Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Аташ, юлташ, янташ, пайташ, ланташ, урташ...
Ҫак пӗрьеверлӗ «таш»-па пӗтекен сӑмахсем чӑваш чӗлхинче нумай. Вӗсенчен хӑшпӗри халӗ те чиперех пурӑнать, теприсене манса та пыратпӑр. Аташ — пӗр ятлӑ ҫын тени. Юлташ мӗн иккенне пурте пӗлетпӗр. Янташ — пӗр енчи ҫын. Ен пулмалла ӗнтӗ, анчах «таш» туртнипе, сингармонизм саккунне пула, енрен ян пулса кайнӑ. Юлашки вӑхӑтра хӑшпӗр ҫыравҫӑсем сӑмах тымарӗ пирки шухӑшламасӑр, янташ вырӑнне ентеш теме тытӑнчӗҫ, ян ӑнланмалла мар, ен пурте пӗлекен сӑмах тесе. Ентеш вӑл янташ сӑмаха ансӑрлатать, пӗчӗклетет. Ку енӗпе кайсан эпир юлташ вырӑнне те вара ҫулташ ҫырма тытӑнмалла,
Пайташ — пӗрле ӗҫсе-ҫинӗ, ҫапкаланса-выляса ҫӳренӗ ҫын. Ламташ — пӗр вӑхӑтра, пӗр ламра (сыпӑкра) ҫуралса ӳсни. Урташ — пӗр ҫӗршыв (орда, урта) ҫынни, вырӑсла — соотечественник... Таш анлӑрах ӑнлану тума пулӑшакан сӑмах. Хурӑнташ, кайташ, карташ... Хурӑнташ пирки ҫырнӑччӗ. Кайташ — тӗп ушканран каярах хӑварнӑ е хӑй юлнӑ ҫын. Карташ — карта енчи кӳршӗ... Кун йышши сӑмахсем пирӗн чӗлхере питӗ нумай.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Юлташ сăмах тутар чĕлхинчи юлдаш, чăвашла вара çулташ, краматтейсем. ТАВРА и дворяне хăш еечен пĕр тăван сăмахсем? Капла каяшлă вĕренпе тахăш чĕлхерен те пĕр-пĕр сăмаха туртса кĕме пулать. Ку пирки çырнăччĕ ĕнтĕ, академиксем
Таш-, теш- аффикс тутар чĕлхинче те пур. Чăваш чĕлхине те вăл çавăнтанах кĕнĕ пулмалла.
"Аташ" тенине илес пулсан, хальхи вăхăтра чăваш чĕлхинче ятташ, хушаматташ тенисем вырăнлăрах пулма кирлĕ.
Ваттисемпе вĕттисем,вăйпиттине итлĕр малтан,тупăшиччен. Хурăнташ сăмах икĕ пайран тăрать. Хуран- уявсенче,ĕç вăхăтĕнче пĕр савăтран апатланнипе çыхăннă. Таш(аш) тени пĕрлĕх,союз пулать. Вырăс чĕлхине "хороший"майлă улшăнса кĕнĕ. Чăваш ялĕсем "при великих крепостях" пĕчĕк çирĕплетнĕ кармансем евĕр пулнă. Çуртсем те çавра вырнаçнă пулнă. Тапăннă чух хÿтелеме меллĕрех пултăр тесе çавăн пек тунă. Ялсенче яланах хурал пÿрчĕсем пулнă. Ялсем малтанах пысăк пулман,ытларахĕшĕ тăвансенчен тăнă. Пур чухне те,чăваш чĕлхинче таш-чул мар.Ташă сăмах вара чулпах çыхăннă. Тахçан ĕлĕкхи зооастризм тĕнĕпе çыхăннă.
Микула, хурăнташ, хуранташ мар вĕт. Ку темĕн çыхăнмасть? Кунта тата скиф текенни иго, урта пулман тесе сăмах чĕнчĕ, тата мĕскер шутласа тупатăр? Тен, историре нимĕн те пулман, пурте тĕлленнĕ çеç?
Ты уймись, уймись тоска
Душу мне не рань,
Если это присказка,
Значит, дело дрянь....
В. Высоцкий "Лукоморья больше нет"
Малтан М.Р.Федотовăн ЭСЧЯ текенние (икĕ томран тăрать), старлинга, ытти этимологи сăмахсарĕсене пăхса илĕр, кайран вара хуть те мĕн калăр.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.09.26 19:40
Ташши ташши салакайăк ташши. Мĕн тени пулать? Сала мусульмансен киремет- сала вырăнĕ. Крымра сала мечетлĕ ял. Кĕлĕсем вăхăтĕнче те çынсемпе пĕрле пулнăран çерçи салакайăк ята тивĕçнĕ. Бекташисен-янычарсен кĕлĕ пуçĕсен-хускаланăвĕ , çаврăм ташлани ,чăваш ташшипе пĕр майлă. Тем тесен те "бекташи,салакайăк,ташă " çыхăну пур. Кунта Федотов не аргумент. Кивельнĕ.