Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.
Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.
Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.
Мăн хăяр — вăт çапла çырас пулать. Паллах, уйрăм. Пĕрле çырнинчен нимле усă та çук. Кавăна çапла калаççĕ. Анчах та пĕтĕм вирьял анлăшĕнче мар. Апла калакансем çав тер йышлăн теме çук. Нумайăнах мар апла калакансем. Нимле тĕлĕнтермĕш те çук вăл сăмахра. "Мăн", "хăяр" тенисем никамшăн та ют мар.
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.09 10:36
Пасар-акапасар ытлашши тӑнлӑ пек тыткалат.Хусамӑр вара пӗлместӗр вирьял чӗлхи хӑйне евӗрлӗ чӗлхе.Чӑвашӑн тек ҫук ун пек пач уйрӑлса тӑракан чӗлхе."Выртап та ҫурса илеп"-тет ман мамок.Шотсӑ
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.09 16:13
Акапасар.Вӑт эс пит ӑслӑ.Кала.Мӗншӗн мӑкӑра вӑкӑр теҫ хӑшӗсем.Тата перн ялта пӗтӗм тӗрӗк тӗнчи пекех ШУ теҫ,Ш Ы В мар.Нивушлӗ перн маҫоксам охмах полнӑ?.ТӐВАР мар,а ТОАР.Мӗн килӗшмес сана перн чӗлхе?.
Тӗрӗссипе тӗрӗк чӗлхисен те В саспаллине юратманни пур.Тата О саспаллине юратни.Вирьялсем,тен,вӗсем пекех огуз-огур йӑхӗсенчен?.апла пулсан,тӗп чваш халӑх?.Ӑ саспаллине те йышӑнман вӗсем.Сӑмах вӗсен кӗске те татӑклӑ.Ним те ытлашши ҫок.Авалхи чӗлхе ӗнтӗ.Каламасӑрах паллӑ.
Таймер юлташ, пĕр-ик каç килĕрте ăслă кĕнекесемпе пусарăнса ларăр-ха, тархасшăн. Вара, тен, саспалли тата сасă хушшинчи уйрăмлăхсене ăнкарма пуçлăр....
Атила // 3913.58.4645
2015.04.10 08:49
Акапасар,ӑслӑ кӗнекине,паллах,сан пек ӑслисемех ҫырнӑ поль?.А эс кай пӗр-ик каҫ перн пата хоная.Вӗрентсе пӑх онта тӗрӗс попляма.Калля холая ҫитсе ӳкен-и?.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.10 09:12
Тимĕр, Акапасар тĕрĕсех калать. 2-3-мĕш классемпе пĕр-икĕ эрне кайса вĕрен-ха Чăваш Чĕлхине. Е малтанхи вĕрентекенне карас телефонĕпе шăнкăравла, сана вăл çур минутрах ăнлантарса парать ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИ мĕнне. Эй, этсемри, пăрахар пуль вăхăта ирттерме ниме тăман ыйтупа тавлашса. "Хыпара" вуласа пыратăп тав ав, Туркайăн айван-сÿтĕк шухăшне ырласа никам та çыракан курăнмасть. Каланăччĕ-çке: ЭКСТРЕМИЗМА çул памалла мар! Сывă пултăр тĕнчери мĕн пур чăваша пĕрлештерекен ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИ!!!!!!!!!!
Анранăçем анарасах пыратпăр иккен... Вăт тупăннă кунта "паттăр". Эсир çак хайхи сăмахсене ВЫРĂССЕНЕ каласа пăхăр. Курăпăр, ун чухне хăвăрпа мĕн пулса тухĕ. Тавçăрма пулать: милици, СИЗО, суд, айăплав, "экстремист" е "уголовник" ярлăкĕ...
"Напугали ежа голой попой",— вăт çапла калаççĕ кун пек чухне. Тĕрĕссипе каласан, ман тăвансенчен çурри ытла вирьял таврашсем теме пулать. Шел, вĕсен хушшинче "вирьялла" калаçакан çукпа пĕрех. Ытларах вырăсла калаçаççĕ.
Тимер: "...Мăн хăйар..."
Мăн хăяр — вăт çапла çырас пулать. Паллах, уйрăм. Пĕрле çырнинчен нимле усă та çук. Кавăна çапла калаççĕ. Анчах та пĕтĕм вирьял анлăшĕнче мар. Апла калакансем çав тер йышлăн теме çук. Нумайăнах мар апла калакансем. Нимле тĕлĕнтермĕш те çук вăл сăмахра. "Мăн", "хăяр" тенисем никамшăн та ют мар.