Вихтăр Акапасара хăйĕн манифестне çыртарасшăн. Мĕнле тĕллевпе çырать çак йĕркесене --"Апла пулсан мĕн никам та чармасть тесе халлап çапатăр???". Вăл мĕн чăваш укçине таварçаврăнăшне кĕртесшĕн-и, е компьютер программине чăвашла йĕркелесшĕн-и? Каламасăрах паллă, экономика е финанс саккунĕсем тăрăх çак çĕнĕлĕхсене кĕртме кирлĕ сахалтан та пĕр 50 млн.чăваш. Çавна ăнланмасан мĕн тума çыран? Ав паян прибалтсем те Евро хушшине кĕрсе ÿкрĕç.
Тавай çитет халлап çапса!!!
Чăваш чĕлхине усă курма никам та чармасть, анчах пур ĕçе те вырăсла тумалла, пур çĕрте те вырăсла калаçмалла — ак сирен "философи"! Хуть тăпасакайне анса пурăн.
Вихтăр:"...паян прибалтсем те..." Тăван чĕлхене "прибалтсен" шайĕнче тытса пыма паянхи чăваш ĕмĕтленме те пултараймасть! Вĕсеннипе танлаштарсан пирĕн патри тăван чĕлхе шайĕ 0,01%! Пирĕн вара вĕсемпе танлаштарсан пĕр 10% тĕлне çитсен те Турра тав тăвас пулать!
Акапасар.Пур çĕрте те вырăсла калаçаканни вăл эсĕ пулмалла.Тымарланпа Илле-паттăр ĕмĕр ирттереççĕ лавккара,транспортра ,тĕрлĕ кантурта чĕлхемĕре хÿтĕлесе.Хама та тÿр килчĕ суд таранах çитме чĕлхе пирки.Акапасар ăçта йĕр хăварнине курасчĕ.
Якур // 2965.43.7736
2014.01.02 22:27
Акапасар,çитет халап çапса. Хун чĕрне хури тăршшĕ ĕçне кăтарт-ха халăха.
Тымарлансемпе Илле-паттăрсем апла тăваççĕ пуль-ха та, анчах Волочасем пачах урăххине вĕрентеççĕ пире!
Иккĕмĕшĕсем пĕрремĕшĕсенчен темиçе пин хут нумайрах!
Çитменнине тата Тымарлансемпе Илле-паттăрсене хĕнеççĕ, автобуссенчен кăларса пăрахаççĕ, сайтсенче банлаттараççĕ, судпа айăплаççĕ, ĕçрен сирпĕтеççĕ.........
Волочасем вара хăнк! та тумасăр пурăнаççĕ.
Якур // 2965.43.7736
2014.01.02 23:28
Пурнăç тапранса каясси Акапасар мĕн тунинчен килет. Халлĕхе Акапасар ним те тумасть, тапранман-ха!
Ефим Н. // 4186.57.1361
2014.01.03 00:49
Вырăс чĕлхи пирĕншĕн ют чĕлхе,колонизаторсен чĕлхи пулма пултараймасть! Кун пек шухашлани -халахсене хирестерес тени кана пулать. Ан патратар халаха!
Атл // 8312.4.3778
2014.01.03 02:18
Çĕн Çулта Çĕн Телей кашни Этеме!
Ырлх-Сывлх!Ăнса пытр кашни кун!
Лăпкă туйм пултр чĕрере..
Ачаш çил лпкатр-упратр пирьн Çĕре.
Хль Мучирен Салам пурне те Сире!
Ефим Н.:"Вырăс чĕлхи пирĕншĕн ют чĕлхе,колонизаторсен чĕлхи пулма пултараймасть! Кун пек шухашлани -халахсене хирестерес тени кана пулать. Ан патратар халаха!"
Çакнашкал шухăшсене вырăссене те вĕрентĕр-ха, Еххим хăта. Атту вĕсем пирĕн тăван чăваш чĕлхине вĕренме тивĕçлĕ мар чĕлхе тесе шутлаççĕ:"ирĕклĕн" (?) вĕренмелле имĕш.
паллах, чĕлхе вăл чĕлхе, унăн хуçи çук. Вăл колонизаторсен те, чурасен те, тата ыттисен те мар. Чĕлхе вăл çын мар, ăна айăплама çук. Кашни чĕлхе тĕлĕшпех çавна каламалла.