Хирĕçленĕ-и, хирĕçлемен-и, вăрттăн-и, хăяккăн-и, анчах та Анчах та Шурчанов алă пусса çирĕплетнĕ йĕркевсем паянхи кун саккунлă шутланаççĕ.
Ку Туркай кунашкал форумсем тăрăх çÿремест пуль, çавăнпа та кам та пулсан тăнлантарăр-ха ăна Çырулăх Йĕркевĕсем пирки. Мĕнле кивĕ правилăсем пирки сăмахлать у?
Пĕтĕм Правилăсене кăтартаймасан та, çав 75-мĕш параграфа камăн та пулсан "сăмсаран чышсах" (!) кăтартас пулать пуль...
Асар // 4117.51.7078
2015.01.24 14:03
Админ, Акапасар тӗрӗс калать. Эсӗ вара, Админ, Кубарев алӑ пуснӑ, хыҫҫӑн тепӗртакран пӑрахӑҫлани пирки калатӑн.
Конми // 1164.52.6560
2015.01.26 00:48
Туркая тапăнма тăхтар. "Çĕнетнĕ" правилăсенче çĕнни, шăнăрĕ- уйрăм тата деффиспа этимологи принципне тĕпе хурса çырасси. Пысăк сăмахсар кăларчĕçĕ, 75-мĕш параграфа шута илмерĕç. Хаçат-журнал, издательство редакторĕсене пĕрле çырма чарчĕç кăна мар, кунсерен йĕрлесе тăчĕç. Çакна шута илсе калать те ĕнтĕ Туркай. Уйрăм çырма юратакансем, сире никам та уйрăм çырма чармасть. Арçурие АР ÇУРРИ, ЧĔРКУÇÇИЕ ЧĔРКУÇÇИЙĔ тейĕр. Тавлашма сăлтавĕ çук.
Тĕрĕс, тавлашмалла мар, ĕçне тумалла. Урăхла каласан, çырмалла. Йĕркевсем епле ыйтаççĕ, çавăн пек çырмалла.