Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Глупый, сознающий, что он глуп, уже не так глуп.(Высоцкий)
 

Ad

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237232 views
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (142)]

Comments:

Agabazar // 1303.23.1018
2015.01.23 11:46
Agabazar
Конми // 9928.7.8476 2015-01-22 23:50: <<Пĕрле-уйрăм çырассипе тавлашма пăрахар.>>

Тĕрĕс, тавлашмалла мар, ĕçне тумалла. Урăхла каласан, çырмалла. Йĕркевсем епле ыйтаççĕ, çавăн пек çырмалла.

Асар // 4117.51.7078
2015.01.23 16:07
Хыпарта паян Туркай ҫырать: "Кивӗ орфографи патне таврӑнтӑмӑр. 1994 ҫулта филологсен пӗр ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин орфографине улӑштарас тӗлӗшпе хӑйнеевӗрлӗ "эксперимент" турӗ, анчах та ӑна пирӗн халӑхӑн ытларах пайӗ йышёнмарӗ".
Ку ача Марс ҫинчен персе анса пуҫне антӑратман пуль те? Орфографипе пунктуаци правилисене патшалӑх шайӗнче туса хунӑ сумлӑ комисси сӗннӗ, парламент ҫирӗплетнӗ. Туркай тата, мӗн, халӑхран ыйтса пӗлнӗ-и ун ячӗпе пакӑлтатма?
Agabazar // 2886.82.9470
2015.01.23 16:37
Agabazar

Йĕркевсем епле ыйтаççĕ, çавăн пек çырмалла. "Юрий Батьковичсем" ыйтнă пек мар.

2015.01.23 20:26
Аçтахар Плотников
«Орфографипе пунктуаци правилисене патшалӑх шайӗнче туса хунӑ сумлӑ комисси сӗннӗ, парламент ҫирӗплетнӗ.»
Эп пӗлнӗ тӑрӑх вара, Аслӑ Канаш ӑна хирӗҫленӗ, ЧНК хирӗҫ пулнӑ. Вӑрттӑн-хӑяккӑн ҫирӗплетнӗ ӑна.
Agabazar // 2886.82.9470
2015.01.23 21:17
Agabazar
Хирĕçленĕ-и, хирĕçлемен-и, вăрттăн-и, хăяккăн-и, анчах та Анчах та Шурчанов алă пусса çирĕплетнĕ йĕркевсем паянхи кун саккунлă шутланаççĕ.

Ку Туркай кунашкал форумсем тăрăх çÿремест пуль, çавăнпа та кам та пулсан тăнлантарăр-ха ăна Çырулăх Йĕркевĕсем пирки. Мĕнле кивĕ правилăсем пирки сăмахлать у?

Пĕтĕм Правилăсене кăтартаймасан та, çав 75-мĕш параграфа камăн та пулсан "сăмсаран чышсах" (!) кăтартас пулать пуль...
Асар // 4117.51.7078
2015.01.24 14:03
Админ, Акапасар тӗрӗс калать. Эсӗ вара, Админ, Кубарев алӑ пуснӑ, хыҫҫӑн тепӗртакран пӑрахӑҫлани пирки калатӑн.
Конми // 1164.52.6560
2015.01.26 00:48
Туркая тапăнма тăхтар. "Çĕнетнĕ" правилăсенче çĕнни, шăнăрĕ- уйрăм тата деффиспа этимологи принципне тĕпе хурса çырасси. Пысăк сăмахсар кăларчĕçĕ, 75-мĕш параграфа шута илмерĕç. Хаçат-журнал, издательство редакторĕсене пĕрле çырма чарчĕç кăна мар, кунсерен йĕрлесе тăчĕç. Çакна шута илсе калать те ĕнтĕ Туркай. Уйрăм çырма юратакансем, сире никам та уйрăм çырма чармасть. Арçурие АР ÇУРРИ, ЧĔРКУÇÇИЕ ЧĔРКУÇÇИЙĔ тейĕр. Тавлашма сăлтавĕ çук.
Agabazar // 3937.25.4995
2015.03.03 08:28
Agabazar
Мартăн 12-мĕшĕнче çырулăх ыйтăвĕсемпе пуху ирттерме палăртнă. Конференци. http://chuvash.org/cgi-bin/calendar.cgi?a=meropriati#m581
Agabazar // 3538.78.4103
2015.03.11 10:27
Agabazar
Лингвофорумра ятарлă тема уçрăм. Чăваш орфографийĕн теорилле никĕсĕсем. http://lingvoforum.net/index.php/topic,76012.new.html#new
Agabazar // 3538.78.4103
2015.03.11 10:27
Agabazar
Кунта каярахпа çырса хурăп

Pages: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 15

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters