Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Виталие çак эрнере тем пулчĕ. Е вăл сунтал çине хунă тимĕр татăкне мăлатукпа пĕрре çапсах лапчăтса çӳхетрĕ е, вăхăтран-вăхăта вĕркĕч авринчен уртăнса, шухăша путса тăчĕ. Ĕнер авă, тимĕрç лаççинчен киле кайма тухсан, çутă пĕве хĕррине анса ларчĕ. Тăрă шывра лĕпсĕррĕн чӳхенекен сăнне вăл нумайччен тинкерсе пăхрĕ, унтан ури вĕçĕнчи чула çĕклесе шывалла вăркăнтарчĕ.
Хĕвел анас умĕн лаççа пырсан, Микантăр мучи Витали мĕн хăтланнинчен пушшех те ытларах тĕлĕнчĕ. Çамрăк тимĕрçĕ лутра пукан çине утланса ларнă та умĕнчи сунтал çине тетрадь уçса хунă. Мучие курсан, вăл ытти чухнехи пек ăшталанса ӳкмерĕ, «тĕпелелле» иртсе ларма та сĕнмерĕ. Вучахри кăмрăк çинче мĕлтлетекен пĕчĕк кăвак çутăсем еннелле тинкерекенскер, вăл, кăранташне сурчăкпа йĕпетсе, хăвăрт-хăвăрт çырма пуçларĕ.
— Мĕн тăватăн эсĕ, Витали?
— Поэма çырас тетĕп, Микантăр мучи.
Мучи халĕ каччă çине шикленерех пăхса илчĕ.
— Хм-м! Апла эпĕ сана пилĕк çул поэм çырма вĕрентрĕм пулать-и, Витали? Сана эп плугпа сеялка юсама, сана эп...
— Микантăр мучи, — пӳлчĕ ăна çамрăк тимĕрçĕ, — уншăн-куншăн тав-ха сана, анчах эсĕ поэма çырма вĕрент халĕ.
Малалла
 Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх,
Хурал çурчĕ, хурăн, йĕтемпе мунча...
Ялти ĕçчен халăх курса савăнмалăх
Хĕвĕшет ир-каçăн йышлă ачапча.
Çурла, авăн уйăх — тырă пухнă вăхăт,
Çаранлăх йĕтемĕ пасар пек шавлать.
Молотилка янă, кӳлнĕ лаша-вăкăр —
Кив-Улхаш хресченĕ хура тар тăкать.
Хул-пилĕкĕ сурнă ватă çын йăваннă,
Айлăмра тулеккĕн тулхăрать лаша.
Тарасаллă пусă тӳпене кармашнă,
Вăй карти çĕклерĕ çамрăк чăваша.
Çурла уйăх шăппăн хурăн тăрне ларчĕ,
Алтăр Çăлтăр тайрĕ çутă куркине.
Яш-кĕрĕм хавассăн ташшине çаптарчĕ,
Кĕмĕл юрă юхрĕ каçхи ял çине.
Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх,
Колхоз çурчĕ, пусă, кĕлетсем, мунча...
Иртсе кайнă кун пек, юлчĕç асăнмалăх,
Паянхи ял сăнĕ урăхла пачах.
 Пĕлĕт мар — шав шăвать,
Шыв та мар — шав юхать.
Тимĕре аркатать,
Чул тăва та ватать.
Курăнмасть, шавламасть,
Апат-çимеç ыйтмасть,
Çын çӳçне шуратать,
Вилĕмпе хăратать.
Вăл çуралнă чуна
Вăй кбртет, чун парать.
Çавă шутлă куна
Ӳстермест, çывхартать.
Хуйăха вăл сиплет,
Айăпа каçарать.
Çуралмасть те вилмест,
Çил-тăман кăларать.
Пыр хуллен ун патне —
Паттăра ал парать.
Нишлĕ çыннăн ятне
Тикĕтпе варалать.
Шăпуна татакан
Санпа çумлă çӳрет.
Вăхăт — акă вăл кам
Çавă паттăр кĕтрет.
Каçар мана эс, ылтăнăм,
каçар мана эс, кĕмĕлĕм.
Сана ялан ăстăвăп эп —
юратăп, юрă кĕвĕлĕп.
Чăн тӳпере çич çăлтăр тет,
пĕри кăна чăн çутă тăр.
Калатăн эс: «Тул çутăлать»,
мĕнех тăвайăн, çутăлтăр.
Урампала пыратпăр ак,
тĕтре ав карчĕ чатăр пек.
Пире шур уйăх ăсатать,
пĕрне-пĕри юратăр тет.
Иртмен-ха çĕр, ах, шăпчăкăм.
Иртмен-ха ĕмĕр, тусăмçăм.
Тулта — сиреньлĕ çуркунне!
Пуçу сан мĕншĕн усăнчăк?
Юрат мана эс, ылтăнăм,
юрат мана эс, кĕмĕлĕм.
Сана нихçан та манмăп эп —
савса пин юрă кĕвĕлĕп...
Телей-и çак? Телей пуль. Эп çырап.
Çĕр-çĕрĕпе варлатăп хут. Çурап.
Çĕн туйăм-сисĕм чунра вăй илет.
Çĕн шухăш-ĕмĕт пуçра кĕр-кĕрлет.
Телей-и çак? Телей пуль. Эп çунап,
асар-писер вутра туптап чуна.
Пурах, пурах-тăр çав ман Тур пани —
пĕртте пăрахăç мар эп юрлани.
Телей-и çак? Телей пуль. Эп пурнап.
Хĕн-хура мар, ĕçе çеç парăнап.
«Вил перĕнсе, пĕт эсĕ!» — теççĕ те,
çук, шел-ха пульлăма, усрасчĕ теп.
Тусран-йышран-и шутсăр йĕрĕнсе,
пĕр вăхăт шăранмарĕç йĕркесем.
Мĕн турăм-ха? Арларăм кĕнчеле.
Телей-и çак? Телей пуль. Чăн телей!
Хура юнсем, ан савнăр антăхса.
Талант сӳнмерĕ, кайрĕ кăтăрса.
Чунра — суран. Тумлать юн. Ӳт илмен,
Çав юн — ман сăвă. Чĕрĕ! Эп вилмен...
 (Хыçсăмах вырăнне)
Питĕ кăткăс, йывăр та пăтрашăнчăк тапхăра суйласа илнĕ Юхма Мишши хăйĕн çак çĕнĕ историлле романĕ валли. Ку вăл X ĕмĕр пуçламăшĕнчи Атăлпа Урал, Çурçĕр Кавказ тăрăхĕсенче, пĕтĕмлетсе каласан, пĕтĕм Еврази талккăшĕнчех пулса иртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем.
Ку тапхăхрта пирĕн авалхи ламтайсем пулса тăракан пĕр тымартан тухнă пăлхар йăхĕсем тĕпрен илсен виçĕ çĕрте пурăнаççĕ. Дунай çинче, унта вĕсем хăйсен вăйлă патшалăхне тăваççĕ, византисемпе вĕçе-вĕçĕн вăрçă вăрçаççĕ, çак çур тĕнчене тытса тăракан вăйлă патшалă-ха темиçе хутчек те çапса çĕмĕреççĕ.
Пăлхарсен тепĕр пайĕ — Çурçĕр Кавказрах. Унта вĕсем хăйсен патшалăх тытăмне упраймаççĕ, хазарсен пусмăрне кĕрсе ӳкеççĕ.
Пăлхарсен тепĕр пысăк пайĕ — Атăл çинче, кунта вара вĕсем аслă та чаплă патшалăх туса хураççĕ. Ку вăл — Атăлçи Пăлхарстан.
Атăлçи Пăлхарстан патшалăхне пĕрлешнĕ пирĕн авалхи ламтайсем пĕтĕм Еврази талккăшĕнче питĕ курăмлă вырăн йышăнма тытăнаççĕ. Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ ӳссе-сарăлса, вăйлăланса пырать. Унта тĕрлĕ тăрăхсем, тĕрлĕ йăхсемпе халăхсем пурăнакан çĕрсем кĕреççĕ. Çурçĕрте Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ, унти тĕрлĕ йăхсене хăй ытамне илсе, Пăрлă океан патнех çитме тытăнать. Çурçĕрте пурăнакан йăхсем пирĕн авалхи ламтайсенчен вĕренсе хăйсен пурнăç тытăмне çĕнелле йĕркелеме тытăнаççĕ: выльăх-черлĕхе йĕнерлеме, çĕнĕлле пӳрт-çурт тума, аталаннă çĕршывсенчи пек суту-илӳ тума вĕренеççĕ. Анăçра пирен ламтайсен чикки Хура Атăл, хальхи пек каласан, Ока шывĕ таран тăсăлать. Аслă Атăл тăрăх тăвалла кайса, пăлхар-чăвашсем Балти тинĕсĕ таврашĕнче пурăнакансем патне çитиех, тепĕр чухне Скандинави çĕрĕсене те суту-илӳ тума çӳреççĕ. Тухăçра вара пăлхар-чăвашсен суту-илӳпе çурекен тĕве караванĕсем Енисейпе Алтай таврашĕнчи халăхсем патне те, тепĕр чухне Китай çĕрне те çитеççĕ. Кăнтăрта кăна пăлхар-чăвашсен çулĕ хупă пулнă. Вĕсене Атăл тăрăх анаталла кайма, вăйлă аталаннă кăнтăрти çĕршывсемпе çыхăну тытма хазарсем чарнă.
Малалла
Хур кайăксем карталанса
Тăван енех вĕçеççĕ.
Кикак! Кикак! кикаклатса
Ял çийĕпе иртеççĕ.
Малти, кур, ывăнчĕ пулас
Çил юхăмне сирмешкĕн.
«Йышрах, эппин тĕрев тупас
Çитес çĕре çитмешкĕн».
Тепри вăр! тухрĕ картинчен:
Кăллин! Каллин! Сас пачĕ.
Çав эрлĕк сасă темĕнччен
Ман чĕремрех-çке юлчĕ.
Çурхи куна саламласа
Хăварнă çакă сасă,
Чиперленсе, сăнарланса
Пуянланайрĕ асăм.
Утса-чупса та çаврăнса
Ачалăха шырарăм.
Йăлтах палланă вырăнсем,
Чун-чĕреме шуйхатрăм.
Авкаланса юхать Пăла
Тухăçалла вăраххăн.
Çĕклентерет чун-кăмăла,
Туймасп хама хăраххăн.
Çич кукăрлă çырма хĕрри,
Çеремĕ симĕс-симĕс.
Ăçта ачалăхăм йĕрри,
Çул хывса иртнĕ тикĕс.
Тен, ав, инçетлĕхĕн вĕçне
Кайса кăна çухалнă.
Çитесчĕ тетĕп, эх, вĕçсе
Мăшăр çунат хăлатăн.
Шухăшăмсен шуйхавĕнче
Тăратăп, Улăп евĕр.
Чăнах, епле хитре тĕнче!
Туссем, çакна пĕлсемĕр.
Шанмасăр ан кĕлту Турра,
ан ыйт нимскер те — ĕненмесĕр.
Суятăн, юратмастăн эсĕ,
эс ăшунта кулан унран.
Пуш çын эс — чунсăр та чĕресĕр.
Чунра çиçмест тĕк юрату,
Турра тупаймăн çынсем урлă.
Малтан çынсем патне çул туп,
чун уç, юрат та ырă ту,
вара, тен, курнĕ çулĕ Туррăн.
Тен, курăнмĕ... Юратăвна
çĕрти ĕçсем-пуçсем хупларĕç.
Çĕрти — çителĕксĕр. Ăна
çак пурнăç тулашне кăлар эс,
вара... кĕлту. Ыр çул сана!
Эй, Турă, пар мана туйса илме
хам вилĕмсĕрлĕхе. Парсам, тархасшăн.
Эп ĕмĕрех пуççапрăм илеме,
чи çут илем вăл эсĕ пултăн маншăн.
Эпир пулсах çитмен, илемлĕ мар,
айван, хавшак, кирек мĕне шанатпăр.
Вăй илеймест çаплах чунри кăвар,
çавна пула ĕнтĕркесе шăнатпăр.
Çараçланса, ăнкартăмăр çапах:
ма эпĕр нишлĕхлĕ, ма эпĕр сусăр.
Çутасчĕ тетпĕр çĕр çинче çăтмах,
тупли çăтмах — хĕн-тертсĕр, пуç касусăр.
Паллах ĕнтĕ, юмах ку, шанчăк çук,
çыпăçаймасть тееççĕ каснă чĕлĕ,
анчах та пирĕн пур, çапах та, чун,
чун вилĕмсĕр, апла эпир те чĕрĕ...
■ Страницăсем: 1... 459 460 461 462 463 464 465 466 467 ... 796
|
Шухăшсем
Our AI-powered traffic solution delivers...
Discover how our AI can skyrocket your c...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...