Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Я знаю только то, что ничего не знаю.(Сократ)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтарманни чӑваш чӗлхине аталантарни пулать-ши?

Аçтахар Плотников17.12.2014 15:2917518 views

Пирӗн сайтра «Хыпар» издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫырӑнтару мероприятийӗсене ирттерни пирки пӗрре мар хыпар пулчӗ. Валери Туркай пӗтӗм чӑваш хаҫачӗсен хуҫи пулса тӑнӑ хыҫҫӑн хаҫатра чӑн та улшӑнусем пулма пуҫларӗҫ. Кӑна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче те пӗрре мар калать. Хӑшӗ-пӗрне мухтамасӑр май ҫук (самах кунта «ҫӗршыва» пӗрлештерни пирки), теприсене вара ниепле те ырӑ пулӑм теес килмест вара. Ак, сӑмахран, уйӑх ячӗсенех илес. Юрать-ха хаҫат пуҫелӗкӗнче те пулин вӗсене хӑварнӑ. Анчах шалта — йӑлт «декабрь», «ноябрь», «октябрь». Туркай ҫапла каланӑ пулать, тет-и: «Мӗнле уйӑх вӑл ака уйӑхӗ? Кам пӗлет ӑна?» Вара вырӑссенчен лекнӗ уйӑх ячӗсемпе усӑ курма тытӑннӑ. Белоруссемпе украинсем хӑйсен ячӗсемпе усӑ курма хал ҫитереҫҫӗ, эпир вара пире мӑн асаттесенчен ҫитнӗ ятсене — ҫук.

Ак тепӗр япала — терминсем. Туркай «малашне хаҫат халӑха ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтармасси» ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла май «заместитель», «генеральнӑй», «сотовӑй», «указ» сӑмахсем хаҫатра ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫав-ҫавах, «культурӑпа кану центрӗ», «курав», «ҫавра сӗтел», «таврапӗлӳ», «ӗҫтӑвком» терминсем пач ҫухалман-ха — ҫӗнӗ кӑларӑмра та сахал мар.

Алексей Леонтьев пуҫлӑхра ларнӑ вӑхӑтра, паллах, ҫитменлӗхсем сахал марччӗ, анчах вӑл чӑваш чӗлхине аталанма ҫӗнӗ терминсем кирлине ӑнланатчӗ пулас — вӗсем унта тӑтӑшах тӗл пулатчӗҫ. Тен, кирлех те мар вӗсем? Тен чӗлхене аталанма чӑрмантараҫҫӗ? Анчах «вулакана чӑрмантараҫҫӗ» тейӗпӗр те ҫӗнӗ пӗр термин та кӗртмӗпӗр. Вара мӗн пулса тухӗ? Терминсем ҫаплипех юлӗҫ. Вырӑс чӗлхинчи пеккисем — ара пурте тенӗ пекех вырӑсла вулатпӑр, калаҫатпӑр, ҫапла май вӗсене лайӑхрах пӗлетпӗр мар-и? Чӑваш чӗлхине аталантарни пулӗ-ши вӑл? Ҫӗнӗ терминсем чӗлхеҫӗсен пуҫӗсенче ҫуралса унтах пӗтни, вулакан халӑх патне ҫитейменни усӑллӑ пулӗ-ши? Ман шутпа ку пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнипе тан.

Совет саманинчи текстсене вулатӑн та... те вырӑсла текста вулан, те чӑвашлине — ӑнланса илме май ҫук. Тӗрӗссипе каласан вӑл вӑхӑтра текст чӑвашла пулни ытларах туйӑнатчӗ-ха ӗнтӗ — ун чухне ҫыраканӗсем хальхи пек вырӑсла шухӑшӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырса хуракан марччӗ-ха. Анчах чылай термина вырӑслинчен илсе ним уямасӑр усӑ курни хальхилле пӑхсан тӗлӗнтерет. Халь вара вулакан хыҫҫӑн кайса тексчӗсем те — вырӑсла шухӑшласа ҫырнисем, терминӗсем те — вырӑсла. Малашне вырӑс чӗлхи ҫине куҫасси кӑна юлать. (Ак сӑнатӑп та «Хыпар» сайтне, вӑл ытларах та ытларах вырӑсланса пынине куратӑп — паян тӗсӗсене те Раҫҫей тӗсӗсем ҫине улӑштарчӗҫ пулас).

Ҫавах те Петӗр Хусанкайӑн вилӗмсӗр сӑвӑ йӗркисене асаилтерес килет:

 

Никамран та ютшӑнмасӑр,

Тан курса пур йӑхсене,

Ят хума пултарнӑ хамӑр

Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене.

 

Чӑн та, енчен те ытти халӑхсем пӗр-пӗр япалана хӑй ятне пама пултарнӑ пулсан, эпир те чӑвашсем, вӗсенчен пӗрре те катӑк мар пуль. Эпир те ҫав япалана хамӑрла, чӑвашла, калама пултаратпӑр. Ҫав ята вара халӑх патне ҫитерекенни чӑвашсен хаҫачӗ пулмаллах. «Хыпар» хаҫат тиражӗ Туркай калашле пӗчӗк пулин те, вӑл ҫавах пирӗн сайта кӗрсе тухакансеннинчен пысӑкрах.

Чӑваш терминӗсене хӳтӗлесе, вӗсем валли те «Хыпарта» вырӑн тупӑнасса шанса, Николай Плотников.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (54)]

Comments:

Асар // 4117.51.7078
2014.12.18 10:26
Акапасар, тăватă уйăх ячĕ чăвашлăхпа мĕншĕн çыхăнманнине санăн логику манăн логикăна çапса пăрахсан та витереймест. Чĕрĕк ĕмĕр хаçат-журналта уйăх ячĕсене чăвашла çырса халăха хăнăхтартăмăр та - Туркая пула каллех вырăсланмалла-и? Мĕн, вăл вырăсланса тираж ÿстеретĕп тет-и? Тен, ятне те улăштармалла Хыпарăнне - Весть темелле?
Agabazar // 4183.13.7327
2014.12.18 11:44
Agabazar

Вырăслану хăрушлăхне пачах та кирлĕ мар çĕрте шыратпăр....

Асар // 4117.51.7078
2014.12.18 12:36
Хăрушлăх пĕчĕкрен пуçланать, тăванăм Акапасар. Паян уйăх ячĕсене, ыран каллех Московски район. Хыпарта халь телекурав мар, телевидени. Çаксем пурте пĕрле - хăрушлăх!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.18 12:39
Акасапар:"Вырăслану хăрушлăхне пачах та кирлĕ мар çĕрте шыратпăр.."-сказал Акасапар как отрезал.Акасапара в главные редакторы или в главные советники Чувашского Эльтепера!!!
Agabazar // 4183.13.7327
2014.12.18 13:31
Agabazar
Дженьюэри, Фебруэри, Маач, Эйприл, Мэй, Джуун, Джулай, Оогест. Малалла та çавăн пекех.

Акăлчан чĕлхинчи уйăх ячĕсем. Курăсăр, вырăссенни пекех! Вара, хайхисен шучĕпе, акăлчансем асар-писер хăватлăн вырăсланса пынă пек шутлама пулать. Тĕрĕс-и çакă???

Кулса вилмелле!!!!

Унтан килекен япала мар у, хайхи вырăслану текенни....
Асар // 4117.51.7078
2014.12.18 16:33
Акапасар товарищ, вырăсла уйăх ячĕсем акăлчан чĕлхинчен мар, латин чĕлхинчен малтан грек чĕлхине, унтан тин вырăс чĕлхине кĕнĕ.Кулса вилмелле!
Agabazar // 2226.80.1242
2014.12.18 17:03
Agabazar
Телекурав выранне телевидени тени — мăшкăлизаци
Московский проспект Мускав проспекчĕ пулма тивĕçлĕ

Ну Май вырăнне армак-чармакланса "çу уйăхĕ" тени пачах та чăвашла мар вара!
Agabazar // 2226.80.1242
2014.12.18 17:08
Agabazar
Асар // 4117.51.7078 2014-12-18 16:33: <<Акапасар товарищ, вырăсла уйăх ячĕсем акăлчан чĕлхинчен мар, латин чĕлхинчен малтан грек чĕлхине, унтан тин вырăс чĕлхине кĕнĕ.Кулса вилмелле!>>

Ну çапла пултăр.
Вара мĕн???
Ятсем пурпĕрех ПĔР ПЕК вĕт. Ăçтан кăçталла куçни мĕнех пĕлтертĕр вăл? Чăваша курайман çынсемпе тата вăл ыйтупа тавлашам пекки туса тăрăпăр-и?

Эп каланăччĕ: акăлчансем уйăх ячĕсене вырăссем евĕрлĕ калани малтанхисем вырăсланса пынине пĕлтермест
Эпкилес // 3147.61.9763
2014.12.18 17:51
Они рвут у мертвого осла уши.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.18 18:14
Акапасар, ан кÿрен. Пирĕн паянхи саманара чăвашăн кашни сăмахне упраса хăвармалла. Çĕнĕ сăмахсем тумалла е Ашмарин словарĕнчи сăмахсене тавăрмалла. Паянхи Хыпар каялла чакать. Туркай Хыпартан ялав тăвасшăн. Вырăслану ялавĕ-и?

Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters