Часах вĕренÿ çулĕ вĕçленет. Хăшĕсемшĕн яланлăхах юлашки шăнкăрав янăрать. Выпускниксем тетпĕр ун пеккисене. Анчах та ку ăнлава чăваш чĕлхипе тымарлама тахçанах вăхăт çитнĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче тăрмашакансене чĕнсе калас пулать ку тĕлĕшпе. Шкулташсем тесшĕн хăшĕсем. Тен, тĕрлĕрен контекстра апла калама май пур пулĕ. Анчах апла каласан ку пурне те пырса тивет, выпускниксене çеç мар. Пирĕн сĕнÿ урăхла.
Вĕçлевĕç
"Вĕçле" глагол çине таянса ăсталанăскер. Çав вăхăтрах ку сăмах урăхла ассоциацисем те çуратать: Вĕçлев Ĕç тата Вĕçле Вĕç.
Якур // 2039.50.7529
2014.05.23 08:18
Мĕн пустуй глагол, суффикс,аффикс çинчен калаçса ларатăр. Сирĕн тепĕр 20 çултан чăвашла ансат предложенипе те калаçакан юлмасть вĕт. Пăхăр ЧНКан Шупашкар тулашĕнчи К.Кушки ялĕнчи ларăвне. Тухса калаçакансенчен Пĕри те хитре чăваш чĕлхипе пĕлтерÿ тăваймарĕ, тен хăяймарĕ. Ку вĕт парвительство ларăвĕ мар, ЧНК ларăвĕ. Çавăн пекех писательсен ларăвĕсем, вĕрентекенсен ларăвĕсем.
Тĕрĕс Админ,Якур темăна пăрма ан хăйнă пултăр! Самай пахи: ку темăпа калаçмалла! Калаçаканнисем пĕр тĕпелтен-хурантан: Админ тата Акасапар, питĕ интереслĕ.
Якур:<<...Пăхăр ЧНКан Шупашкар тулашĕнчи К.Кушки ялĕнчи ларăвне. Тухса калаçакансенчен Пĕри те хитре чăваш чĕлхипе пĕлтерÿ тăваймарĕ, тен хăяймарĕ. Ку вĕт парвительство ларăвĕ мар, ЧНК ларăвĕ. Çавăн пекех писательсен ларăвĕсем, вĕрентекенсен ларăвĕсем.>>
Вырăнти музее пăхса тăраканăн пуплевне сăнăр тата: еплерех çăрăлать (чат ку форумри бор е Тимер пек): 90% вырăс чĕлхи + 10% чăваш чĕлхи. Çынни чăвашла калаçма ÿркенет пулсан, мĕншĕн вăл çынна хăлхаран та пулин пăшăлтатса калакан тупăнман тĕрĕс калаçма кирли пирки????????? Как-никкак камера умĕнче вĕт, эчсемри...
Якур // 3625.45.4313
2014.05.26 23:08
Акапасар хăта, хăв та яланах Как-никккак, кое-как тата темтепĕр çырса кăтартатăн. Санăн кун пек çырни пач килĕшмелле мар пек.
Вĕçлевĕç
"Вĕçле" глагол çине таянса ăсталанăскер. Çав вăхăтрах ку сăмах урăхла ассоциацисем те çуратать: Вĕçлев Ĕç тата Вĕçле Вĕç.