Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Будем трудиться, потому что труд - это отец удовольствия.(Стендаль)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтарманни чӑваш чӗлхине аталантарни пулать-ши?

Аçтахар Плотников17.12.2014 15:2917520 views

Пирӗн сайтра «Хыпар» издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫырӑнтару мероприятийӗсене ирттерни пирки пӗрре мар хыпар пулчӗ. Валери Туркай пӗтӗм чӑваш хаҫачӗсен хуҫи пулса тӑнӑ хыҫҫӑн хаҫатра чӑн та улшӑнусем пулма пуҫларӗҫ. Кӑна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче те пӗрре мар калать. Хӑшӗ-пӗрне мухтамасӑр май ҫук (самах кунта «ҫӗршыва» пӗрлештерни пирки), теприсене вара ниепле те ырӑ пулӑм теес килмест вара. Ак, сӑмахран, уйӑх ячӗсенех илес. Юрать-ха хаҫат пуҫелӗкӗнче те пулин вӗсене хӑварнӑ. Анчах шалта — йӑлт «декабрь», «ноябрь», «октябрь». Туркай ҫапла каланӑ пулать, тет-и: «Мӗнле уйӑх вӑл ака уйӑхӗ? Кам пӗлет ӑна?» Вара вырӑссенчен лекнӗ уйӑх ячӗсемпе усӑ курма тытӑннӑ. Белоруссемпе украинсем хӑйсен ячӗсемпе усӑ курма хал ҫитереҫҫӗ, эпир вара пире мӑн асаттесенчен ҫитнӗ ятсене — ҫук.

Ак тепӗр япала — терминсем. Туркай «малашне хаҫат халӑха ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтармасси» ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла май «заместитель», «генеральнӑй», «сотовӑй», «указ» сӑмахсем хаҫатра ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫав-ҫавах, «культурӑпа кану центрӗ», «курав», «ҫавра сӗтел», «таврапӗлӳ», «ӗҫтӑвком» терминсем пач ҫухалман-ха — ҫӗнӗ кӑларӑмра та сахал мар.

Алексей Леонтьев пуҫлӑхра ларнӑ вӑхӑтра, паллах, ҫитменлӗхсем сахал марччӗ, анчах вӑл чӑваш чӗлхине аталанма ҫӗнӗ терминсем кирлине ӑнланатчӗ пулас — вӗсем унта тӑтӑшах тӗл пулатчӗҫ. Тен, кирлех те мар вӗсем? Тен чӗлхене аталанма чӑрмантараҫҫӗ? Анчах «вулакана чӑрмантараҫҫӗ» тейӗпӗр те ҫӗнӗ пӗр термин та кӗртмӗпӗр. Вара мӗн пулса тухӗ? Терминсем ҫаплипех юлӗҫ. Вырӑс чӗлхинчи пеккисем — ара пурте тенӗ пекех вырӑсла вулатпӑр, калаҫатпӑр, ҫапла май вӗсене лайӑхрах пӗлетпӗр мар-и? Чӑваш чӗлхине аталантарни пулӗ-ши вӑл? Ҫӗнӗ терминсем чӗлхеҫӗсен пуҫӗсенче ҫуралса унтах пӗтни, вулакан халӑх патне ҫитейменни усӑллӑ пулӗ-ши? Ман шутпа ку пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнипе тан.

Совет саманинчи текстсене вулатӑн та... те вырӑсла текста вулан, те чӑвашлине — ӑнланса илме май ҫук. Тӗрӗссипе каласан вӑл вӑхӑтра текст чӑвашла пулни ытларах туйӑнатчӗ-ха ӗнтӗ — ун чухне ҫыраканӗсем хальхи пек вырӑсла шухӑшӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырса хуракан марччӗ-ха. Анчах чылай термина вырӑслинчен илсе ним уямасӑр усӑ курни хальхилле пӑхсан тӗлӗнтерет. Халь вара вулакан хыҫҫӑн кайса тексчӗсем те — вырӑсла шухӑшласа ҫырнисем, терминӗсем те — вырӑсла. Малашне вырӑс чӗлхи ҫине куҫасси кӑна юлать. (Ак сӑнатӑп та «Хыпар» сайтне, вӑл ытларах та ытларах вырӑсланса пынине куратӑп — паян тӗсӗсене те Раҫҫей тӗсӗсем ҫине улӑштарчӗҫ пулас).

Ҫавах те Петӗр Хусанкайӑн вилӗмсӗр сӑвӑ йӗркисене асаилтерес килет:

 

Никамран та ютшӑнмасӑр,

Тан курса пур йӑхсене,

Ят хума пултарнӑ хамӑр

Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене.

 

Чӑн та, енчен те ытти халӑхсем пӗр-пӗр япалана хӑй ятне пама пултарнӑ пулсан, эпир те чӑвашсем, вӗсенчен пӗрре те катӑк мар пуль. Эпир те ҫав япалана хамӑрла, чӑвашла, калама пултаратпӑр. Ҫав ята вара халӑх патне ҫитерекенни чӑвашсен хаҫачӗ пулмаллах. «Хыпар» хаҫат тиражӗ Туркай калашле пӗчӗк пулин те, вӑл ҫавах пирӗн сайта кӗрсе тухакансеннинчен пысӑкрах.

