Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Всe в руках человека. Поэтому их надо чаще мыть.(С.Е. Лец)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353815 views

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (222)]

Comments:

Agabazar // 1918.23.3966
2015.06.05 13:59
Agabazar
Шанăр, шанăр, Таймер!
Кăмака çине улăхса ларăр та — урса кайса шанăр унта!

Шанма шанăр та, анчах сирĕн шанчăкăра Акапасар таптаса хуçасран хытă сыхланăр вара!
Ют Ҫын // 1442.33.9633
2015.06.05 14:08
Agabazar ухмаха пени тахҫанах паллӑ. Ӑна тахҫанах ачисене республикӑ тӳремне чӑвашла пӗлмен ачисене ертсе тухма ыйтнӑ. Тухмас. Балтайшӑн,Тимӗршӗн тата ыттисемшӗн килте вӗрентес проблемӑ ҫук. Балтай шкул ҫине шанса ларнӑ пулсан ачисем паянхи кун чӑвашла та,чехла та,акӑлчанла та пӗлес ҫук. Псевдонимпа усӑ курса Agabazar блефует.
Agabazar // 2406.10.1505
2015.06.05 17:00
Agabazar
Çак Ют Çын Палттая, Тимере паллать-ши иçмасса?
Мĕнле улăп-паттăрсем-ши вĕсем?
Пĕр качака та пулин пĕрле пусса курнă-ши вĕсемпе?
Каккуй унта, сăнран палламасть пуль-ха!

Ют Çын, мĕн хăвăр пач пĕлмен çынсемшĕн кулач çисе çÿретĕр!

Пит каппайланас, мухтанас килет пулсан, илсе килĕр çак сайта хăвăрăн килйышпа çыхăннă видеосемпе аудиосене! Атту тек халлап çапатăр кунта!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.05 19:46
Акасапар хӑта! Палттайпа Тимӗре эп пит лайх пӗлетӗп. Вӗсем ним чухлӗ те каппайланмаҫҫӗ. Чӑваш темине эс пит пуҫарнӑ, ҫынсем ҫине ан тапӑн,ҫавӑнпа малтан илсе кил-ха хӑвӑн шӑпӑрлансене( тен ҫук та пулӗ). Вӑт мӗнле килӗшместь сире хусамӑра хирӗҫ каласан.
Agabazar // 2134.27.1279
2015.06.05 20:09
Agabazar
Палттай каппайланмасть пуль-ха, ун ячĕпе витĕнсе кунта каппайланакансем вара пур.

Ну Тимĕре илес-тĕк.... Вăл хайхи Таймерпа (Timer) пĕр çынах пулсан, ун вĕçĕ-хĕррисĕр каппайланăвне итлесе хăлха тахçанах йÿçсе çитнĕ ĕнтĕ...

Хăвăрăн Путинсăрах чăвашла чалт пурне те пĕлсе тăракан çывăх çамрăк тăванăрсене илсе килĕр ку сайта: фотосем, аудиосем, видеосем, ытти кÿнтеленлĕхсем....
Енчен те сирĕн мухтанасах килет пулсан.

Лашипе мухтанакан — çурма ухмах, арăмĕпе мухтанакан — сĕм ухмах, ачи-пăчипе мухтанакан — çич-сакăр хут ухмах.

Тимӗр // 4916-2612
2015.06.05 22:49
Акапсар тарӑхать,апла пулсан Акапасар сисет айӑплине.Пӑх наци телевидени.Балтайӑн ывӑлӗсене час-часах кӑтартаҫ.Вӑт Балтай пеккисене итлес килет кунта.Татах пурах пуль вӗсем:чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас текенсем.Пурте Акапасар пек марах пуль:ачисене вӗрентеймен,пӗр май шкул ҫине йӑвантарать.Кама кирлӗ эс?.Кам сана кӑтартӗ кунта видео-ауди?.Хӑв пирки шутла.Вӑхӑт ҫитӗ.Явап тытӑн унта икӗпитлӗхшӗн.
Agabazar // 3807.88.4306
2015.06.06 05:22
Agabazar
Телевиденипе унта тем те кăтартма пулать.
Калăпăр, авлхи грек чĕлхипе е латин чĕлхипе шакăртаттарса "калаçма" пулать. Вара мĕн? Е тата ирокез чĕлхипе те!
Эсир пире унашкал театра мар, чăн пурнăçа кăтартăр!

Тепĕр тесен, эсир калани те халлап çеç. Мĕншĕн тесен ни гиперссылка, ни передача ятне те пулин кăтартни çук сирĕн. Пуш сăмах çеç. Калатăп-иç, илсе килĕр сайта ĕнентерекен материалсем! Пруф кирлĕ!
Ют Ҫын // 1442.33.9633
2015.06.06 06:47
Тимӗр хӑта, мӗншӗн кунта Agabazar,Šyravşă умӗнче тӳрре тухма хӑтланатӑн? Кам вӑл? Прокурор,ҫлетоватлӗ,эксперт, дознаватӗль, тӳре? Ай манса кайрӑм пулмалла, вӑл Гаагӑри сутра ӗҫлет пулмалла. Кантурти ҫемҫе пукан хуҫи.
Agabazar // 7601.2.5624
2015.06.06 12:14
Agabazar
Канашри тахăш шкулта 4Б класра вĕренекенсем чăвашла юрлаççĕ. http://www.youtube.com/watch?v=YNIdqeyoRxE

Тепĕр 3-4 çултан ку ачасене шăршлă вĕренпе сĕтĕрсен те чăвашла юрлаттараймастăн.
2015.06.06 13:19
Аçтахар Плотников
Канашсем юрлӗҫ пуль-ха. Унта вӗсен хӗрӗсем те чӑвашлах калаҫаҫҫӗ хулара (хам илтни-сӑнани тӑрӑх) :).

Pages: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, ... 23

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters