Шыравçă, эсир фонема теорийĕ çине таянса чĕлхемĕр орфографине пĕрлĕхлĕ тăвассине хирĕç тăратăр. Чĕлхене стандартласси, урăхла каласан, наци чĕлхи шайне хăпартасси, яланах пур çĕршыра та çырулăх (графикăпа орфографи) урлă, ун çине тĕревленсе пулса пынă. Пирĕн çырулăх икĕ тĕрлĕ орфографипе усă курни чĕлхе пĕрлĕхне аркатать. Çак ыйту патне таврăнар.
Михаил Волков // 2276.8.8010
2015.06.10 23:30
Эпир Б, Г, Д, Ж, З, Ф, О, Ъ саспаллисемпе ютран йышăннă сăмахсенче усă куратпăр. янравсăр пĕлтерĕшлĕ П, К, Т, Ш, С саспаллисене ку сăмахсенче чăнчăвашлисенчи пек янравлатса вуламастпăр. Çакна эсир вырăсла орфографи тетĕр. Латинла алфавитпа çырсан çав саспаллисен варианчĕсенех илетĕр-çке! Фонема теорийĕ чарать пĕрлĕхлĕ орфографи тума тени тĕрĕс-и вара!
Буквăсем.
Е çырса кăтарттăр "пĕрлехлĕ орфографипе".
Чăтăмсăррăн кĕтетĕп пач расна икĕ чĕлхене пĕр çырулăхлă туса хураc инноваццине. ;)
Михаил Волков // 1522.85.7901
2015.06.11 22:29
Эсир варваризмсем (ютраннисем - чăвашла) текен "вырăсла" çырăнакан сăмахсен шучĕ чылай текстра чăнчăвашлисенчен ытăларах тĕлпулать. Вĕсенчен нумайăшне кальккăлама май килмест. Урăхла каласан, вĕсем йышăннă морфемăсемлĕ чăваш сăмахĕсемех пулса тăраççĕ. Çак пулăм чĕлхемĕр фонетиккине анлăлатать, ăна çĕнетсе аталантарать, графиккăпа орфографие "вырăслатать" (тĕрĕсрех: тĕнчери пек тăвать).
Михаил Волков // 3720.04.1295
2015.06.11 22:52
Варваризмсене хамăр граФфиккăпа çырни, хăвăрах куратăр, меллĕ мар (маттематтиккă, пиолоки, туш, паршă т.ыт. те). 30-мĕш çулсенче "вырăс" саспаллисемсĕр çырнине влаçсем кăна мар, вĕреннĕ чылай чăваш сивленĕ. Вăт çапла лару-тăруран епле ăслă-тăнлăн хăтăлса тухмалла? Пĕрпĕринчен тăрăхласа ларни усă параймĕ. Пуçа ватас пулать чĕлхеçĕсен.
Михаил Волков // 8866.3.4106
2015.06.11 23:25
Йыврлăхсене шута илни аван. Хăшĕсене (янравлă Х, В-Ф ылмашу т.ыт.) асăрхаттару шайĕнче памалла. Паллах, ку вăрвар тумалли ĕç мар. Латин алфавичĕпе усă курни тен ăна кăшт çăмăллатĕччĕ, анчах çырулăхăмăр традицине, пуянлăхне çухаттарĕ. Кириллицăпах çул шырама тивет. "Вырăсла" çыру мар, чăвашлах теер ДУШ, ШАРФ, ТУРНИКЕТ, ГАРАЖ, ТИРАЖ çырнисене те.
Чăваш чĕлхинче унашкал ылмашу çук. Шкаф > Шкавĕ теместпĕр вĕт! Чăннипе Ф сасă янравлă Ф сасăпа ылмашать. Шкаф > Шкафĕ. Юлашкинчи Ф, малтанхипе танлаштарсан, чăнах та янравлă илтĕнет. Вăт çавнашкал аллофон. Аллофон шайĕнчи (фонема шайĕнче мар) сасă.
Пусăм.
http://termin.chv.su/term/2768.html