Уроксем(сехетсем) çитмеççĕ пулсан акă мĕн тумалла: чăваш чĕлхине пĕртен-пĕр "чувашский язык" урокĕсене çеç хăваласа кĕртнипе çырлахмалла мар(ГЕТТО туса хуни ку). Чăваш чĕлхипе ытти уроксенче те усă курмалла. Тăхтавсенче, класс тулашĕнче тата ытти лару-тăрура...
Тимер // 2425.87.0834
2013.01.27 20:55
Романтическая утопия.Пĕлетĕр вĕт-ха :пулмасть пире кирлĕ пек шкулта чăвашла вĕрентесси.Курмастăр-им: шанчăк ашшĕ-амăшĕнче кăна.
Эсир пурте пакăлтатма юрататăр-ха. Малтан хăвăр тăван шкула кĕрсе пăхăр, унта мĕнле лару-тăру пулнине сăнăр, ачасемпе калаçса пăхăр... Вара пĕлетĕр, мĕнле йывăр хальхи вăхăтра тăван чĕлхе вĕрентме... Ялти ачасем те вырăсла кăна калаçса çÿреççĕ вĕт!
Agabazar
2013-01-27 19:22
Аксар Чунтупай:"Хистесе вĕрентнин усси çук теççĕ вĕт-ха, sahvandey..."
Тĕрĕссипе ак çапла калас пулать: ХИСТЕМЕСĔР ВĔРЕНТНИН УССИ ÇУК
Мĕн, эпир диктатурăпа тоталитаризм саманинче пурăнатпăр-им?
Иртсе кайрĕç вăл вăхăтсем... Сармантей юмахĕн саманисем те (КОММУНИЗМ)иртсе кайрĕç... Халĕ ирĕксĕрлесе вĕрентме саккун та чарать (Вĕрентÿ çинчен калакан, Фгос е çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕ çинчен илтнĕ -и?) - сута параççĕ, хуптараççĕ. Ачана хăй кăмăлĕпе е ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕпе вĕрентмелле тенĕ унта. Вăт çапла Agabazar тăванăм.
Тăхтавсенче, класс тулашĕнче тата ытти лару-тăрура... - тетĕн эс. Тăхтавсенче ачасен хăлхинче наушник, аллинче мобильник; тепĕр чухне урокра та çавах, уйрăмах чăваш чĕлхи урокĕнче. Ак сана Ваççа-кĕпер урлă каçса...
Ку вырăнĕ пакăлтатмаллискер те, çавăнпа пакăлтататпăр ĕнтĕ!
Тимер, шанчăк ашшĕ-амăшĕнче тени -тата пысăкрах утопи. Мĕншĕн тесен вĕсем(ашшĕ-амашĕ) хăйсем те чăвашла пĕлмеççĕ. Пĕлекеннисен те унашкал кĕрешÿ туйăмĕсем çук.
Çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕ текенни Интернетра пур-ши? Чăнах та çавăн пекех пысăк ирĕклĕх панă-ши? Латвире авă ВЫРĂС ШКУЛĔСЕНЧИ ВЫРĂС АЧИСЕМ мĕнпур предметсен 60% вырăнти(латыш) чĕлхепе вĕрентеççĕ(ятарлă латыш чĕлхин урокĕсене шутламасăр). Çавăнпа унта патшалăх ĕçне латышла тума пултаракан Нил Ушаковсем çуралаççĕ.
Каçарăр, "АЧИСЕМ вĕрентеççĕ" мар, "АЧИСЕНЕ вĕрентеççĕ" темелле.
Тимер // 4071.26.2366
2013.01.28 15:58
Пур маттур чăвашсем,Агабазар.Кĕрешÿ туйăмлисем те пур.Ачисене чăвашла ят хунă.Атт-анне теççĕ.Хăйсем те чăвашла кăна калаçаççĕ.Нумайăн вĕсем СУВАР фондра.Шел пулин те конгрессра пĕр çын та çук вĕсем пекки.