвачĕ сехетсерен пĕтсе пычĕ. Вăл çĕр çинелле анчĕ. Юлашкинчен йывăç тураттинчен çакланчĕ те чăлханса ларчĕ. Чутах ӳкеттĕм, юрать-ха, туратран тытма ĕлкĕртĕм. Кайăк сассипе тăна кĕтĕм. Йывăç çинче шăпчăк йăви пур иккен. Телее, эпĕ унăн чĕпписене лапчăтма ĕлкĕреймен.

Сасартăк аçам пысăкăш ăмăрт кайăк тӳперен пирĕн çине персе анчĕ. Те мана тытасшăн пулчĕ, те шăпчăк чĕпписене. Анчах эпĕ хăрамарăм, пĕлĕт юлашкинчен юлнă шывпа пĕрĕхрĕм ăна. Ăмăрт кайăк тӳрех пĕчĕкленсе ларчĕ, çĕр çине ӳкрĕ.

— Пулăшăр! — кăшкăрать хайхи.

Ăмăрт кайăка шеллес килчĕ. Шăпчăк йăви патне таврăнса пĕтĕмпех каласа кăтартрăм. Иксĕмĕр халсăрланнă кайăка еплерех пулăшасси пирки шутлама тытăнтăмăр.

Малалла

Мĕн пулчĕ-ши мана?


Мĕн пулчĕ-ши мана? —

эп тĕлĕнетĕп:

Усал — хурлантарать, ырри — йĕртет...

Шăла çыртса хура-шура çĕнетĕп,

Хаваслăх хĕмĕ кусăма вĕтет...

Нуша — иртет, хавал —

çитет тени те

Хăш чух йăпатаймасть пек ăсăма.

Тата мĕскер куç курĕ, чунăм илтĕ?

Мĕн юлĕ каçарусăр асăма?

Сĕм тĕттĕм каç ӳкет те сывлăм — вучĕ

Çиçме пуçлать хĕвел тухсан анчах...

Тата ак тĕлĕнетĕп: темĕн пулчĕ —

Чун çемçелет... тен, эп ачаш ачах?..

Пит йӳн-шим хура-шур вăл? —

шухăшлатăп, —

Пит хаклă-шим ырри çак çĕр çинче?

Кăшт савăнсассăн та — йĕрсе кулатăп,

Вĕри шевле çиçет куç тӳпинче.

Чăнлăхшăн


Тинĕс, тинĕс, эс хура,

Мĕншĕн хуп-хура?..

Тĕрлĕ йывăрлăх курса

Хуралатăн пуль, ара?..

 

Куçусем те сан кăвак,

Мĕншĕн кăн-кăвак?..

Тӳпене нумай пăхса

Тăнипех-ши кăн-кăвак?..

 

Сан çӳçӳ те шап-шурах,

Мĕншĕн шап-шурах?..

Чăнлăхшăн шав çапăçса

Шуралатăн пуль, ара?..

Савни патне


Ĕсĕклесе йĕрет çап-çамрăк хыр

Чукун çул хĕрринче, пуçне чиксе.

Тарасшăн тейĕн тайгаран çак ир,

Çăп-çăмăл кутамкка илсе.

 

Мĕн-ма кун пек салхуллăн авăнан?

Пĕлместĕн-им: хĕл иртĕ те, сана

Асар-писер тустармĕ сăлпăран,

Ачаш çил çеç ачашлĕ вуллуна.

 

Ăнланнă пек çĕклерĕ хыр пуçне:

Пĕлместĕн, терĕ хумханса, мана.

Çак вырăнтан шеллевсĕр кĕркунне

Касса-çке кайрĕç йăрăс хурăна.

 

Ĕсĕклесе йĕрет çап-çамрăк хыр

Чукун çул хĕрринче, пуçне усса.

Савни патне, савни патне çак ир

Каясшăн тейĕн, тайгаран тухса.

Пуласчĕ пурнăçра буксир пек ман


Çăп-çăмăл парăс карнă пĕчĕк кимĕ

Шăвать хуллен хура хум çийĕпе.

Çăкалăх витĕр уйăх пайăрки-мĕн

Тĕл-тĕллĕн кĕнĕ шăтарса йĕп пек.

 

Çыр хĕрринче тăраççĕ икĕ чăрăш,

Пире кĕтсе илеççĕ тейĕн çав.

Ху кĕсменне çеç авăсмасăр тăр кăшт —

Сан киммӳнтен юлас çук пĕр çункав.

 

Хаяр Иртыш лăпланасса кĕтмесĕр

Туртса хăпарчĕ сулăсем буксир.

Çулран шав пăрăнсассăн, киммĕм, эсĕ

Çак хумсене касаймăн сийĕн-си.

 

Хур тĕкĕ евĕр вĕçсĕр чӳхенетĕн,

Сикетĕн ывтăнас пек шыв çинче.

Сана шанса тăрсан çын пур хĕне те

Лекме пултарĕ çиллĕ кунсенче.

 

Эп парăслă шур кимĕ пек пулмастăп,

Юхса каймастăп шыва май нихçан.

Хумсем çапсан та —

пăрăнса тăмастăп,

Пуласчĕ пурнăçра буксир пек ман!

■ Страницăсем: 1... 543 544 545 546 547 548 549 550 551 ... 796