Акапасар, испанла боты, ботинки, полуботинки - пурте ÇĂПАТА - sapatos. Ностратлă чĕлхе парнийĕ. Вĕсем пурте çавăнтанах тухнă.Атă вĕсенче оты, оти пулса кайнă. Шухăшламалли ыйтусем чылай. Тен хăй вăхăтĕнче Виталий Котлеев шутланă пек ХУПĂ САСĂСЕН ЯНРАВЛĂХНЕ, уйрăмах в, л, м, н. р хыççăн б, г, д, ж,з çырса палăртма тытăнмалла. Икĕ уçă сасă хушшинчи, сăмах пуçламăшĕнчисем пирки те пуçа ватса пăхмалла, Оо статусне те йышăнмăалла-и тен.
Конми // 9773-3567
2015.01.14 23:51
Админ, мана январĕн 4-мĕшĕнчех тĕрĕслесе регистрациленĕ. Мĕншĕн манăн каллех кашни кĕмессерен К.П.Ç. сăăмаха та тавçăрмалла! Куç вăйĕ пĕтсе çитрĕ, сывлăхăм начар.Мĕнле те пулин хам пĕлÿсене каласа хăварма та май памастăр. Пĕчĕк ачапа вылянăн айкшатăр.
Конми юлташ,
Пире пурсăмăра та хайхи 75-мĕш параграфа тата уйрăмах çав параграфри асăрхаттарăва "парнелеме" пултарнăшăн тем пекех "Слапух Турра" теес пулать. Ку вăл чăнах та сирĕн "еткер" иккенне витĕр курса тăратпăр. Еткерех теес пулать ĕнтĕ, ара унтанпа çирĕм çул та иртрĕ пуль? :-)