Чӑваш чӗлхинче сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем пур. Калӑпӑр, «путлӗ», «путек», «кансӗр»… Чӑвашла вӗсене йӑнӑшсӑр ҫырас тесен ҫак сӑмахсем мӗнле пулса кайнине лайӑх пӗлмелле. Уйрӑмах ҫакӑ «путсӗр» сӑмаха пырса тивет: кӗнекесенче те сахал мар ӑна «пӳтсӗр» пек ҫырнине асӑрхатӑп. Чи пысӑк сӑлтавӗ ӗнтӗ кунта ӑна каланӑ чухне эпир «путсӗр» мар, «пӳтсӗр» тенипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ҫырнӑ чухне те «пӳтсӗр» тесе ҫырас килет. Ку сӑмахӑн тепӗр форми те пур-ха: «путлӗ». Анчах ку чухне ӑна никамах та «пӳтлӗ» тесе каламасть те, унашкал йӑнӑш тӑвас хуйхӑ ҫук.
«Путлӗ»-пе, «путсӗр» ӑҫтан килнӗ-ха пирӗн чӗлхене? Ӑна пирӗн халӑх вырӑс чӗлхинчен илнӗ иккен: унта «путь» сӑмах пур, ҫав сӑмахӑн пӗр пӗлтерӗшӗсенчен пӗри вара: «йӗркеллӗ, тӗрӗс, тивӗҫлӗ шайра». Каярахпа ҫак ӑнлав манӑҫа пуҫланӑ та ун пирки чылайӑшӗ, хӑйсене вырӑсла лайӑх пӗлетпӗр теҫҫӗ пулин те, чухламасть те. «Непутевый человек» тесен кӑна ҫав «путь» сӑмахӑн ӑнлавне чухласа илме пулать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ку сӑмаха эпир вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑран, вӑл сингармонизм йӗркине пӑхӑнмасть: путлӗ, путсӗр.
Тепӗр кӑсӑклӑ сӑмах: «путек». Кунта тата та интереслӗрех: сӑмаххи хӑй тӗрӗк чӗлхинченех. Пирӗн патра, тури чӑвашсем патӗнче, ку сӑмаха «потяк» ([пот'ак]) теҫҫӗ — вӑл сингармонизм йӗркине пӑхӑнать. Литература чӗлхине кӗнӗ «путек» вара — пӑхӑнмасть. Ку мӗне пула пулнӑ-ха? Сӑлтавне вара Василий Егоровӑн этимологи словарьне уҫсан пӗлме пулать:
Путек «ягнёнок», «козлёнок»; путек-пуран «ягнята, козлята в собирательном смысле»; башк., тат. бәрән «ягненок», «барашек»; казах. бойдак «холостой», «холостяк»; «валух в возрасте выше одного года»; бойдак мал «яловый скот»; кирг. бойдок, к. калп. бойдак, башк. буйзак, тат. буйдак «холостой»; в чув. выпадение звука й вызвало смягчение последующего тпӑранла, пуранла, тат. бәрәнлә «ягниться»; пуран из русск. баран.
Куратпӑр ӗнтӗ, авал ку сӑмахра «у»-па «т» сасӑсем хушшинче «й» сасӑ пулнӑ. Вӑл тухса ӳкнӗ те, «т» сасса ҫемҫетнӗ. Ҫавна пула «путек» пулса тӑнӑ та.
«Канлӗ», «Кансӗр» сӑмахсем те мана кӑсӑклантараҫҫӗ. Анчах, хальлӗхе, мӗншӗн вӗсем ҫавнашкал ҫырӑннине тупаймарӑм-ха. «Канӑҫсӑр», «канӑҫлӑ» сӑмахсем те пур-ха… вӗсем сингармонизм саккунне пӑхӑнаҫҫӗ. Ҫавах та «канӑҫлӑ»-па «канлӗ» хушшинче уйрӑмлӑх пур пуль тетӗп. «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекинче» вӗсене питех те ҫывӑх ӑнлантарса панӑ. «Канӑҫлӑ = Канлӗ (1–3)» текен вырӑн та пур… Ман шутпа авал, ахӑртнех, [кан'] пек сӑмах пулнӑ пуль, ҫавна май пирӗн чӗлхере ҫак сӑмахсем пур та… Шел те эпӗ этимологи енӗпе ӗҫлекен тӗпчевҫӗ мар, ытти тӗрӗк чӗлхисене пӗлсех каймастӑп.
Чӑваш чӗлхинче, паллах, сингармонизма пӑхӑнманнисем тата та пур. Хӑш-пӗрне ӑнлантарса пама пит ҫӑмӑл. «Улмуҫҫи» — «Улма йывӑҫҫи» пӗрлешнипе пулнӑ, «Сухати» — «Суха туйӗ» пӗрлешнипе, «Йӗршшу» — «Йӗрӗх шу» пӗрлешнипе тата ытти те. Вӗсене тӗпчени кӑсӑклах мар, «канлӗ», «путлӗ» йышши сӑмахсене шӗкӗлчени питӗ кирлӗ. Орфографипе ӗҫлекенсен те, ман шутпа, вӑл е ку сӑмаха пӗрле е уйрӑм, дефиспа е дефиссӑр ҫыртарассипе мар хӑйӗн вӑхӑтне пӗтермелле, ачасене «путсӗр» сӑмаха мӗншӗн ҫапла ҫырмаллине ӑнлантарса парассипе тимлӗх уйӑрмалла.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Пÿтсĕр сăмахпа тăванлисем çаксем: пÿтлĕ, пÿтĕш (Пÿтĕш Паттян — Юхма Мишшин персонажĕ). Тата «Арçури» поэмăра «пÿт ухмаххи тапранать» тени пур.
Сăмахăн этимологине экспромтла каласа пама пултараймастăп. Ятарласа шĕкĕлчесе пăхсан, тен, Аçтахар каланă пекех пуль. Анчах та ăна епле çырассине этимологипе пусахласа çыхăнтармасан та юрать.
Словарьсенче епле палартнă — çавă тĕрĕс. Анчах та эп хам Ӳӳ вариантлине килештеререх паратăп.
Канăçлă тени кан глаголтан пулнă. Çапла вара кунта çав глагола кань япала ячĕпе пăтраштармалла мар. Вара пурте йĕркеллĕ пулать.
Хальлĕхе тенинче Ьь паллă кирлех мар. Мĕншĕн кирлĕ маррине эп Интернетра пин хут та ăнлантарса панă ĕнтĕ. Анчах та ĕççыннисем питех те тархасласа ыйтсан, тата тепĕр хут ăнлантарса пама пултаратăп. Яланах хатĕр.
Кунти çемçетÿ паллине Элĕкри генилле Ларионов Хоспочын ÿте тăрăннă шăрпăкпа танлаштаратчĕ. Аçтахар вара, темшĕн, ку тĕлĕшпе Виноградовсем хыççăн кайма шутланă.
Кань текен хай тĕллĕн çÿрекен сăмах Петĕр Хусанкай сăввисенче пур. Енчен те ун пек сăмах халĕ (хальхи саманара) çук пулсан, умĕнчи çăлтăрпа паллă тăваççĕ, сăмахран: *тенкĕр (тинĕс).
Кунта чи кăсăкли акă мĕн (маларах та ун пирки каланăччĕ). Çырулăх йĕркевĕсене кура КанЬсĕр, КанЬлĕ пулмаллаччĕ çырура.
Анчах та чăннипе кулленхи ĕçлевлĕхле ун пекки çук. Виноградовсем те: "Тĕрĕс мар!" — тесе кăшкăрашмаççĕ темшĕн. («Халлĕхе» тение, авă, ярса тытма ĕлкĕрнĕ!)
Кансĕр, Канлĕ тенисенче малтанхи компонент япала ячĕ пулни тÿрех паллă. Мĕншĕн тесен -сăр/-сĕр аффикс шăпах çав пуплев пайĕ çумне çыпçăнать, глагол патне мар.
Çапла вара, çырури унашкал формăсне çырулăх йĕркевĕсемпе килĕшÿллĕн мар, традицие пула çирĕпленнĕ темелле.
Халлĕхе тенине асăнтăм-ха, И. А. Андреев вара пире «шинельЬлĕ салтак» тесе çыртарасшăн питĕ тăрашатчĕ.
Кань сăмахра н çемçелет те, çавăнпа сĕр çырма тивет. Анчах та традицие кура кунта çĕмçетÿ паллине (Ьь) çырмаççĕ.
Чăннипе вара çырмаллаччĕ. Çапларах ку япалан мыскари.