Анчах та Акапасара никам та патриарх темес халлӗхе.Патриархӑн ачисем чӑвашла пӗлменни мӗнле япала?.Е ун чух та чӑваш садикӗ-шкулӗнче чӑвашла вӗрентмен Якофлеф.
Атила // 3913.58.4645 2015-05-22 16:31 <<Ют Ҫын.Мӗнле будущи пирки сӑмах пырат?.Якофлеф хӑйӗн хыҫҫӑн пӗр чваш та хварман.Ачисем,мӑнуксем чвашла ни поплямаҫ,ни калаҫмаҫҫӗ.Мӗншӗн порӑннӑ?.>>
Ют Çынсене тата ун камантине нимĕнле "будущи", "настоящи", "прошлăй" кирлĕ мар. Вĕсемшĕн тахçанах тĕнче тикĕс, тахçанах пурте хуткупăс. Ахаль çеç çатăлтатаççĕ вĕсем кунта.
Agabazar, пĕр енчен "çутăлтарни" чăваш чĕлхинче иккĕлле ăнлавпа тÿр килни питĕ лайăх. Авалтан мăхамет унтан сталин, унтан путин пусмăрĕнче пурăнакансем çутăлтарнине кăна ăнланаççĕ. Çутта тухассинчен çутти пĕлтерĕшлĕрех. ;)
Бор хӑта тӗлӗнтерен.Нивушлӗ наци элитин,ҫав шутра Портнов Константин Петровичӗн, ЧНК вице-президенчӗн, ачи те чикӗ леш енче?.Вуншар ҫул чӑвашлӑха аталантаракансем ачисен кунта пуласлӑх ҫуккине сиснӗ тен?.Апла вӗсем пирӗн ачасемшӗн "кӗрешнӗ"?.
Генилле каланă хăватлă сăмахсем! Таймер генилĕхĕнчен тĕлĕннипе тата савăннипе куçран куççуль тапса тухрĕ. Ачасемшĕн мĕн "кĕрешмелли" пур? Пĕрремĕш Петĕртен, сăмахран, тĕслĕх илме пулать. Хăйĕн Элекçей ывăлĕпе мĕн хăтланнине пĕлетĕр вĕт? Е тата Хаяр Йăвана илер. Хăйĕн Йăван ывăльне чукмарпа тăррăс! тутарать те.... Ну, малаллине хăвăр пĕлетĕр. Ĕнтĕ Сталин юлташ пирки калама та кирлĕ мар.
Эппин чăннпе мĕншĕн кĕрешмелле-ха?
Кĕрешес пулать чăваш орфографийĕшĕн, чăваш çырулăхĕшĕн!
Ахальтен мар эпир çак кĕрешĕве фронт тетпĕр.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.27 11:13
Ачусем чӑвашла поплямаҫ полсан кама валли орфографишӗн кӗрешен?.Кам осӑ корӗ тепӗр ҫирӗм ҫолтан?.Костик Портнов вара пит тӗрӗс тунӑ:ачисене чвашла вӗрентмен кӑна мар,Америкӑна янӑ.Вӑт маттур!.Вӑт конгресс!.
Атила // 3913.58.4645 2015-05-27 11:13: <<Ачусем чӑвашла поплямаҫ полсан кама валли орфографишӗн кӗрешен?.Кам осӑ корӗ тепӗр ҫирӗм ҫолтан?>>
Ку ыйтусене эсир, сăмахран, Юрий Миххалччă Виноградов умĕнче лартма пултаратăр. Е, калăпăр, халĕ çĕре кĕнĕ Иван Андреевич Андреев килйышĕпе кăсăкланма май пур. Пур-и унта чăваш чĕлхипе куллен усă куракансем?
Ак ĕнтĕ! Çавăн пек "Пÿтсĕр" çын-и вăл Костик Портнов? Пĕлменччĕ! Эппин тавай çийĕнчех ăна арестлеме ыйтас! Ачисене Америкăран каялла тавăрас та Атилăна усрава парас. Вăл (Атила) вара вĕсене "чăн чăвашла" пăхса ÿстерĕ. (Ача çурчĕсенче унашкал шанчăк çук, вĕсенче чăвашла вĕрентмеççĕ).