Чăваш çырулăхĕн вăйра тăракан йĕркевĕсем пур. Кунта эпир çав йĕркевсенчи "орфографи" пайĕнчи 75-мĕш параграф пирки тепĕр хут сăмах хускатасшăн. Пĕлекен пĕлет: çав параграф çыракана хутлă сăмахсемпе усă курма çав тери пысăк ирĕклĕх парать. http://chuvash.org/blogs/comments/2212.html
Яланах уйрăм çыртарасшăн тăрашакансем пурăна-киле çакна ăнланса илме пуçларĕç: 75-мĕш параграфăн шутсăр пысăк хăватне халăхран пытарса пурăнма йывăрланнăçем йывăрланса пырать.
Çавна кура çĕнĕ "меслетсем" сике-сике тухаççĕ. Акă Ю.Н.Исаев юлташ В.В.Туркай юлташ патне Уççыру ăсталарĕ. Унпа Гуманитари ăславĕсен институчĕн сайтĕнче кирек кам та паллашма пултарать. http://chgign.ru/486-yun-isaev-vv-t ... e-yan259-231yru.html
Çыру авторĕ хайхи 75-мĕш параграф пирки пĕлет!
Пĕрле е уйрăм çырасси енĕпе ирĕклĕх пуррине те чухлать!
Анчах та вăл çав вăхăтрах пире акă мĕн пĕлтерет: Хайхи ирĕклĕх 1969-мĕш çулхи орфографи словарĕнче палăртнă тата пĕрле çырнă сăмахсене çеç пырса тивет имĕш! Ай-яй-йай! Вăт пултарать-тĕк пултарать мушик! Хам пулсан кунашкал çавăрттарса хума нихçан та тавçăрса илеес çук!
Чăннипе вара Шурчанов алă пусса çирĕплетнĕ текстра çавăн пирки нимĕн те каламан! Эппин, ку вăл — блеф!
Уççырăва малалла вуланăçем татах та тĕлĕнмеллерех япаласем курма пулать. Чăвашла çыраканăн Чăваш çырулăхĕн йĕркевĕсен маларахри мĕнпур версийĕсене шута илсе тата пĕлсе тăмалла пек пулса тухать. Ирĕклĕхе çавсем çине таянса çеç аталантарма пулать иккен. Каллех — блеф! Мĕншĕн тесен вăйра тăракан текстра кун пирки ним те çук. Çук — и вçо!
Чăваш çырулăхĕн кунçулĕ самаях вăрăм, унта тем те пулнă. Ермей Рожанскийрен паянхи куна çитиччен. Ахаль шкул ачи мар, шутсăр хăватлă ăславçă-энциклопедист та пурне те пĕлсе тата асра тытса тăраймĕ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.