Кунта сирĕн Çырулăх теми "Высшие Интегральные исчисления дифуравнений 5-го порядка" тенинчен те самай кăткăсрах.Мана çав дифуравненисем халĕ те тĕлĕкре курăнаççĕ,халĕ те шиклентереть экзаменсем тытасси.Эп çырулăхпа нимĕн те ăнланмастăп та,Акасапар ан ятла ĕнтĕ.
Шăна-пăван-и унта,калта-çĕлен-и--тупсăмĕ пĕрре:пит нумай калаçатăр пĕрле/уйрăм е дефис урлă çырмалли пирки. Хăвăра пит ĕçлĕ тесе шутлатăр ĕнтĕ,ăсчахсем.Пĕр каманди вăйлăрах чухне пĕр майлă Çырав йышăнатăр, кайран тепĕр каманди вăй илеть те-тепĕр майлă. "Вечное движение", иммитация бурной деятельности"-пит лайăх, маттурсем!
Ача // 4117.51.7078
2014.12.22 17:33
Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем 100 проценчĕпех паянхи орфографишĕн. Çамрăксем - пурте, вĕсем унпа вĕреннĕ. Чĕлхе наукинчисем -пурте тенĕ пекех. Тен, пурте. Апла кам валли кивĕ орфографие тавăрчĕ Туркай Хыпарпа унăн хаçачĕсенче? Подписка тума-и? Пулăшĕ-ши?
Денис Гордеев, Атнер Хусанкай тата "Ача" никлă сайтçă патне Уçă Çыру
Паянхи "Хыпар" тата ун "хуçи" Валери Туркай вăйра тăракан чăваш орфографине тата çырулăхăн ытти йĕркевĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Вĕсем кивĕ орфографи патне таврăннă тени — сĕмсĕрле суя сăмах пекех. Чăнах та çапла иккенне ĕненес тесен мухтавлă, легендăсене кĕрсе юлнă 75-мĕш параграфа пĕр сăмах сиктермесĕр вуласа тухни те çителĕклĕ. Çырупа паллашнăшăн тавтапуç. Акапасар.
Мĕн "вырăссем" çине йăвантаратăр?
Ача çăварĕпе чăнлăх калаçать теме йывăрччĕ-им?
Михаил Волков // 4181.70.5320
2014.12.23 23:37
Ытла та мĕскĕн-çке эпир! Пĕр ыйтăва та тĕплĕн сÿтсе явма хал çитерейместпĕр. Концепци пирки калаçу уçрăмăр анчах, хупса та хутăмăр. Епле тĕлĕнмĕ вулакан хăна! Манăн çырусем тĕлли-паллисĕр çухалчĕç. Тĕрĕсрех каласан, такама килĕшмерĕç вĕсем. "Чĕлхе хуçисем" никама та çывхартасшăн мар "хăйсен хуçалăхĕ" патне. Волковĕ вĕсене тапать-çке! Тĕпчевĕсен, пĕлĕвĕсен шайне хурлать. Тата çыравçăсене хутшăнтарасшăн концепци тума.