Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Противоположности, поставленные рядом, становятся более явными.(Бонавентура)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Кӗнеке парнелеме чӗнсе калани

Аçтахар Плотников11.03.2015 14:074185 views

Культура, литературăпа искусство ĕçченĕсен ушкăнĕ республикăри тата ытти регионсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертӳçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, пайтаçăсене

ЧĔНСЕ КАЛАНИ

 

Халăх вулама пăрахса пынине чылай сăнавçă хальхи вăхăтăн тĕп тата пăшăрханмалли палăрăмĕ тесе шутлать. Нумаях пулмасть кăна-ха вара пирĕн çĕршыва тивĕçлипех «чи нумай вулаканни» тетчĕç. Кĕнеке вулакан наци çеç илемлĕх пахалăхĕсене тата ытти хаклăхсене тĕнче шайĕнче тума пултарать. Вулассипе çыхăннă çивĕч ыйту Раççейри халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварассипе тачă çыхăннă. Литература — темиçе ĕмĕр пухнă культура пуянлăхĕ — хальхи тата пулас ăрусен ăс-хакăл аталанăвĕн тĕп никĕсĕсенчен пĕри. Шăпах ачасем вуламанни паян хытă пăшăрхантарать.

Ача-пăча библиотекисен кивелнĕ фончĕсенче хальхи çитĕнекен ăру хăйне хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма пултаракан кĕнеке сахал. Çул çитмен ачасен хушшинче вулав пушă вăхăта усăллă ирттермелли пĕлтерĕшлĕ мелсен шутĕнчен тухса ӳкрĕ. Вулама явăçтарас енĕпе ĕçлесех каймаççĕ. Акă темиçешер ĕмĕр тăракан çивĕч ыйтусемпе ачасен тата çул çитмен çамрăксен вулавĕ валли мĕнех сĕнейĕн-ха теме те пулать. Апла пулин те ку чухнехи авторсем ачасемпе вĕсен чĕлхипе калаçма пĕлеççĕ, Чăваш кĕнеке издательстви те хăйĕн миссине пурнăçласа пырать: тивĕçлĕ алçырусем кĕнеке пулса тăраççĕ. Халăх юмахĕсем, ку чухнехи ача-пăчан пуян ăс-хакăл тĕнчине уçса паракан повеçсемпе калавсем пичетленсех тăраççĕ.

Чăваш чĕлхине сыхласа упрас тата аталантарас, çитĕнекен ăрăва кĕнеке вулассипе кăсăклантарас тата çыравçăсене ачасемпе çамрăксем валли хайлавсем калăплама явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ темиçе çул каялла ачасемпе çамрăксем валли чăвашла кĕнекесен алçырăвĕсен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Гранта тивĕçекен алçырусене Социаллă пĕлтерĕшлĕ литература кăларас енĕпе патшалăх политикине пурнăçлакан канашпа килĕшсе тематика планне кĕртеççĕ. Паянхи кун тĕлне конкурс комиссийĕ палăртнă пилĕк кĕнеке вулакан патне çитнĕ те ĕнтĕ, вĕсене тивĕçлипе хакланă. Кăçалхи плана çакнашкал тата виçĕ кăларăма кĕртнĕ.

Кĕнеке вулакансен хушшинче анлă сарас тĕллевпе час-часах презентацисем йĕркелеççĕ. Хаçат-журналта, Наци радиовĕн тата телекурав, «Чăваш Ен» ПТРК кăларăмĕсенче çĕнĕ кĕнекесем çинчен каласа кăтартаççĕ, авторсемпе тата художниксемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Издательство ача-пăча кĕнекин фестивальне хастар хутшăнать, ача çурчĕсемпе больницăсене сахал мар литература парнелет.

Апла пулин те пирĕн хăшпĕр кĕнеке вулакан патне çитеймест. Республикăри шкулсен тата муниципалитетсен вулавăшĕсенче хальхи вăхăтра ача-пăча кĕнеки сахал, уйрăмах — чăвашла çырнисем.

Эпир, çак чĕнсе каланине çыракансем, ача-пăча литературине, Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ кĕнекене туянма тата вĕсене шкулсен тата муниципалитетсен вулавăшĕсене, ача çурчĕсене парнелеме ыйтатпăр.

Çак акци Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин «Раççей Федерацийĕнче Литература çулталăкĕ ирттересси çинчен» калакан Указа алă пуснă тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Константин Иванов çулталăкне ирттересси çинчен пĕлтернĕ май уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Республикăри тата чăваш диаспори пурăнакан вырăнсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертӳçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, предпринимательсене, тăван сăмахшăн пăшăрханакан çынсене пирĕн пуçарăва пурнăçа кĕртме пулăшма чĕнсе калатпăр. Çитĕнекен ăру хамăр халăх культурин пуянлăхĕпе паллашма май туптăр, хăйĕн тăрăхĕн тата Тăван çĕршывăн историне юратса, хисеплесе ӳстĕр. Пурте пĕрле эпир республика çыннисене тата Раççей Федерацийĕн чăвашсем йышлăн пурăнакан регионсенчи йăхташăмăрсене наци кĕнекине вулама май туса парăпăр.

В.Н.ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ;

М.Н.ЯКЛАШКИН, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, патшалăх симфони капеллин илемлĕх ертӳçи, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ;

Н.Ф.УГАСЛОВ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ;

В.П.КОМИССАРОВ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ;

С.Л.ПАВЛОВ, Чăваш Ен халăх писателĕ, Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн председателĕ;

С.М.СТАРИКОВА, Чăваш Республикин Наци библиотекин директорĕ;

Ю.М.АРТЕМЬЕВ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор;

В.Г.РОДИОНОВ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор;

Е.Н.ЛИСИНА, çыравçă.

2015 çулхи февралĕн 12-мĕшĕ.

 

«Хыпар», 2015, пуш, 11

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Вулавçă // 4117.51.7078
2015.03.11 15:57
Капла чĕнсе калани - çулленех! Усси - 0,00000 процент.Пустуй паврашу-сÿпĕлтетÿ. Ку çырура кĕнекесем туянма республика бюджетĕнчен укçа уйăрасси пирки пĕр сăмах та каламан. Мĕншĕн? Игнатьевран хăранипе-и? Районсенче пурте пĕлеççĕ: вĕсен бюджетĕнче кĕнеке туянма пĕр пус та уйăрмаççĕ. Унта пыракан кĕнекесене пĕтĕмпех Культура министерстви туянса валеçет.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters