Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕн-хур айĕнчеТаркăнҪул юлташӗКуçа-куçăнПограничниксемКулăш кустăрмиМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..

Господин


Юрласа пырать урампа утмăл пилĕкри отставкăри подполковник: «Утатпăр утмăла-а-а, çитетпĕр çитмĕле-е-е», — янăрашать вăл. Ара, юрламасăр епле чăтăн. Пенси укçине каллех ӳстерчĕç. Арçын сулахай кăкăрне шап-шап шаккаса илчĕ. Кунта, курткăн шалти кĕсйинче, мĕн чул укçа! Ăшăтать вăл чун-чĕрене, лăпкать. — Пурăнасчĕ-ха, туссем, пурăнасчĕ, таврари хĕрарăма юратасчĕ, — ĕнĕрлет арçын. — Эх! Кунĕ мĕнле паян! — сасăпах савăнать Кирилл Николаевич. — Эх, чун юрла-ать, ман чĕре юрла-ать, ватлăхăмра йăпанмалăх юрату шыра-ать.

Çанталăк та Кирилл Николаевичпа пĕрле савăнать пулас. Ирхине сулхăнрахчĕ. Тĕтре карса илнĕччĕ тавралăха. Халь ав епле ешерет тавралăх! Хĕвел йăл-йăл кулать. Çулăн икĕ енĕпе ӳсекен хурăн çулçисем шĕпĕлтетеççĕ. Пĕрисем калашле: «Кивçен ил те ĕç», — теççĕ пулас.

Кирилл Николаевичăн мĕн тума кивçене каяс? Ун яланах укçа пур. Вăл çак çула çитсе ĕç укçине те, пенси укçине те арăмне парса курман. Мĕн те пулин туянмалла пулсан арăмĕ, йăпăлти кушак хуçи куçĕнчен апат ыйтса илнĕ пек, тилмĕрсе пăхать. Çак вăхăтра Кирилл Николаевич хăйне чăн-чăн пурнăç хуçи пекех туять. Ак паян та çаплах пулчĕ.

Малалла

Кун


Шевле алне сулать те — кун иртет.

Тăван çынсемшĕн ĕçлесе иртет кун.

Ку пурпĕрех: цехра эс е хирте —

çитĕневне пĕлет те хĕпĕртет чун.

 

Тепри шутлать: эп хамшăн, тет, ĕçлеп! —

Пăхатăп та — ун пуçĕнче çемйи-тĕр...

Пĕр çак çеç чĕрĕлĕхшĕн хирĕçле —

енчен те çын шутлать пулсан:

«Кун ирттĕр».

 

Шевле алне сулать те кун иртет.

Пуласлăха тăватăн тепĕр утăм.

Ачалăх кăсăкланăвĕ пирте

сӳнмен пулсан — эпир те чĕрĕ, тусăм.

Хĕвел ансан


Хĕвел анать, каç кӳлĕм вĕçленет,

Вăрман лашисене тăвармалла-тăр...

Малти çула юланăм кĕçенет —

Пиччеçĕм, çакăнтах чипер кĕтсе тăр.

 

Кокшакăпа Шĕнер хушши инçе,

Инçи инçе те — çулĕ çутă пулчĕ.

Сĕм-сĕм вăрманлă шурлăх хушшинче

Сана савса таса кăвайтăм çунчĕ.

 

Йошкар варне çитсе, сан ятупа

Хывни хăвартăм хамăр йăла тăрăх.

Палăкупа ялна сăвап туса

Инçе çĕртен тăпра пĕр ываç хурăп.

 

1998, чӳк, 29.

М.Ф.Федоров 150 çулĕ

«Пĕлсем: сан илемӳ ялан пурнать манра...»


Пĕлсем: сан илемӳ ялан пурнать манра,

Çак çĕр çинчи илем йăлтах санра.

 

Ачашласам мана, пикеçĕм, чуптусам,

Таса чунна манпа чухне кăштах уçсам.

 

Хамран эп ыйтрăм: «Ман чĕре ăçта, кала!»

Каларăн. «Мĕн тăватăн эсĕ унпала?»

 

Тен, тĕрĕс те калатăн пулĕ. Ман чĕре

Халь тыткăнра. Эс чи вăйли çак тĕнчере.

 

О, мĕншĕн эпĕ çакă тыткăнра, кала!

Ман юрату та тунсăх, акă, хампала.

«Сана эп саврăм. Халь мĕн тумалла?..»


Сана эп саврăм. Халь мĕн тумалла?

Мĕнле ман пурнăç çулĕ тупмалла?

 

Эп чĕре чух манра эс пурăнан,

Эп çук пулсан та эс кунтах юлан.

 

Сана савать халь пĕтĕм çут тĕнче,

Пурнан эс манăн чунăм тĕпĕнче.

 

Сана эп ачашлап чунтан савса,

Паян ним юлмиех хама манса.

 

Инкек çеç тупрăм эп сана савса,

Пулмасть пуль ниепле сана манса.

Тăван кил


Кунĕпех пахчара ĕçлесе ывăннă Акулина аппа çуллахи душ айĕнче çăвăнкаларĕ те каçхи автобуса ĕлкĕрес тесе япалисене пуçтарма пуçларĕ.

— Аппа, апатланмасăрах ан пуçтарăн-ха, — пырса ыталарĕ Алевтина йăмăкĕ. Вăл, Акулинăпа пĕрле кунĕпех пахчара ĕçлесе ĕшеннĕскер, пӳрт çумĕнчи ансăр сак çине ларчĕ.

— Ывăнтăм эпĕ те, — пырса вырнаçрĕ ун çумне аппăшĕ. — Тем пекех вĕри чей ĕçес килет. Кунĕпе вĕретмен лĕп шыва лĕрккесе ăш-чик те кӳпсе кайрĕ.

— Газ пĕтнĕ тет вĕт кин. Вĕри апат та пулмарĕ ĕнтĕ сана валли.

Акулина çум курăкран тасалнă пахча çине савăккăн пăхса илчĕ.

— Алевтина, сăнаса пăхса ларатăп та, мĕнле тарăннăн сывлать çум курăкран тасалнă пахча. Тав тунăн чĕлтĕртетеççĕ пахча çимĕçĕн парка çулçисем. Хамăр лартса ӳстернĕ улмуççисем те пуç таяççĕ пире. Ăнса, тухăçлă пулмалла кăçал пахча çимĕçĕ, — сăмаха пăрса яма тăрăшрĕ вăл. «Чейне кипятильникпе те вĕретме пулнă-ха. Апатне те хатĕрлеме ан ӳркен. Çулла-çке. Лаçра тăракан такан çине пĕчĕк хуран çакса урамра турпас чĕртсе те пĕçерме пулать-çке. Çук, иртеймест çав йăмăкăм кинĕнчен», — шутларĕ хĕрарăм.

Алевтина аппăшĕн шухăшне ăнланать тейĕн.

Малалла

Элеги


Кĕркуннехи уяр тĕнче — мерчен.

Çавра чул пек вăл кăптăркка, тирпейлĕ.

Çаралнă вĕтĕ туратсем черчен.

Тӳпе çинчи вĕт çулçăсем шевлеллĕ.

 

Кĕркуннехи уç сывлăш — панулми:

пиçсе кӳпченĕ çăмхара — сипетлĕх.

Сывлатăн пĕчĕк ачалла — туллин.

Кулатăн мĕн кирли пурте çитетлĕн.

 

Кĕркуннехи виç уйăх — çулçӳрен.

Ал арчинче кĕпе-тумтирĕ пур ун.

Эс çаврăнса çеç пăхăн, вăл тӳрех

кăнтăралла кустарĕ: «Пур пул, пурăн!»

 

Кĕркуннехи самант таврăнмасла.

Пур тивĕçменлĕх, ватлăх, шухăш — тарăн.

Çил хускатсан йăмралăх анаслать.

Йĕпхӳ килет те — вăл йĕрет, мăнтарăн.

 

«Этем хĕр-ывăль ан кулянтăрах

çу — кĕтĕкшĕн, кĕр çулсăрришĕн», — тетĕп.

Асра халь сăвăç çырнă виç сăмах:

«Кĕркуннепе пит ăнăçлă ĕçлетĕп».

Халь пур чухне...


Ирхи пайăркасем илемлĕ

Ирхи хĕлхем шерпет пекех —

Чĕре çине сарçу килетĕ,

Вăя пухса ĕçлес килет!

Мĕскер мана вăл янкăр сивĕ,

Мĕскер мана вал янкăр пăс?

Лава тапса туртмалăх тийĕр,

Халь пур чухне тапса туртас!

 

Ачашшăн кăмăллăн, хисеплĕн

Çавра Хĕвел савать мана!

Ытти савакана пĕлместĕп

Савма пĕлетĕп эп хамах!

 

Мĕскер мана сив тăвăл хумĕ

Ирхи хĕвел манпа пулсан!

Чăн хурçă шанчăк тăлăх юлмĕ

Чунра Хĕвел çути пулсан!

 

Иакинф Бичурин 220 çулне кайсан

1997, авăн, 10.

Халь ир кăна...


Çула иртнĕ кунпа виçместĕп

Халь ир кăна, халь ир кăна!

Ирхи хĕвел манран писместĕ,

Чĕнет! Тăрам та вăркăнам!

Мĕскер мана умри çил-тăвăл?

Мĕскер мана хура тăман?

Хĕвел ачи пулса эп тăтăм,

Хамран Хĕвел пĕрчи тăвам!

 

1957, авăн, 10.

Альпăрт Канаш патĕнчен тухсан.

«Караганда... Хура калта...»


Караганда... Хура калта...

Хура кăмрăк купи кунта...

Хурлăхăмăр çӳрет малта —

Тăрса юлаймăпăр унтан...

 

1974, ака, 16.

■ Страницăсем: 1... 216 217 218 219 220 221 222 223 224 ... 794