Чӑваш терминӗсене хӳтӗлесе, вӗсем валли те «Хыпарта» вырӑн тупӑнасса шанса, Николай Плотников.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (54)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.25 16:06
Асар хăта,Бор господин мар-ха,ан шиклен.Чĕлхе ыйтăвĕпе кунта пирĕн хушăра(ним те ăнланманнисем хушшинче)калаçни нимĕн чухлĕ те уссине паримаç пулĕ.Чĕлхе пирки тарăн калаçма Чĕлхе комиççийĕ,Чĕлхе институчĕ,Вĕрентÿ институчĕ,тĕрлĕрен фондсемпе союсем пур.Кунта пакăлтатнин нимле Вăй та çук.Вăхăт ирттерес тесен юрать сăмах ваклама.
Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 16:34
Agabazar
Асар, эсир хăвăр тата сирĕн çывăх çынсем хайхи "тĕрĕс" сăмахсемпе усă куратăр-и? Кулленлĕхре? Арăмăра:"Сивĕтешрен яшка илсе пар-ха!"—тетĕр-и? Кÿрше каçсан:"Кăрлачра така пусасшăн-ха",— тесе калатăр-и?

Е сире вырăссем "чĕлхĕр начар!" текелесе ывăнтарса çитернĕ те, эсир вара аптранипе путишлĕх çулĕ çине тăрасшăн?

Такам умĕнче ху тĕве мар иккенне ĕнентерме тăрашни вăл —

чи начар çул!

Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 16:39
Agabazar
Тĕрĕссипе мана сивĕтĕш сăмах килĕшет, анчах ăна кулленлĕхе кĕртесси ай-вай тертлĕ ĕç! Кăрлач тени те килешет. Ака, Çу тенисем вара самаях сехĕрлентереççĕ. Мĕншĕн иккенне çÿлерех ăнлантарнăччĕ пулас. Январь тени те чăвашшăн пит юрăхлă сăмах.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 17:50
Хамăн шухăша каланă: мĕн пур сăмаха чăвашлатма тăрăшмалла! Тертлĕ пуль çĕнĕ сăмаха хăнăхма, анчах чакмалла мар. Çырулăхра та пулин усă курар.
Михаил Волков // 2468.72.8302
2014.12.26 00:24
Чăвашла терминсем чĕлхере çирĕпленччĕр тесен шкулпа алла-аллăн радио, телевидени, хаçат-журнал, театрсем тăрăшмалла. Чăваш тетелĕнче терминсен конкурсне уçсан аван пулĕччĕ. Ăнăçлăрах тунă термина астуса юлма, хамăрăн пуплеве кĕртме çăмăлрах. Куллен уçса татмалли чăвашла Куллентăран темиçе йышши хатĕрлесе кăларма, ку ĕçпе юп курма пулать. Ăна туристсем хаваспах шырĕç, халăхра та вăл кăвакарса выртмĕ. Ку ĕçе эпĕ 90-мĕш çулсенче тытăнма хăтлантăм, самана йăтăнни путлантрчĕ. Халĕ халсăр пулнăран хама кирлĕ пулайман ырă сĕнÿсем çеç парайăп.
Agabazar // 4012.79.2596
2014.12.26 01:46
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2014-12-25 17:50 <<Хамăн шухăша каланă: мĕн пур сăмаха чăвашлатма тăрăшмалла! Тертлĕ пуль çĕнĕ сăмаха хăнăхма, анчах чакмалла мар. Çырулăхра та пулин усă курар.>>

Нимĕнле "шухăш" та мар ку. Кÿрентерес тесе мар калатăп, ку вăл айванлăх çеç. Январь сăмахĕ хăйĕн чăвашлахĕ тĕлĕшпе кăрлачран пĕртте кая мар.

Июнь вара Утă Уйăхĕ тенинчен чăвашлăхĕпе пин хут ирттерет.

Асар // 4117.51.7078
2014.12.26 09:19
Акапасар, июнь мĕнпе ирттерет Утă уйăхĕнчен? Çак уйăх ятне пирĕн несĕлсем пайăрлатнă. Çапла çухататпăр та чĕлхе еткерне. Э-эх,Акапасар, эс Тимĕр-тăмăр- кирпĕч çапан мар-çке, Бор та мар. Вĕсен - сÿпĕлтетесси...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.26 09:29
Çывăх вăхăтра сивĕтеш-холодильник-refrigerator текенсем пĕрне пĕри ăнланма пуçлĕç ытлашши орфографисĕрех. Акасапар пуçларĕ те: уншăн january-январь-кăрлач пĕр сăмах пекех.
Атила // 3913.58.4645
2014.12.26 09:48
Килĕшщмелле.Сотовый телефон мар-Кĕсье телефонĕ.Е тата:Инçе сас.
Якур // 1201.37.5665
2014.12.26 13:06
Асар-сем те пурнăç тума пуçласан пĕтесси кăна юлать.Куртăмăр эрхип-сем мĕнле пурнăç йĕркеленине.

Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters