Алатар. Отправлено: 05 января 2014, 01:26. Проект закона (Российской империи) 1910 года: ... Устранить из ….. школ (кунта тутарсем пирки каланă) предметы преподавания общего характера, в том числе и русский язык, ограничив программу преподавания в означенных школах исключительно предметами, относящимися к изучению (своего) вероучения ...
Акасапар пирĕншĕн паян мĕнле ыйту актуаллă е актуаллă маррине те маннă ĕнтĕ.Мĕн çинчен çырнине те манса пырать вăл.
Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 22:42
"Вырăс чĕлхине пĕлесси е пĕлес марри — пирĕншĕн паян пачах та актуаллă ыйту мар."-тесе çырать Акапасар текен çыравçă. Паллă ĕнтĕ, паянхи чăваш ачисемшĕн чи актуаллă ыйту акăлчан е китай чĕлхине вĕренесси.Çавăн çинчен каласшăн Акапасар шăллăм.
Ман шутпа, Чăваш Республикине пĕр 100 çын акăлчан чĕлхипе ирĕклĕн калаçма пултаракан çын кирлĕ. Синхронист куçаруçă шайĕнчисем. Кашни районта пĕр-ик çын. Тата -аслă шкулсенче, ытти çĕрте. Унтан урăх кирлех те мар. Вăтам шайра пĕлекеннисем тата пĕр-ик пин çын кирлĕ, тен. Ара, куçаруçăсене ятарласа Мускавран чĕнсе килмелле мар ĕнтĕ.
Вăт пулчĕ те. Ну Китай чĕлхи вара пирĕн Республикăра ним тума та кирлĕ мар: Дипломатсем çук вĕт! Экономика çыхăнăвĕсене йĕркелеме акăлчан чĕлхи те çителĕклĕ. Китай çыннисем хăйсем те вăл чĕлхене ăмăртмалла вĕренеççĕ.
Акăлчан чĕлхине ăнкараканнисен шучĕ Чăваш Енре çулран çул ÿссех пырать. Ку ĕç, паллах, Шупашкарта тата Çĕн Шупашкарта анлăрах палăрать. Анчах та ку "акăлчансем" хăйсен пуласлăхне Чăваш Енпе çыхăнтармаççĕ. Çавăнпа акăлчан чĕлхине çине тăрсах вĕренеççĕ те!