Тимер, ЭС МУХТАКАН ТУТАРСЕМ ПАЧАХ ТА АПЛА ШУТЛАМАÇÇĔ "Ирĕкпе" вĕрентес тени вăл саккуна пăсни пулать. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхи—патшалăх чĕлхи. Эсир саккуна хирĕç-им?
Тимер:"Пĕтекен япалана тепĕр хут чĕртсе яма пулмасть пулмалла."
Эсир мухтакан еврейсем шăпах ПĔТЕКЕН ЯПАЛАНА ТЕПĔР ХУТ ЧĔРТСЕ ЯНĂ(Израиль, иврит чĕлхи). Нивушлĕ тĕрлĕрен "Коржавинсене" савăнтарас тетĕр?
якур // 1039.8.4424
2013.02.23 10:47
Акасапара: эсир мухтаман турă çыннисем( еврейсем) тепĕр хут чĕртсе яман, вĕсем ăна нихçан та сÿнтермен. Эсĕ пĕлетĕн пулĕ вĕсем Советсем( совет влаçĕ)вăхăтĕнче пĕрмаях пуçтарăннă вырсарни шкулĕсенче, в клубах по интересам и тата темте пĕр. Вĕсем килте тата çав пуçтарăнусенче хăйсен чĕлхипе, юрри-кĕввипе тата традицийĕсемпе савăннă.
Якур // 1039.8.4424
2013.02.23 10:55
Эпир виçĕ чăваш-сувар пухăнатпăр та пĕр-ик сăмах калаçнă хыççăн вăрçса каятпăр. Ку пулăмăн( е кун пек "вĕтелсе" кайнă халăхăн) малашлăхĕ хавшакрах. Кун пек чухне халăхра "Хастар" çураласси иккĕленÿрех. Может Акасапар( е И.Сайман) хастарсене çуратмалли алгоритма пĕлеççĕ. Ахăртнех çав эрех-сăра ăшне путнă конгресс куштанĕсенчен мар ĕнтĕ.
якур:"... вĕсем Советсем( совет влаçĕ)вăхăтĕнче..." Иврит чĕлхине СССРта мар, Израильте ĕртсе тăратнă. Совет Союзĕнче вара ку чĕлхене вĕренес текенсене ĕçрен кăларса янă, тĕрмене хупнă. Кайса пăхар Еврей Автономилле облаçне: мĕнлерех шайра унта еврей чĕлхи http://www.raexpert.ru/database/regions/jewish/
Тимер // 1614.33.8843
2013.02.25 08:50
Акапасар.Тутарсемпе тата эврейсемпе танлашассăн-им?Маттур.Тен тÿрех чеченсенчен тĕслĕх илер? КИШКА ТОНКА-теççĕ ун пек чух вырăссем.Тата мĕнле Чăваш патшалăхĕ пирки калаçатăр?Мĕн вăл ПАТШАЛĂХ?
Тимер // 1614.33.8843
2013.02.25 08:55
Ирĕксĕр вĕрент малтан хăвăн ачусене е мăнукусене.Чăвашла ят хума хал çитерейместпĕр хамăр.Тутар-еврейсемпе танлашассăн.Ан култарăр-ха.
Якур // 1039.8.4424
2013.02.25 20:59
Акапасар ку ыйтăва теплех пĕлменни курăнать. Турă çыннисем чĕлхене вĕренме патшалăх ирĕк парасса кĕтсе тăман, вăраххăн килтех вĕренкеленĕ; халăх традицисене тытса пыма тăрăшнă. Пирĕн хăватлă конгресс кĕтсе ларать укçа уйăрса парасса, и то чтобы çав укçаран харампырсем( куштансем) хăйне вăлтса-хăйпăтса юласшăн. Çавăн пек чухне вĕсем ĕçленĕ пек чупкалаççĕ.
Тимерĕн СЕХРИ ХĂПНĂ ИРĕКСĕР вĕрентесрен... Санпа ман ача вăл тумлам çеç. Вĕсем çине çеç шансан пĕр миллиметр та малалла каяймастăн. Ачупа мухтанма та ан васка: курăпăр, мĕнлерех курăнĕ вăл тепĕр вунă çултан."Ирĕксĕр" вĕрентÿ пирки калаçни йĕрĕнÿ туйăмĕ çеç çуратать.
Патшалăх хамăран, патшалăх!
Пур Конституци —Тĕп Саккун!
Апла пулсассăн, пур тĕп халăх —
Çĕршыв тытма чĕлхи пур ун! (Петĕр Хусанкай, 1966) КУ ПАТШАЛĂХ ПИРКИ.