Люда Осипова,Ядрин // 4186.57.1361
2014-02-07 10:49<<Без русского языка потеряемся. А с чувашским пропадем.>>
Ăçта кунта леш хайхи шутсăр деловой çынсем? Акапасара тăрă шыв çине кăлармалла чухне шăна-пăван пек явăнаççĕ. Чăнласах сайтра чăваш чĕлхине хÿтĕлемелле чухне таçта тарса çухалаççĕ çав УЛĂПСЕМ. Тимруксем, Порсем, Еххĕмсем, Атнерсем, Исмуксем...
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.07 15:34
Люда Осипова пек нумайĕшĕ шутлаççĕ.Мĕншĕн тесен вĕсем кулленхи пурнăçра ним тума пултарайман тата нимпе чăваш ĕçĕнче палăрман тата килте ачисене те "атте-анне"теме вĕрентеймен акасапарсене курса йăлăхнă.Тимруксем,Порсем,Еххĕмсем,Атнерсем,Исмуксем шел пулин те сахалрах халлĕхе.Анчах та ята яман-ха вĕсем:маттур чăвашсем.
Юптару:
Вăрман турри патне вăрманти хурăнсем делегаци янă: -" Эй, Турă , пĕтерет вĕт пире тимĕр пуртă,вăрманти пĕр хурăн юлмиччен касса тăкать, пĕтетпĕр вет - чар-ха çав пуртта"- тесе çăхавлаççĕ. Турри вара -"Çак пуртă-и ?" тет , пуртă аврисĕр тимĕр пуртă кăтартса. " Çук- теççĕ лешсем - вăл пурттин пуртăшĕ пур -унсăрăн вăл касаймас çав" теççĕ. Хурăнтан тунă пуртă аври пулар мар, чăвашсем!
Конгресс çине шанса нумай çухату тÿсрĕмĕр.Халăх туймарĕ унăн витĕмне,хÿтлĕхне.Угаслов тăнлă çын.Хăй 'сĕкĕнмен"конгреса ларма.Пырăр,çÿрĕр тĕрлĕ сĕнÿсем парăр.Анчах бесплатный советсемпе ан чăрмантарăр.Ĕçпе кăтартăр хăвăра.Конгресс алăкĕ яланах уçă.
Timer:"...бесплатный советсемпе ан чăрмантарăр..." Юрĕ, малашне тÿлевлĕ канашсем пама пуçлăпăр. Пĕр канашшăн миллионшар тенкĕ илме пуçлăпăр.
Ку Тимер текенскер, Конгресс ячĕпе калаçаканскер, ахăртнех пысăк ШИШКА пулмалла асăннă тытăмра.
Микулай // 3913.58.4645
2014.02.08 14:47
Халлĕхе Акапасарăн канашĕсемшĕн виç пус та памаççĕ пуль.Нимех те çĕннине илтеймерĕмĕр.Канаш параканнин малтан ĕçпе кăтартсан авантарах пулнине палăртнă пулас конгресрисем.
Акапасар.Эсĕ канса ил кăштах.Кунта каланă:малтан ĕçпе кăтартнă пулсан,вара конгреса пырса канаш пама пултаратăр.Виртуаллă Акапасар виртуаллă кăна совет парĕ.Ĕç кирлĕ.Ĕç.
Акасапар сан канашусем "йывăç" миллионĕсем кăна тăраç пулĕ. Манса каясран çырса хур,чăвашлăх пĕтсен санăн хунавсене кĕнеке кăларма кирлĕ пулаç.Каллех Акасапар ним тумасăр укçа сăптăрасшăн-пĕтĕмпех çавăн пек янтă пулăмсемпе пĕтĕрĕнеть.
2014-02-07 10:49<<Без русского языка потеряемся. А с чувашским пропадем.>>
Ăçта кунта леш хайхи шутсăр деловой çынсем? Акапасара тăрă шыв çине кăлармалла чухне шăна-пăван пек явăнаççĕ. Чăнласах сайтра чăваш чĕлхине хÿтĕлемелле чухне таçта тарса çухалаççĕ çав УЛĂПСЕМ. Тимруксем, Порсем, Еххĕмсем, Атнерсем, Исмуксем...