Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Человека всегда будут привлекать идеи самые несоизмеримые.(М. Арнольд)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Аташпа ун юлташӗсем

Аçтахар Плотников24.09.2018 20:008930 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Аташ, юлташ, янташ, пайташ, ланташ, урташ...

Ҫак пӗрьеверлӗ «таш»-па пӗтекен сӑмахсем чӑваш чӗлхинче нумай. Вӗсенчен хӑшпӗри халӗ те чиперех пурӑнать, теприсене манса та пыратпӑр. Аташ — пӗр ятлӑ ҫын тени. Юлташ мӗн иккенне пурте пӗлетпӗр. Янташ — пӗр енчи ҫын. Ен пулмалла ӗнтӗ, анчах «таш» туртнипе, сингармонизм саккунне пула, енрен ян пулса кайнӑ. Юлашки вӑхӑтра хӑшпӗр ҫыравҫӑсем сӑмах тымарӗ пирки шухӑшламасӑр, янташ вырӑнне ентеш теме тытӑнчӗҫ, ян ӑнланмалла мар, ен пурте пӗлекен сӑмах тесе. Ентеш вӑл янташ сӑмаха ансӑрлатать, пӗчӗклетет. Ку енӗпе кайсан эпир юлташ вырӑнне те вара ҫулташ ҫырма тытӑнмалла,

Пайташ — пӗрле ӗҫсе-ҫинӗ, ҫапкаланса-выляса ҫӳренӗ ҫын. Ламташ — пӗр вӑхӑтра, пӗр ламра (сыпӑкра) ҫуралса ӳсни. Урташ — пӗр ҫӗршыв (орда, урта) ҫынни, вырӑсла — соотечественник... Таш анлӑрах ӑнлану тума пулӑшакан сӑмах. Хурӑнташ, кайташ, карташ... Хурӑнташ пирки ҫырнӑччӗ. Кайташ — тӗп ушканран каярах хӑварнӑ е хӑй юлнӑ ҫын. Карташ — карта енчи кӳршӗ... Кун йышши сӑмахсем пирӗн чӗлхере питӗ нумай.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (12)]

Comments:

Agabazar // 2235.00.9370
2018.09.24 21:07
Agabazar
"Ентеш" тени пирки Юхма йăнăшать. Лайăх, тĕрĕс сăмах. "Янташ" тени вара тутар чĕлхи витĕмĕпе пулса кайнă.

Тутарсем "земляк" пелтерĕшпе ытларах яКташ сăмаха усă кураççĕ. (Янташ тени те пур, анчах унпа питĕ сайра усă кураççĕ, çавăнпа ăна асăнмасан та юрать).

Чăваш чĕлхинче вара яКташ вырăнне яНташ пулса тăнă. Мĕншĕн? Сăлтавĕ — хайхи "ентеш"! Çавăн витĕмĕпе. Ентеш — малти ретри вариант пулсан, янташ вара — кайри ретри вариант.
Dfcbkbq // 2442.53.1843
2018.09.24 22:23
ТАШ, ТЕШ -тутарла ЧУЛ, ШĂЛ

Чаваш ТАШĕ вара ТАВРА ЙЫШ самах çаврăнăшĕ Кĕскелнипе(якалнипе) пулни курăнать .
ТАВРА (двор,дворяне)
ТАВРА ЙЫШ - близкое общество, окружение -товарищи
ЮЛТАШ - ял тавраш -односельчанин
ХУРĂНТАШ - хамăрăн тавраш -свои, близкие .в отличие от ТĂВАН (кровное родство) . Тутар сăмахĕ КАРЫН (чрево) аякра тăрать
АТАШ -ЯТ тавраш -тёзки
ЕНТЕШ - ен тавраш , сограждане,земляки

КАРТĂШ -карта ăшĕ -ТАШ самахпа çыхăнман

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters