Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.
Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.
Ҫак кунсенче Чӑваш наци конгресӗн Хӗрлӗ Чутай районӗн хастарӗсем те ЧНК конгресс делегацийӗпе пӗрле Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялне — Константин Иванов сӑвӑҫӑн тӑван ҫӗрне, поэт 125 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ уяв курма ҫул тытрӗҫ. Делегаци йышӗнче ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, вице-президенчӗ Валерий Клементьев, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тата ытти паллӑ чӑваш ҫыннисем пулчӗҫ.
Иртнӗ эрнекун, акан 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ инситутӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн черетлӗ ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта хутшӑннӑ ачасен пултарулӑхӗпе паллашма сӗнетпӗр.
//шел те, вӑл кун нумай ӳкермелле пулчӗ те пурне те видео ҫине ҫырса илеймерӗм. Видео пахалӑхӗшӗн те каҫару ыйтатӑп — ман ку фотоаппарат видео валли каймасть ҫав (объективне ҫӗннине лартмалла). Тата штативсӑр ӳкерме тиврӗ.
Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕ шурă хут листине саккăра хутлатса çĕленĕ, кĕсьере чиксе çÿреме хатĕрленĕ типтерне (тетрадьне) малтанхи хут 1906 çулхи çурлан 16-мĕшĕнче çырса хуни паллă. Юлашки тăватă страницăра (80 – 84-мĕш питсенче) тата пĕрремĕшĕнче 11 сасă паллинчен йĕркеленĕ клише çапса тултарнă. Ăна поэтăмăрăн 1957 çулта тухнă çырнисен пуххинче чăвашла «касса тунă саспаллисен чернилпа сĕрсе пичетленĕ ÿкерчĕкĕ», вырăсла «отпечатки букв самодельного шрифта» тесе палăртнă. Асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ (Н.