Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Неустрашимых людей нет между теми, которым есть что терять. (Наполеон I)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтарманни чӑваш чӗлхине аталантарни пулать-ши?

Аçтахар Плотников17.12.2014 15:2917527 views

Пирӗн сайтра «Хыпар» издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫырӑнтару мероприятийӗсене ирттерни пирки пӗрре мар хыпар пулчӗ. Валери Туркай пӗтӗм чӑваш хаҫачӗсен хуҫи пулса тӑнӑ хыҫҫӑн хаҫатра чӑн та улшӑнусем пулма пуҫларӗҫ. Кӑна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче те пӗрре мар калать. Хӑшӗ-пӗрне мухтамасӑр май ҫук (самах кунта «ҫӗршыва» пӗрлештерни пирки), теприсене вара ниепле те ырӑ пулӑм теес килмест вара. Ак, сӑмахран, уйӑх ячӗсенех илес. Юрать-ха хаҫат пуҫелӗкӗнче те пулин вӗсене хӑварнӑ. Анчах шалта — йӑлт «декабрь», «ноябрь», «октябрь». Туркай ҫапла каланӑ пулать, тет-и: «Мӗнле уйӑх вӑл ака уйӑхӗ? Кам пӗлет ӑна?» Вара вырӑссенчен лекнӗ уйӑх ячӗсемпе усӑ курма тытӑннӑ. Белоруссемпе украинсем хӑйсен ячӗсемпе усӑ курма хал ҫитереҫҫӗ, эпир вара пире мӑн асаттесенчен ҫитнӗ ятсене — ҫук.

Ак тепӗр япала — терминсем. Туркай «малашне хаҫат халӑха ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтармасси» ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла май «заместитель», «генеральнӑй», «сотовӑй», «указ» сӑмахсем хаҫатра ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫав-ҫавах, «культурӑпа кану центрӗ», «курав», «ҫавра сӗтел», «таврапӗлӳ», «ӗҫтӑвком» терминсем пач ҫухалман-ха — ҫӗнӗ кӑларӑмра та сахал мар.

Алексей Леонтьев пуҫлӑхра ларнӑ вӑхӑтра, паллах, ҫитменлӗхсем сахал марччӗ, анчах вӑл чӑваш чӗлхине аталанма ҫӗнӗ терминсем кирлине ӑнланатчӗ пулас — вӗсем унта тӑтӑшах тӗл пулатчӗҫ. Тен, кирлех те мар вӗсем? Тен чӗлхене аталанма чӑрмантараҫҫӗ? Анчах «вулакана чӑрмантараҫҫӗ» тейӗпӗр те ҫӗнӗ пӗр термин та кӗртмӗпӗр. Вара мӗн пулса тухӗ? Терминсем ҫаплипех юлӗҫ. Вырӑс чӗлхинчи пеккисем — ара пурте тенӗ пекех вырӑсла вулатпӑр, калаҫатпӑр, ҫапла май вӗсене лайӑхрах пӗлетпӗр мар-и? Чӑваш чӗлхине аталантарни пулӗ-ши вӑл? Ҫӗнӗ терминсем чӗлхеҫӗсен пуҫӗсенче ҫуралса унтах пӗтни, вулакан халӑх патне ҫитейменни усӑллӑ пулӗ-ши? Ман шутпа ку пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнипе тан.

Совет саманинчи текстсене вулатӑн та... те вырӑсла текста вулан, те чӑвашлине — ӑнланса илме май ҫук. Тӗрӗссипе каласан вӑл вӑхӑтра текст чӑвашла пулни ытларах туйӑнатчӗ-ха ӗнтӗ — ун чухне ҫыраканӗсем хальхи пек вырӑсла шухӑшӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырса хуракан марччӗ-ха. Анчах чылай термина вырӑслинчен илсе ним уямасӑр усӑ курни хальхилле пӑхсан тӗлӗнтерет. Халь вара вулакан хыҫҫӑн кайса тексчӗсем те — вырӑсла шухӑшласа ҫырнисем, терминӗсем те — вырӑсла. Малашне вырӑс чӗлхи ҫине куҫасси кӑна юлать. (Ак сӑнатӑп та «Хыпар» сайтне, вӑл ытларах та ытларах вырӑсланса пынине куратӑп — паян тӗсӗсене те Раҫҫей тӗсӗсем ҫине улӑштарчӗҫ пулас).

Ҫавах те Петӗр Хусанкайӑн вилӗмсӗр сӑвӑ йӗркисене асаилтерес килет:

 

Никамран та ютшӑнмасӑр,

Тан курса пур йӑхсене,

Ят хума пултарнӑ хамӑр

Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене.

 

Чӑн та, енчен те ытти халӑхсем пӗр-пӗр япалана хӑй ятне пама пултарнӑ пулсан, эпир те чӑвашсем, вӗсенчен пӗрре те катӑк мар пуль. Эпир те ҫав япалана хамӑрла, чӑвашла, калама пултаратпӑр. Ҫав ята вара халӑх патне ҫитерекенни чӑвашсен хаҫачӗ пулмаллах. «Хыпар» хаҫат тиражӗ Туркай калашле пӗчӗк пулин те, вӑл ҫавах пирӗн сайта кӗрсе тухакансеннинчен пысӑкрах.

Чӑваш терминӗсене хӳтӗлесе, вӗсем валли те «Хыпарта» вырӑн тупӑнасса шанса, Николай Плотников.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (54)]

Comments:

Эп те килес // 4117.51.7078
2014.12.18 19:06
Эпкилес хăта, вилнĕ ашакĕ - мĕн е кам? Туркайне ан ятлăр. Хальлĕхе. Ĕçлесе пăхтăр.
Agabazar // 2131.3.3904
2014.12.18 21:57
Agabazar
Цитата:<< Белоруссемпе украинсем хăйсен ячĕсемпе усă курма хал çитереççĕ,>>

Паянхи Белоруссире вырăнти белорус чĕлхин шăршийĕ пачах та сисĕнмест тесен те йăнăш мар. Лукашенко "патька-патша" ăна 20 çул хушши ĕнтĕ мĕнпур курăнмалла çĕртен тĕллевлĕн кăкласа пырать. Вăл "трон çинче" паянчченех çирĕп ларнин сăлтавĕ шăпах çакăнта.

Кун пек лару-тăрура "уйăх ячĕсем" пирки калаçам пекки тунин те пĕлтерĕшĕ çукрах.

Хал енĕпе те çавах. Акăлчансем хал çукран "Эйприл" теççĕ-ши?
Михаил Волков // 2507.75.0205
2014.12.19 00:47
Каллех мăшкăласа ман çырăва вăрăм тесе йышăнмарăр. Эпĕ ăна лиvита пăхсах наборларăм, лимита çитермерĕм. Админ, мĕн тăватăр кун пек пуш параппан çаптарса?!! Мĕн выляса ларатăр, мĕншĕн хамăн ятпа та форума хутшăнма памастăр? Сире эпĕ хамăн телефона патăм. Хурав кĕтетĕп.
2014.12.19 00:57
Аçтахар Плотников
Кунти шутлавçăпа серверти скрипт расна шутлаççĕ. Сирĕнтен никам та мăшкăлламасть. Кĕскерех çырмалла кăна. 1200 мар, 600 символ çырăр (ку utf-8 кодировкăпа çыхăннă — унта латин мар саспаллисем 2-4 символ йышăнаççĕ :( ). Ман пата нимĕнле сирĕн телефон та çитмен.
Эп ятарласа сирĕн çырăвăрсене хуратмастăп. Скрипт кăна йышăнмасть (хăй майлă шутланă май). Ку кăлтăка хăçан та пулин тӳрететĕпех пуль, анчах халь — çавнашкал.
Михаил Волков // 4758.2.5375
2014.12.21 00:18
Уйăх ячĕсем пирки тавлашар мар. Латинларан илнисем те паха теме çук. Вĕсем çĕнĕ çул мартран (çурхи кунпа çĕр танлашнă вăхăтран) пуçланнă чух йĕркеленнĕ. Унчухне сентябрь - декабрь 7-10мĕш уйăхсем пулнă. Халĕ вĕсем 9-10мĕш. Латинсен йĕрке хисепĕсемлĕ принциппа тата тĕрлĕ ятсем парас принциппа тунă календарĕсем арпашăнса кайнă. Авал пăлхарсем те уйăхсене йĕрке хисепĕсемпе тата ятсем парса календаре кĕртнĕ.
Михаил Волков // 3352.16.8366
2014.12.22 00:08
Март-Мардук-Мартикандем латинсен Нартукан (Нартăвакан) улăп ятĕнчен тунăсакерсем. Урăхла каласан, пăлхар календарĕ римсеннинчен авалрах пулнă тени йăнăш пулмĕ. Пуш уйăхне хамăр "куллен тăрана" кĕртни йăнăш. Вăл кашни çул пулман 13-мĕш уйăх, вăл кĕске, тулли мар, çавăнпа ăна "пушă" тенĕ. Халĕ ун пек "пуш" уйăх çук, ун вырăнне кашни тăваттăмĕш çул февраль 1 кун вăрăмланать. Паллах, ÇУ тата ПУШ ятсем пирки шутламалла. РАШТАВ та иккелентерет.
Михаил Волков // 1807.04.6131
2014.12.24 23:48
Вăхăтра çĕнĕ япаласемпе пулăмсене чăвашла ят паманни чĕлхене çавтери çÿпĕленине халĕ тин туйса илтĕмĕр мар-и. Звонитьту, приказ пар, сварккă, электрочайник,холодильник, морозильник,.. тем тепĕр вĕçĕ хĕррисĕр...
- Чăвашла ят пани вырăсла вĕренме чăрмантарать! -Çапла сивĕтетчĕç вĕри вĕтелекенсене. Паллă маттур чĕлхеçĕ УДАРЕНИ вырăнне ПУСĂМ кĕртнине сивлесе: "ПУСĂМ не покрывает значение термина УДАРЕНИЕ" тенĕччĕ.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 09:22
Волков уйăх ячĕсем пирки каланипе килĕшместĕп. Хыпар çирĕм ытла çул хушшинче чăвашла калама-çырма вĕрентрĕ. Учебниксенче те чăвашла ятсем. Вырăсла тепĕр хут çырма тытăнни - Хыпар каялла чакниех. Хыпарта холодильник вырăнне сивĕтмĕш, морозильник вырăнне шăнтмăш тесе çырма пуçланăччĕ. Тишкермелле: Туркай вĕсене пăрахăçламан-ши? Çак сăмахсене чĕлхе комиссийĕ те вăя кĕртменччĕ-ши...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.25 09:32
Акасапар:"Чăваша курайман çынсемпе тата вăл ыйтупа тавлашам пекки туса тăрăпăр-и?"-Акасапар хăта каллех хăйĕн репертуарĕнче.Ятран кала-ха кам чăваша кураймасть(только не банальное-Бор е Евд.Вас,а аргументируй,пож-та!)?Енчен те чăвашсен хăйсене тÿнтер енчен тыткалани обществăра тунă Килĕшÿпе çыхланмасть(не согласовывается)пулсан,куншăн Акасапара тав тумалла.Тем тесен те социумра Килĕшÿ туса пурăнмалла.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 10:47
Бор(юлташ-и эс господин-и -пĕлейместĕп-ха), эпир кунта чĕлхе ыйтăвĕсемпе калаçатпăр, эсĕ вара Акапасарпа кăна тавлашатăн.

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters