Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -5.7 °C
Не стыдно чего-нибуль не знать, но стыдно не хотеть учиться.(Сократ)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1343227 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Agabazar // 2471.98.8385
2015.02.28 00:14
Agabazar
2015.02.28 16:32
Аксар Чунтупай
Туркайăн Хусанкая критиклеме ой-ой ÿсмелле... Атнер шайне нихăçан та çитеймĕ вăл. Атнер позицийĕ - демократ позицийĕ. Ăна туркайсем (неолибералсем, шовинистсем, псевдоинтернационалистсем, национал-сутăнчăксем, тоталитаристсем...) таптасан та сÿнтереймĕç... Вăл çĕнтеретех.... Истори çапла.
2015.02.28 16:38
Аксар Чунтупай
Мĕн тери пысăк курайманлăхпа çырма пултаракан çын влаç хÿми хыçне пытанса çеç çапла çырма пултарать... Михаил Игнатьев е унăн эшкерĕ (ушкăнĕ)хушнипе çеç тума пулать кăна... Вĕренекен (Хусанкай Туркая аслă шкулта пĕлÿ панă) хăй вĕрентекенне хирĕç кайса унăн таса ятне варалама чыссăр çын çеç тума пултарать...
Пĕр хĕрарăм // 2532.22.5963
2015.02.28 16:52
"В искусстве должен быть скандал"-тенĕ вĕт статйинче.Скандал туса парам-ха тенĕ пуль вăл?
Эксперт // 4117.51.7078
2015.02.28 17:15
Виҫӗ хут вуласа тухрӑм Туркай статйине, пӗр ырӑ шухӑш та тупаймарӑм. Эх,пуш параппанҫӑ... Саккас пулнах ахӑр. Ара, Туркай 2,5 уйӑхран тин "вӑраннӑ" Атнео Петрович интервью панӑ хыҫҫӑн.
Agabazar // 3702.41.9029
2015.02.28 17:23
Agabazar
Цитата ("Хыпартан"): "..Турăçăм!.. Эп пĕлместĕп, Атнер П.Х., кам эс - атеист-и, шаманист-и, сатанист-и - çапах та пĕл: сана Вырăс Православийĕн тĕп чиркĕвне кĕрсе, çурма çарамас пуличчен салтăнса, урса кайнă упăтесем пек хуçкаланса та çухăрашса миллионшар çынна сĕмсĕррĕн кÿрентернĕ темле «Пусси Райта» мухтама, ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма, вĕсем мĕн хăтланнине искусство теме никам та ирĕк паман!"

Пуççă Райăт" текенсем хайхи чиркĕве кĕрсе çурма çарамасланман вара. Пачах урăхла: вĕсем унта ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпи таранччен тĕрлĕрен пусмапа витĕннĕ: трико, халат пеккискер, балаклава... Пуççă Райăт' сем Тĕрмере ларса тухса хăйсен "ĕçĕшĕн" явап тытнă ĕнтĕ.
2015.02.28 18:28
Аксар Чунтупай
Пуççă Райăт" текенсем музее çарамасланса кĕнĕ, чиркĕве мар!
Чăн чăваш // 1632.98.2435
2015.02.28 18:53
Те, кто разжигает ненависть, должны понимать, что черный лебедь прилетит обратно к ним.
Чăн чăваш // 1632.98.2435
2015.02.28 18:59
Это создание атмосферы дикой агрессии и нетерпимости по отношению к любому неофициальному мнению и за это ответ должны держать те чиновники, которые назначили Туркая редактором главной газеты республики...
Владимир // 2599.97.3256
2015.02.28 21:40
Мне тоже кажется, что статья Туркая заказная. Неужели кто-то считает Хусанкая настолько ослабевшим, что посчитал возможным натравить на него журнал национального масштаба? Туркай опустился до уровня базарного склочника? Или, это ход, расчитанный на развязывание "охоты на ведьм".

Pages: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters