Маттур Пуян. Санпа килĕштьерсе ĕçлеме кăмăллакансем çук-и Етĕрне тăрăхĕнче. Çутĕç министрĕ те ЧНК ертÿçи çав тăрăхранчĕ пулас. Хастарсене явăçтарсан меллĕрех марши?
Аксар Чунтупай
2013-01-25 17:29
"Ĕмĕрхи ыйту: мĕн тумалла? Методикăна улăштармалла теççĕ... Анчах та ытти методикăпа асăннă чĕлхе урокĕ эрнере 12 сехетрен кая мар пулмалла теççĕ..."
<b>АКСАР ХĂТАН СĂМАХНЕ ТИН ТĔРĔС ĂНЛАНСА ИЛТĔМ<b>ÇĕНĕ МЕТОДИКА сехетсен шутне ÿстерме хистет.
Agabazar: <b>АКСАР ХĂТАН СĂМАХНЕ ТИН ТĔРĔС ĂНЛАНСА ИЛТĔМ<b>ÇĕНĕ МЕТОДИКА сехетсен шутне ÿстерме хистет.
Анчах та ун чухлĕ сехете никам та памĕ. Сехетсене Мускав пайлать. Апла пулсан, хайхи нимле çĕнĕ методика та пурнăçа кĕмĕ. Пĕтрĕ вара чăваш чĕлхи эпир калаçнипех...
Мĕн вăл эрнере 3 сехет? Вăл словарьпе паллашма та çитмест, калаçма вĕренме вара эрнере 12 сехетрен кая мар кирлĕ...
Педагогикăра "погружение в модуль" ятлă методика пур. Тен, çав методикăна усă курмалла? Хулари 10-мĕш шкулта эксперимент пырать вĕт-ха, çавăнта тĕрĕслесе пăхсан пăсмасть... "Язык успеха" ертÿçи А.Белов хăй çине илсен (вăл çак проектăн кураторĕ пулас)...
Ача-пăчана хистесе вăйпа вĕрентмесен, вĕсем чăваш чĕлхине кăна мар,урăх чĕлхене-те вĕренмеççĕ,çавна ан манăр эсир . Шкулта, тăрăшса вĕренекен пĕр 3-4 ача кăна пулать,вĕсенчен-те ытти ачасем "ботаник" тесе кулаççĕ.
Хистесе вĕрентнин усси çук теççĕ вĕт-ха, sahvandey. Пустуй укçана сая яни тата хаклă вăхăта пĕтерни теççĕ... кунта пухăннисем... хăш-пĕрисем, паллах...
Урок методикине çеç мар, учебник - кĕнекесен тытăмĕпе ăшлăхне, вĕрентÿ процесĕн системине тата йĕркине тĕпрен улăштармалла. Хальлĕхе çакна тума хистекен пĕр вăй та çук. Чăваш халăхĕ пĕр çур миллионран сахалрах юлсан кам та пулин вăранĕ-и... Пурте укçашăн, мулшăн пурăнаççĕ-ха... Уншăн сутăнаççĕ...
Чăваш чĕлхи вĕрентекен паян тесен паян урăх (çĕнĕ) методика çине куçма хатĕр, анчах хатĕрлесе çитернĕ методика аппарачĕ çук вĕт-ха... Ăна вара патшалăхăн туса памалла. Укçа кирлĕ, укçа... Укçи вара кам кĕсйинче?