Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Разумный человек думает больше о жизни, чем о смерти.(Спиноза)
 

Ad

Agabazar: Орфографи пирки калаҫмалӑх ҫук...

Agabazar30.06.2016 06:4632685 views

"Орфографи, ай, калаҫтарать!" — терӗ Валерий Алексин.

Орфографи пирки калаҫма пулать вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Пирӗн вара, чӑваш хутлӑхӗнчи лару-тӑрӑва тимлӗн пӑхса илсен , урӑххине те курмалла: калаҫмалӑх унта ним те ҫук!

Орфографи йӗркевӗсем пур-и? — Пур! Вӗсене пӑхӑнса пурӑнмалла-и? — Пӑхӑнмалла!

Тата мӗн кирлӗ?

Анчах та мыскари урӑххинче ҫав! Хальхи вӑйра тӑракан орфографие унӑн "ашшӗ-никӗслевҫисем" юриех сӑмахсене таткаласа пӗтерес тӗллевсемпе ӑсталаса пурнӑҫа кӗртнӗ те, паянхи апологечӗсен те ҫав йӗрпех пырас килет! Правилисенче хуть те мӗн ҫырнӑ пулсан та! Тӗрӗссипе каласан, вӗсене, ҫав апологетсене, саккун вӑйӗллӗ йӗркевсенче мӗн ҫырни пит кӑсӑклантарсах та каймасть. "Уйрӑм ҫырмалла — и фҫо!" — ак ҫакӑн пекрех вӗсен кӑмӑл-туйӑмӗ. Параграфсене шӗкӗлчесе вӗренмелли пирки шутламаҫҫӗ те. Анализ пирки каламалли те ҫук. Параграфсем хӑйсене пит килӗшсех каймасан, вӗсене унталла-кунталла турткалама пуҫлаҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара хӑйсен унашкал хӑтланма нимӗнле право та ҫук.

Гиперкаҫӑ:

Чӑвашла Википедире "Гиперкоррекци (лингвистика)" статья пур

Орфографие те, ыттине те хӑйӗн мӑнтӑр кӑмӑлне кура "тӳрлетсе" "чат тӗрӗс" тӑвакансем пирки каланӑ унта. Кам вуласа тухакан пӗтӗмпех ӑнланса илме тивӗҫлӗ.

Валерий Алексин статйи патне таврӑнар-ха.

Унта, сӑмахран, "плоскогубцы" пӗлтерӗшлӗ хурчкасӑмси сӑмах пирки асӑннӑ. Хама илес пулсан, пурнӑҫ тӑршшӗнче эп апла каланине илтсех те кайман. Ӗмӗрӗпе чӑвашлӑхра пурнатӑп пулин те. Малашне те пит илтессех шанмастӑп. Тӗрӗссипе, плоскогубцие ҫынсем ытларах чухне пач урӑхла калаҫҫӗ. Ҫапах та шута илӗпӗр "хурчкасӑмси" тенине те. Конкретлӑ ҫак сӑмаха пӗрле е уйрӑм ҫырассине илес пулсан вара, кунта каллех калаҫмалӑх сӑлтавӗ ҫук. Шӑпах ҫав сайра усӑ курнине кура.

Кунашкал сӑмахсене епле ҫырассине 100% шанчӑкпа е пулмапултараслӑхпа педантизмлӑн палӑртса тухма та май ҫук. Чӑваш чӗлхи халлӗхе тӗппипех вилмен-ха. Калаҫакансем, унпа усӑ куракансем пур. Эппин, пурнӑҫ та ку тӗлӗшпе ҫине-ҫинех ҫӗнӗлӗхсем кӑларса тӑратсах тӑрать. Вӗсене, ҫав куллен пулса пыракан ҫӗнӗлӗхсене, нимӗнле орфографи сӑмахсарӗ те, нимӗнле тӗпчев институчӗ те шута илсе пӗтерейрес ҫук. Пурпӗрех чылай чухне туйӑм-сисӗм ҫинех таянма тивет.

Акӑ "ҫӑлтӑрпа палӑртнӑ" текен сӑмахсем пур. Мӗнре-ха вӗсен, "ҫӑлтӑрсен", сиенӗ? Ним пӑркаланми пӗр тӗрлӗ ҫырма палӑртманни-и? Ҫук, сиен унта мар!

Епле пулса тухать-ха? Ҫалтӑрпа палӑртнӑ та, эппин вӗсене ҫыраканӑн астуса юлмалла имӗш. Анчах тӗппипех пурпӗрех астуса пӗтерейместӗн. Тӳррипе каласан, 100% шанчӑкпа астуса пӗтерни ҫынна кирлех те мар. Ну, тепри, хӑшпӗри, пӗр-ик сӑмаха словарьтинчен урӑхларах ҫырӗ? Вара мӗн? Хурах кӑшкӑрмалла-и? Паллах, апла мар. Тӗрӗс ӑнланма ыйтатӑп: эп астуса юлассине хирӗҫ мар. Ӑслӑ-тӑнлӑ, йӗркеллӗ ҫын кунашкал сӑмахсен ТӖП КОРПУСНЕ астуса юлатех. Апла иккенне пурнӑҫ та пайтах кӑтартса панӑ.

Уйрӑм ӑнлавсене орфографи словарӗнче ятарласа "ҫӑлтӑрпа" палӑртасси пирки калани нихӑш параграфра та ҫук.

Эппин, тавайӑр-ха, халлӗхе хальхи орфографипех, хальхи йӗркевсемпех пурӑнар. Ҫырулӑха хӑйсен мӑнтӑр кӑмӑлне кура ҫеҫ унталла-кунталла турткалама хӑтланакансенчен сыхланар.

Орфографи сӑмхсарне тума Ю. М. Виноградов юлташа хушнӑ. "Хӑйне май майлаштармӗ-ши вӑл?" — теҫҫӗ ҫынсем. Унашкал хӑрушлӑх пур. Анчах та унӑн та, Юрий Михайловичӑн, йӗркесемпе йӗркевсене хирӗҫ каймашкӑн полномочисем ҫук.

Таса пулӑр!

_______________________________________________

ӳкерчӗке илнӗ вырӑн.

P.S.

Валерий Алексин: <<«Чӗлхе саккунӗсене уямасӑр палкатӑр эсир», — тесе пӑрӑнса утатчӗҫ капашсӑр шултӑра ученӑйсем. Сӗтӗрекен вӑкӑра чарма хӑтланнӑ пекех пулчӗ ҫакӑ, уйрӑм ҫырма юратакансем пушшех те каҫӑхса кайса тӑван сӑмаха «ваклама» тапратрӗҫ.>>

Кунта асӑнакан "вӑкӑрсене" ҫапла калас пулать: Орфографие чӗлхе саккунӗсемшӗн мар, ҫынсем валли, ҫынсене меллӗ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ. Тунӑ хыҫҫӑн вара (постфактум) "чӗлхе теоретикӗсем" хуть те мӗн калаҫчӑр!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters