Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.
Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать.
Паян шкул ачисемпе ҫамрӑксем чӑваш уявӗсене, йӑли-йӗркине, культурине мар - анӑҫран килнисене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, чӑн та, Хэллоуин тени хӑлхана «ҫӗртрӗ». Радиопа та ун пирки калаҫҫӗ. Телеканалсем те /уйрӑмах ҫамрӑксен «Дисней» каналӗпе/ асӑннӑ уява епле палӑртнине кӑтартаҫҫӗ. Шкулсенче те уявлаҫҫӗ ӑна халӗ. Юпан 31-мӗшӗччен ачасем ятарлӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, кавӑнран сӗтелҫи ламписем хатӗрлеҫҫӗ. Интернетра кирлӗ материалсем пухаҫҫӗ. Хэллоуина хӑйне евӗр бал-маскарад тейӗн: кам кӑна ҫук-ши унта? Вупӑр, юмӑҫ, усал-тӗсел, ар ҫури, юн ӗҫен, усал кушак, тухатмӑш.
Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.
Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те.
XXI ӗмӗрте ҫут тӗнчене килнӗ ачапча ҫуралсанах тӗрлӗ техника ытамне лекет. Кӗсье телефонӗ, телевизор, радиоаппаратура, компьютер, ноутбук, планшет, электрон кӗнеке... Ку хисепе вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсма пулать. Тепӗр чухне вӗтти вӗсем патне хӑйӗн теттисенчен ытларах туртӑнать. Техника аталанӑвӗн ҫӗнӗлӗхӗсем пирӗн шӑпӑрлансен сывлӑхне мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ-ха? Компьютер ӑс-тӑна, тавра курӑма ӳстерет-и? Е сиенӗ ытларах-и?
Шкул ачисем те, ҫамрӑксем те vkontakteӗruӖ odnoklassnikiӗru йышши социаллӑ сетьсене «путнӑ». Киле панӑ ӗҫе пурнӑҫлама та компьютерпа усӑ кураҫҫӗ вӗсем.
Чӑваш литературине юратакансем Роман Чепунова лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ӑста учитель, хӗрӳ критик, интереслӗ прозаик пек палӑрнӑ. Юлашки ҫулсенче филологи ӑслӑлӑхне, фольклора тӗпчес енӗпе пултаруллӑ пулнине ҫирӗплетрӗ: чӑваш халӑх каларӑшӗсене пухса вӗсене «Хыпар» хаҫатра пичетлет.
Роман Андреевич ӗҫне пысӑка хурса хакламалла. Вӑл пуҫтарса тишкернӗ каларӑшсене кӗнекен пичетлесе кӑларма та юрать. Ку кӑларӑм ӑсчахсемшӗн те, вӗренекенсемпе студентсемшӗн те, ахаль вулаканшӑн та усӑллӑ пулӗччӗ. Пирӗн вара Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем ҫакна асӑрхӗҫ тесе шанасси ҫеҫ юлать.
Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ скверта кафедра соборӗ тума ыйтакансен сӗнӗвне 10-мӗш шкулта сӳтсе яврӗҫ.
Пухӑва Ленин проспектӗнче, Андриян Николаев космонавт, Петров урамӗсенче пурӑнакансем, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн ӗҫченӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев уҫрӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑй хунӑ Сергей Лукиянова сӑмах пачӗҫ. Ку микрорайонта пурӑнакансемшӗн нумай ҫул каялла кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ скверта собор хӑпартас ыйтӑва тӗп хула влаҫӗ умне тӑратаканни - епархи.
Чӑвашсен питӗ витӗмлӗ каларӑш пур: «Ача-пӑчана мул париччен ӑс пама хушнӑ». Ҫак сӑмахсен тӗрӗслӗхне укҫа-тенкӗ пуҫ пулса тӑма хӑтланнӑ саманара та хирӗҫлеймӗн. Ӑслӑ-тӑнлӑ ӳснӗ ҫын хӑй ӗҫлесе мулне те пухма пултарӗ. Ачаш ача вара ашшӗ-амӑшӗ хӑварнӑ пуянлӑха самантрах ҫилпе вӗҫтернӗ тӗслӗх те сахал мар. Ватӑсем: «Пуҫтарма - ҫулталӑк, салатма - ҫур талӑк», - тесе ахальтен асӑрхаттарман.
Мул ыйтӑвне мӗншӗн ҫӗклерӗм-ха? Ҫемьери воспитани никӗсӗнче унӑн туртӑмӗ ытларах палӑрма пуҫланӑран. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ытларах ӗҫлесе илес тесе «укҫа чурине» ҫаврӑннине те курма пулать.