Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Родиться мало - надо еще состояться.(Илья Шевелев)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353814 views

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (222)]

Comments:

Ют Ҫын // 3725.42.7810
2015.06.06 13:32
Тӗрӗс,Agabazar юлташ. Вуникӗ ҫынран тӑракан капеллӑ пӗр чӑваш Аньӑ пек те юрлимас-ҫӑварӗсене уҫса кӑна тӑраҫҫӗ.( Николай Суракин кеввипе савви. Аня Орлова юрлать).Мӗншӗн ? Мӗншӗн тесен шкулта пӗр 14 ҫула ҫитиччен вӑйпа мероприятине хутшӑнтараҫҫӗ. Аньӑ ятли чунран тухакан кӑмӑлпа юрлат. Наконец-то Agabazarӗ ҫак ансат япалана признават турӗ турех. Чӑн Тӗрӗслӗх вӑл тӗнчере пӗрре, уйрӑм "тӗрӗслӗх" кашнин хӑйӗн пулсан та.
Agabazar // 7601.2.5624
2015.06.06 15:24
Agabazar
Аня Орлова юрлаканни вăл урăх юрă. Юррăн ячĕ çавах пулин те.

Ку Канаш ачисене ахалех хурлать Ют Çын. Лайăх. Ним хурламалли те çук. Паллах, педагогсене хытă мухтас пулать.

Сăмах май каласан, Аня Орлова текенскер те хăй хатĕрленсе хăй юрламан. Унăн та вĕрентекенĕсем пулнă. Ÿкерсе илекенĕсем те пĕлĕтрен татăлса анман

Çавăн пек çеç аталанса пыма пултарать вăл чăвашлăх ĕçĕ. Кăмака çинче ларса ашшĕ-амăшĕ вĕрентессе кĕтсе ларнипе нимĕн те пулмасть. Нимĕн те!
Ют Ҫын // 3358.63.0340
2015.06.06 18:34
Кăмака çинче лараканни шӑп та лӑп пирӗн Agabazar тете тесен те йӑнӑш пулмас..
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.07 19:27
Ҫак Акасапар второстепенный ыйтусемпе Марс ҫине ҫитсе ҫапӑҫма хатӗр. Тавай аталантар ЧӐВАШЛӐХА, ыйтатпӑр санран. Эсӗ юлашки ШАНЧӐК. Турӑ пул та ҫӑлса хӑвар.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.08 15:20
Атьӑр пурте пухӑнса Мускава чӑваш Акатуйне кайса килпӗр, пӗр ахтапуспа кайпӑр, пӗр пуйӑспа килпӗр. Уйрӑмах Agabazar тетене чӗнес килет. Тен ҫӗркаҫа ахтапуспа кайнӑ чуне вӑл мирлешме те, пӗр чӗлхе тупайма пултарат Борпа, Таймерпа, ЮтҪын текеннипе те. Agabazar тетерен нумай килет халӗ.
Айван // 2528.00.4208
2015.06.09 08:37
Мускаври Акатуй хӑҫан, хӑш вырӑнта пулат? Шупашкарта ҫӗртмен 24-мӗшӗнчех ӗнтӗ? Унта хастаррӑн хутшӑнасчӗ.
Victor // 4069.09.0268
2015.06.09 10:26
Victor
Сăмах май каласан, Аня Орлова текенскер те хăй хатĕрленсе хăй юрламан. Унăн та вĕрентекенĕсем пулнă. Ÿкерсе илекенĕсем те пĕлĕтрен татăлса анман.
100%
Айван // 2528.00.4208
2015.06.09 11:33
Кунта пирӗн хӑшпӗрисем ҫлетӑвӑтель рольне выляҫҫӗ иккен. Ӗнентерекен материалне илсе килсен ку Чӑваш ты тса,ҫыртса пӑхасшӑн. Чӑн Чӑваш темерӗн.
Agabazar // 1284.08.3166
2015.06.09 11:55
Agabazar
Ют Ҫын // 3358.63.0340 2015-06-06 18:34: <<Кăмака çинче лараканни шӑп та лӑп пирӗн Agabazar тете тесен те йӑнӑш пулмас..>>

Вăт лартатăр Акапасара Культура Министрне е, калăпăр, Шупашкар хулин, Çĕнĕ Шупашкар хулин, Канаш хулин Культурă тытăмлăхĕн пуçлăхне, çавăн чухне ун тĕлĕшпе çавнашкал ÿпкев кăларса тăратма пултаратăр. Интернетри виртуаллă персонажа, "частное лицо" шутланса тăраканскере, сирĕн унашкал "айăплама" нимĕнле тивĕçсем те çук. "Тете" тени те сирĕн совĕç çинче юлтăр.


Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.09 12:21
Agabazar чӑвашӑм, Игнатьева отставкӑна янӑ. Унӑн командине кӗрсе кайма шухӑш пур им?

Pages: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 23

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters