Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хура çăкăрÇăлтăрчăксемЯл калавĕҪавраҫилЧакăл-туПирвайхи юратуАтте пилĕ

Пĕр сăмах


В. Агеев ӳкерчĕкĕ
В. Агеев ӳкерчĕкĕ

Вăл мыскаралла этеме эпĕ чайнăй патĕнче асăрхарăм. Вара эпир пĕрле апат çирĕмĕр. Анчах паллашасса каярахпа тин паллашрăмăр-ха. Ĕçĕ çапла пулса иртрĕ. Ирхине эпĕ, района командировкăна килнĕскер, апат çиес тесе, чайнăй патне пытăм. Эпĕ иртерех тухнă-мĕн, алăк çине «сакăр сехетре уçăлать», тесе çырса хунă.

Ку район центрĕ вăрман варринче ларать те, ун урлă мăн çулпа татти-сыпписĕрех машинăсем иртсĕ çӳреççĕ. Пушăлла килеççĕ те вăрман турттарса каяççĕ. Чăвашла, вырăсла, тутар-мишерле калаçни илтĕнет. Чăвашĕсем те тĕрлĕ вырăнтан: «аре» текеннисем Елчĕк тăрăхĕнчен, «ами» текеннисем («ку эсĕ мар-и, ами?») Тутар республикинчен. Ульяновск облаçĕнчи машинасем те курăнкалаççĕ.

Чайнăй уçăласса кĕтсе, аслă çул çинчи тĕркĕшĕве сăнаса ларнă май, эпĕ пĕр темле çынна асăрхарăм. Вăл халĕ çеç машинă çинчен анса юлнă пулас, çул хĕррине пăрăнса танă та тусанлă карттусне тăрăшсах карта вĕрлĕкĕ çумне шаккать. Арпашса кайнă хура çӳçне вăл пӳрнисемпе кăна якаткаларĕ те карттусне, çӳлĕк çине хунă пек, пуçĕ çине хурса ячĕ. Унтан йӳнĕ костюм пиншакĕн аркисене лăстăр-лăстăр силлерĕ, çурăмĕ хыçĕнчи кутамккине вĕçертсе аллине тытрĕ. Юлашкинчен ĕç-пуç кĕсйинчен пĕчĕк куç кĕски кăларса тӳрленесси патнех çитсе тухрĕ.

Малалла

Тилĕ мĕншĕн хĕрлĕ?


Вăрман хĕрринче пĕр тилĕ пурăннă тет. Пĕррехинче унăн хырăмĕ выçнă та вăл яла автан вăрлама чупса çитнĕ. Ял хĕрринчи хресченĕн автанĕ шăпах чăххисене ертсе уçăлма тухнă-мĕн. Вĕсемпе пĕрле хуçан йытти те чупса çӳренĕ. Тилĕ автана тапăннине курсан йытă çилленсех кайнă, тӳрех тилĕ çине сиксе ӳкнĕ, ăна мăйран çыртса илнĕ. Суранран юн юхма тытăннă. Ыратнипе тилĕ автана ирĕке янă, хăй вăрманалла тарнă.

Юнĕ ниепле те юхма чарăнман, чĕр чунăн кĕрĕкне хĕрлĕ тĕспе сăрланă. Тилĕ юханшывра та çăвăнса пăхнă, симĕс курăк çинче те йăваланнă — хĕрлĕ тĕсе пур-пĕрех çуса ярайман, тасалайман. Акă мĕншĕн тилĕ хĕрлĕ тĕслĕ иккен.

«Çунса кĕлленчĕ чун, çунса кĕлленчĕ!..»


Çунса кĕлленчĕ чун, çунса кĕлленчĕ!

Вутра тĕп пулчĕ юрату та ырату.

Кĕл сывламасть. Вăл сивĕ те йӳçенчĕк.

Вăл вилĕ, чĕрĕ мар, ан пыр патне, асту.

 

Те сӳнчĕ пурнăç, те сӳнклен, — вĕссĕр?

Те хăвăрт ирĕлсе пĕтет çурхи юр пек?

Пăхать хĕвел çавнă пĕлес темесĕр.

Сăнать хир-вăрмана, çĕр анлăшне — тӳпе.

 

Ун чух кĕрленĕ пур яш туйăм-сисĕм

пĕр чăрсăр, пĕр айван курнать халь куçăма.

Чун кĕлленмест сăлтавсăр, ним уссисĕр.

Вăл кĕл çеç мар — вут çуннă вырăн, кĕл çеç мар!

 

Мĕскер-ши? Ма хальччен пĕлместĕп? Намăс!

Тен, вăхăта манса, çулсем чылай иртсен,

çапах та пымалла çăв вырăна ман:

туйса илес тесе — ма чĕрĕ, ма вилмен...

«Пурте тĕл-йĕрсĕр çухалать...»


Пурте тĕл-йĕрсĕр çухалать.

Пĕтет-мĕн юрату. Сӳнет-мĕн

чĕре кăварĕ, çук пулать.

Чараймăн ним туса, çĕнеймĕн.

 

Ан кай, тăрсам тата кăштах.

Мана эс сывлăш пек халь кирлĕ.

Куçу сан халь те çап-çутах.

Чуна савăнтарма эс килнĕ.

 

Ан кай, йăпат та авăнтар

пĕр кун, ик кун, эрне е уйăх.

Ман ирĕкрен ан тух, ан тар,

тарсан — пĕтен, тĕп тăвĕ хуйăх.

 

Эс йышăн, килĕш çакăнпа.

Йӳтетмĕш мар эп, ăнлансамччĕ.

Ан кай, пул ĕмĕр çеç манпа,

эп виличчен анчах пулсамччĕ.

 

Çунсан-çунсан чун йăмăхать.

Кăвар сӳнсен асап тамалĕ.

Ан кай, юлсам яланлăха!

Ан кай... тытмасть сана тек алă.

Салтак ачи


Салтака хăй ывăлне

Амăш ячĕ ăсатса.

Шăпа чĕннĕ çул енне

Утрĕ каччă васкаса.

 

— Ыр аннеçем, чипер юл,

Часах таврăнăп киле.

Ан кăлар йĕрсе куççуль,

Ырă çул мана пилле...

 

Шыв-шур юхĕ сахал мар

Вăл çаврăнса киличчен.

Килте амăш, янавар,

Кĕтĕ ывăлне пĕччен.

Анне уявĕ


Сетел çинче çунать çеçке,

Кил-йыш питех хавас.

Аннен çуралнă кунĕ-çке, —

Мĕскер ăна сунас?

 

Сунатпăр сывлăхлă пулма,

Ĕçре ялан малта пыма.

Сунатпăр ыр телей курма,

Çут хĕвел пек, савса кулма.

Кӳлĕ хĕрринче


Çуллахи хĕвеллĕ кун. Урамра пăчă, сывлама та йывăр. Сенкер пĕлĕт тап-таса, унта пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Çынсем шыва кĕме васкаççĕ. Кӳлĕ хĕрринче ура пусма вырăн çук. Çамрăксемпе ача-пăчасем йĕри-тавра шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ. Ăшă çанталăкпа пурте савăнаççĕ.

Пĕр хĕрачапа ашшĕ те кулĕ хĕррине пырса çитрĕç. Ашшĕ çыр хĕррине пулă тытма вырнаçса ларчĕ. Унăн вунвиççĕри хĕрĕ шыва кĕме чупрĕ. Вăл ашшĕне: «Эпĕ кӳлĕ тĕпне чăмса пăхас-ха», — терĕ. Акă вăл пĕрре чăмрĕ, тепĕре...

— Асту, хĕрĕм, асăрхан, — терĕ ашшĕ.

Те илтрĕ вăл ашшĕ асăрхаттарса каланине, те çук. Иккĕмĕш хут чăмнă хыççăн самаях вăхăт иртрĕ, хальхинче хĕрача шывра курăнмарĕ. Инкеке туйса, ашшĕ чупкалама пуçларĕ. Анчах чылай вăхăт иртнĕ хыççăн тин вăл чĕннипе чупса пынă çынсем хĕрачана шывран туртса кăларчĕç. Çапла çамрăк хĕрача пурнăçĕ, вăл унăн тути-масине пĕлсе ĕлкĕреймесĕрех, сарăмсăр татăлчĕ.

Ачасем, нихăçан та вилĕме хирĕç ан утăр. Сирĕн кун-çулăр пуçланатъ кăна-ха. Сарăмсăр ан татăр ăна. Çывăх çынсемпе пĕрле пулнă чухне те асăрханма ан манăр.

Мĕн пулчĕ-ши?


Мĕн пулчĕ-ши, Çĕршыв, сана —

Хавшатрăн улăп пек вăйна?

Те куçăхтарчĕç ют туссем,

Пуянлăхшăн çунакансем?

Пуян пулсан та, чухăн эс,

Çынсем кăнттам, çынсем çиллес.

Хăр-хар тăваççĕ ним çукран,

Сăмах чĕнмешкĕн аптăран.

Çĕршыв, мĕн пулчĕ-ши сана,

Тăрантараймастăн халăхна?

Ĕрчерĕç тĕрлĕ йăх-яхсем,

Вăр-хурахсем, пусмăрçăсем.

Вакла-вакла патшалăхна,

Сумсăрлатасшăн халăхна.

Çап-çут тăваççĕ хыснуна,

Епле сисместĕн эс çавна?

Хаксем кармашрĕç тӳпене,

Илеймĕн нимĕн кирлине...

Мĕн пулчĕ-ши сана паян,

Хăçан-ши пулăн эс пуян?

Иртеççĕ ларусем вĕçрен,

Усси çаплах çукрах вĕсен.

Кунран-кунах улшăнусем, —

Кăмпа пек шăтрĕç ушкăнсем.

Витĕнекен утиялне

Кашни туртасшăн хăй енне.

Ăçта пырса тухас капла?

Итле, Çĕршывăмçăм, кала!

Кĕрлет, пасарти пек, шăв-шав,

Усси... Усси сахал-ха, ав.

Хĕрарăм куççулĕ


«Арçын алли кирлех çав», — теççĕ,

Арçынсăр юлнă кил-çуртра.

Вăй çитменнишĕн тертленеççĕ,

Вăйне ыйтаççĕ Турăран.

 

Хĕрарăм юхтарать куççулĕ,

Ытла хатарлă ун шăпи.

Савни çухалнă вăрçă çулĕ, —

Çапах кĕтет-ха Салампи.

 

Иртет сисмесĕрех хĕл кунĕ,

Сад пек чечекленет тĕнче.

Пурнасшăн халăхĕ, чĕрчунĕ

Хĕвелĕн ылтăн карринче.

 

Анчах хĕрарăмăн телейĕ

Арканнă иртнĕ вăрçăра.

Эс ху та, тантăшăм, пĕлетĕн, —

Юратнă çын пурнать чунра.

«Эх, ĕмĕт, ĕмĕт, çил-çунатăм...»


Эх, ĕмĕт, ĕмĕт, çил-çунатăм,

Ăçта кăна çитмен санпа,

Ачалăхри майлах йăпантăм

Эс сунакан малашлăхпа.

 

Ялан-ялан ырра кĕтетĕп,

Ура хурсассăн та усал,

Ăсчахсене телей пиллетĕп

Хам ятăмпа пĕрер мăскал.

 

Çип пек татăлмасан кун-çулăм,

Пурнасчĕ çутă ĕмĕтпех:

Çĕклентĕр шухăш, çиçтĕр сывлăм,

Кĕтрет саманинчи пекех.

■ Страницăсем: 1... 462 463 464 465 466 467 468 469 470 ... 796