Стандартлă чĕлхепе калаçакансене таптани пулмалла мар. Сирĕр аллăрсене айккинелле!
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.08 12:04
Акапасар прах тапӑнма вирьял чӗлхи ҫине.Вӑл чи авалхи чошсан чӗлхи.Яковлев полмасан халь поплянчӗ ха перн пек.Онп пола профессор полтн ху,ҫавнпа она пуҫ ҫапан.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.08 13:07
Пусарсах калатăп: диалектсене никам та хирĕç мар! Литература чĕлхи вара - халăха пĕрлештерет (сÿтĕксене çак чăнлăха, çут тĕнчере тахçанах паллăскере, каласах тăмалла çав!) . Туркая вара Етĕрне районĕнчи Пушкăрт (Малое Карачкино) ялĕн вирьял-чăвашĕсен чĕлхипе (каçарăр, диалекчĕпе) хаçат кăларма хушмалла ăна чунран юратакан министерствăн, курăпăр вара Туркай ялĕнчи чăвашсем çав хаçата еплерех ăнланса вуланине!
Ют Ҫын // 2841.27.2584
2015.04.08 14:33
Ак ҫак Agabazar тени прохфессӑр им вара? Ан тӗлӗнтерӗр ха. Диссертацине те ҫырнӑ и вара вӑл е тата ҫырмасӑрах темле "открыти" тунӑшӑн панӑ?
Ара çав // 4117.51.7078
2015.04.08 15:59
Акă мĕншĕн
Хирĕç мар пач
эп ухмах пулма.
Манашкал
Ухмах та кирлĕ
çĕр çинче, паллах.
Авторĕ кам? Чи малтан пĕлекене "Вирьял чĕлхи" хаçата çур çуллăх çырăнса паратăп.
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.08 16:18
Пасар,ухмаха ан пер.Вирьялсен именнӑ чӗлхе.Нимле диалект та мар.Кала-ха ман апия эс диалект тесе.Парать вара сана ҫамкаран или тӳртрен.Сирӗн хӑвӑрӑн диалект!.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.08 16:46
Акă Туркай экстремизмĕн малтанхи çимĕçĕ: пуçларăмăр иккен ЧĔЛХЕМĔРЕ ПАЙЛАМА... Икĕ диалект никĕсĕ çинче пирĕн ăслă та аслă çннăмăрсем ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРА ЧĔЛХИ туса хунă. Çакна иккĕмĕш класс ачи те пĕлет. Атнер, шăллăм-шăлнăм ( е тете-пичче), провокаторсене ан тăнла. Шел, вĕсен самани халь...
Пĕр хĕрарăм // 3355.62.8854
2015.04.08 17:53
Атнер,лĕплен ĕнтĕ,"вирьялсен именнă чĕлхе",нимле диалект та мар, аван чĕлхе, пулчĕ-и?Урăхла пулма та пултараймасть.