Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Что сходит с рук ворам, За то воришек бьют. (И. Крылов)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Банкра ӗҫлекен чӑвашла калаҫакан хӗре мухтав сӑмахӗ калас килет

Аçтахар Плотников27.07.2015 23:405507 views

Тунтикун эп Альфа-банкра хам ӗҫпе пултӑм — ҫӗнӗ счет уҫмаллаччӗ. Унта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ пирки вара сире каласа парас терӗм. Тем тесен те унашкал хӗрсем мухтава тивӗҫ.

Чӳрече патне пырса тӑнӑ хыҫҫӑн хӗр манпа яланхи пекех калаҫӑва ҫепӗҫҫӗн те тараватлӑн пуҫларӗ. Ку — тӗлӗнмелле мар. Вӗсене тем тесен те клиентсемпе тараватлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ. Ыйтаҫҫӗ те. Перекет банкӗнче вӑт чӑн та вӑрҫса тӑкма та пултараҫҫӗ (юлашки ҫулсенче унта та лару-тӑру улшӑнса пырать), кунта вара яланах сӑпайлӑ калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чулхулара вунӑ ҫула яхӑн пурӑннӑ май эп кунти ҫынсен чӑвашла акцентне уйӑрма вӗренсе ҫитрӗм ӗнтӗ. Ку хӗр калаҫӑвӗнче те акцент сисӗнчӗ, вара эп ӑна: «Маншӑн чӑвашла калаҫсан лайӑхрах», — терӗм. Хӗр кутӑнлашса тӑмарӗ, манпа калаҫӑва малалла чӑвашла тӑсрӗ. Чӑн та йывӑр пулчӗ ӑна. Ара манашкаллли, чӑвашла калаҫма тӑрӑшаканни, унччен лекмен те пулӗ… Тата калаҫу ахальли мар-ҫке, укҫа-тенкӗ терминӗсем — вӗҫӗ хӗррисӗр…

Калаҫу хушшинче хӗр вырӑс чӗлхи ҫине те куҫни пӗрре мар пулчӗ. Анчах — йӑлт йывӑр вырӑнсенче кӑна. Ҫӑмӑлрах вырӑнсенче малалла чӑвашлах калаҫӑва тӑсрӗ. Ара, пӗр-пӗр япала пирки пӗрре вӗреннӗ те, ҫавна чӑвашла куҫарса каласа пар-ха! Тем тесен те ҫӑмӑл мар.

Калаҫу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хӗр вара хӑйӗн туйӑмне пӗлтерчӗ: «Уф… Чӑн та питӗ йывӑр пулчӗ. Ӗҫре кунта вырӑсла кӑна калаҫатпӑр та, чӑвашла калаҫма чӑн ат йывӑр иккен. Килте чӑвашла кӑна калаҫатпӑр пулин те», — терӗ.

Ҫакнашкал хӗрсене (шел те, ятне пӑхмарӑм, ыйтмарӑм та) пирӗн мухтамаллах. Банкне те — хӑйсен ӗҫченӗсене клиентсемпе йӑлт вырӑсла калаҫма хистеменрен. Уйрӑлнӑ чухне вара малашне те банка килсен ун пулӑшӑвӗпе усӑ курӑп тесе шантартӑм :)

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters