<<Чăваш чĕлхинче ноль фонемă çук. Ноль морфемă пайтах.>>
Вĕсем. "Вĕ-" компонентра "л" ăçта кайса кĕнĕ?
Маншăн пурпĕрех, хуть те мĕн ят парăр. "Нуль" сасă тетĕп ăна.
Ку — сасăсем пирки. Фонемăсем пирки те çавах. "Нуль" морфема пулсан — "нуль" фонема та пур.
"Нуль" фонема тени килешмест? Мĕнех, эп хирĕç мар. Анчах апла-тăк "нуль" морфема тенине те сирпĕтме тивет.
Танлаштарма. Виççĕмĕш капаша (куба) хăпартни пур тетпĕр. Çакна пĕлсе тăрсах иккĕмĕш капаша (квадрата) хăпартни çук теме пулать-и?
А мĕн фонологи-морфологи çине йăвантармалли пур?
Ăнлантарма та питех кирлĕ мар кунта!
Çухалнă-тăк, çухалнă, вара мĕн? Факт. Морфологирен ăнлантарнă-тăк, ку фонологие те пырса тивет. Кунта пит калаçмаллисемех çук.
"Вĕ-" — алломорф. "Ĕ" — аллофон. Кайри "нуль" сасă — каллех аллофон.
<в>, <ă>, <л>, <c> <е> <м>
--- [ă] > [ĕ] - умлаут (регрессивлă)
--- [л] - ликвид пулнă май (плавный) час-часах йĕр хăвармасăр тухса ÿкет. (тĕслĕхрен - "кил" сăмах -> ки-ха)
Л тухса ÿкни - 100% фонеттиккă.
Ăран Ĕ пулса тăни - фонеттиккă.
Фонологи енчен вара:
вăсем "вă сас паллисем" - вĕсем "нумайлă хисепре: вăл". Орфографи йĕрки - фонеттиккине кура.
"Л тухса ÿкни - 100% фонеттиккă.
Ăран Ĕ пулса тăни - фонеттиккă."
Хам та çавнах калап-иç: фонолог куçĕпе пăхсан кусем пурте ХУТКУПĂС. Унăн ĕçĕ çакăн сăлтавне шырасси мар. Чи кирли çакă: асăннă улшăнусем пулсан та морфема палланать: пытарăнаймасть, шеремет!
Манăн çырăва кăларса пăрахнă та фонологи тĕтринче Шыравçăпа Акапасар тапкалашса ишме хăтланатăр. Уçăмлă фактсенех уçăмсăр "ăслăлăх" пăтранчăкĕпе чÿхетĕр. Сирĕн тавлашусен никĕснче Ф. де Соссюрăн йăнăш шухăшĕ. Чĕлхе ун шучĕпе - хăйне хăй халлĕн аталанакан система. Теприсем, ку шухăша кăштах тÿрлетме пăхса "уçă система" текелеççĕ. Чĕлхен хуçисем пуррине манатăр-им?
Михаил Волков // 3243.97.6021
2015.06.04 00:01
Ностратла чĕлхесĕр пуçне пурине те вĕсен авторĕсем унчченхи чĕлхе çине таянса тунă. Сĕм авалхи чĕлхен сăмах тымарĕсене илсе вĕсене е урăхлатнă, е префикссемпе постфикссем ятарласа туса хушнă т.ыт.те. Çĕнĕ чĕлхе тăвакан ÇĔНÇЫруЛĂХпа усă курнă çак ĕçре (ăна вăл хăех тунă!). Халĕ эсир нимĕçсем хыççăн кайса чĕлхе вăл хăй тĕллĕн аталанакан пулăм теме хăтланатăр. Сирĕн позици - ХУÇАна, чĕлхе хуçи пуррине асилтерет.