Историне манар мар
<br>Юта шанса панипе Яковлев та 47 саспаллиллĕ МОНСТĂРпа çырма хăтланса ал сунса чăвашла 27 саспаллине куçнă. Сирĕн пеккисем вырăсла çырас тесе 37 саспалли туса чĕлхемĕре натяллăн иснассилăвăть тунă. (Вырăс сăмахĕсене чăвашлатса çырсан ăнланатăрах пуль терĕм).
Agabazar, унччен çырни - сарккасăмччĕ. Яккăвлĕв та хăй ăнланнă пек тунă алффавита чĕркуçленсе пуççапмалла - мĕнлерех парне кÿрейнĕ пире. Ансат, илемлĕ.
Ку Ют Çын текенскер "Яковлев хÿтĕлевçин" тумтирĕсене те тăхăнма хатĕр иккен.
Тата тепĕр самант. Ку тĕп текста чăвашла хатĕрленĕ. Сăмах чăваш чĕлхи пирки пырать. Кунта кĕрсе комментари хăварнисен тексчĕсем пурин те чăвашла. Вăл шутра Ют Çын хурлакан "современниксем" те чăвашлах çырнă. Апла пулин те тытăннă ку вырăсла вăрçма! Çапла туса хăратса пăрахасшăн-ши? Чăвашла "çеç" калани сахалрах хăратать тесе шутлать пулас.
Мĕн, хăвăр чăваш мар-им? Ара, "у представителей такой нации текелетĕр! Камăн "будущее" пирки калаçатăр? Хăвăрăн "будущее" çукки пирки-и? Е Вĕтуракассинчи Михалясемпе Маттĕрнесен "будущее" çукки пирки-и?
...Яковлев ячĕ ма сиксе тухнине ăнлантăр-и иçмасса?
Шыравçă: "Яккăвлĕв та хăй ăнланнă пек тунă алффавита чĕркуçленсе пуççапмалла - мĕнлерех парне кÿрейнĕ пире. Ансат, илемлĕ."
Куратăр-и, Шыравçă юлташ? Эсир Яковлева каçса кайса мухтатăр, Ют Çын вара мĕн тет? "Изгаляются" тет.... Ав еплерех тÿнтеррĕн курма пулать иккен пулăмсене!
Ют Ҫын // 5315.7.2056
2015.05.21 06:20
Agabazar юлташ, эпӗ яковлева хӳтӗлеместӗп, эпӗ 19-мӗш ӗмӗрти ҫын ӗҫӗсене агрессивлӑ тапӑннине хирӗҫ. Ӑҫта 19-мӗш ӗмӗр?Ӑҫта 21-мӗш ӗмӗр? Паян,21-мӗш ӗмӗрте, чӑвашсемшӗн старт условисем пачах илӗртӳллӗ-республикӑ пур, ун элтеперӗ пур, обществӑн "всевозвожный институчӗсем" йӗркеленӗ, чӗлхе пур, саккунӗсем пур, юлашкинчен республикӑн Agabazarӗ пур. Тата мӗн кирлӗ? Ӗҫлӗр, тӑвӑр, макӑрса ан ларӑр.
Ман шутпа вара çырулăхра паллăсем мĕн чухлĕ сахалрах, çавăн чухлĕ лайăхрах! Клавиатурăна, сарăма ытлашши паллăсемпе каплантарас килмест-çке!!!!
Хăшпĕр çынсем авă паллăсен шутне нумайлатасси пирки мар, вĕсене сахаллатасси çинчен шутлаççĕ!
"Тада ғăjан ғăшне jырмаллине датса бама зĕнедĕп.
Чăваж-и jырмалла ун џухне?"
Вĕлерсе ярасла кăсăк транскрипци! Анчах кашни çын куллен усă курма тивĕçлĕ çырулăхра апла пулмалла мар-тăр...