Вӑт ку темӑ Agabazar тете валли, аттун Атом темипе темскер поплякалат. Калаҫ фонетикӑ/синтаксис, масар/уяв пирки.
Михаил Волков // 1575.21.5374
2015.06.06 23:48
Акăлчансен орфографине мухтани тĕлĕнтерет, Шыравçă ульăм. "Ливерпул" çырнине "Манчестер"тесе вуламалла", - шÿтлеççĕ акăлчансен "фонема çырăвĕ" пирки. Тен грексенне те мухтас тейĕр: вĕсен кашни сăмахрах пусăма (ударение) палăртмалла.
Чи уçăмлă орфографи латинсемпе нимĕçсен теме пулать. Нимĕç темиçе сăмахран тунă термина ПĔРЛЕ çырать. Испансен орфографийĕ те ансат. Анчах латин алфавиче хăшпĕр сассене темиçе литерăпа палăртни пур çырăва йывăрлатать.
Михаил Волков // 1575.21.5374
2015.06.07 00:24
Эсир çакна манатăр: сĕм авалхи чĕлхере палтатса тухакан хупă сасăсем сăмах вĕçĕнче те пулман. Сингармонизм уçă (ĕнермелли) сыпăксем "тутарнă". Европа чĕлхисем сăмах вĕçĕнчи уçă сассене кĕскетнĕ (редукциленĕ), Ази чĕлхисенче ĕнерÿ вăйланнă. Танлаштарăр: "Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен". - Çак çут тĕнчере вăйли çук та этемрен.
1) Эпĕ "ульăм" мар, "oğlum" мар.
2) Акăлчан орфографине хăçан мухтаса каларăм-ши? Пулман япалана ман çăвартан тухрĕ тесе суйса ан тĕлĕнсе ларăр, тархасшăн.
Мĕншĕн "фонема çырăвĕ" пултăр-ха?
Малта унта çапах та традицилĕх тăрать.
100% Фонемăлла мар.
Акăлчан çырулăхĕ - историлле (традицилле) тата фонетиккăлла. Акăлчан чĕлхин 44 фонеминчен кашнине тенĕ пекех темиçе тĕрлĕ çыраççĕ. Тĕнчен чи асар-писер çырулăхĕсенчен пĕри.
Пурпĕрех кунта пĕрремĕш вариант çеç тĕрĕс шутланать. Эппин çавнашкал пусăм çеç сăмаха палăртать. Ыттисем палăртмаççĕ. Кăмака сăмах пур. Кăмака тата Кăмака сăмахсем çук. Стандартлă чĕлхере çапла. Çук япала пирки калаçмалли те çук теме пулать.
"Вырăс чĕлхинче те фонемăлла ударени пур.
замки́ - за́мки."
Вăт çак тĕслĕх мана килĕшет. Атту теприсем Замок — Замок текелеççĕ. Тĕрĕссипе вара çак юлашки ик сăмах пусăмпа çеç мар уйралса тăраççĕ. [Замок]. [Замăк]. Лере О, кунта Ă