Философи наукисен докторӗ, геолог, Шупашкар ҫумӗнчи Етӗрнекасси чӑвашӗ Геннадий Фёдорович Трифонов профессор 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 80 ҫул тултарчӗ.
Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ ӑна, хӑйӗн хастар пайташне, юбилей ячӗпе сӑвӑллӑ салам янӑ. Акӑ вӑл:
«Ҫӳрерӗн Ҫӗр тавра,
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫавра.
Тем мӑннӑш Ҫӗр вара
Лекрех-и чӑмӑра?
Эппин, татах хутла,
Ӑс-хакӑла чутла.
...Ҫӗр чӑмӑрне пулах
Чӑваш тухрӗ палла».
Ӱкерчӗкре: Геннадий Трифонов (сылтӑмра) тата Молдави географе Дорин Лозовану (Станьял ялӗ, Краеведенипе туризм центрӗ, юпа 2018)
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>