Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Бог - это то бесконечное, что требует от нас праведности.(Мэтью Арнольд)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342365 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Мачча // 4117.51.7078
2015.02.02 16:10
Акапасар, й унта чӑнах та ытлашши, ара, НИКОЛЬСКИЕ сӑмахра-и е Василевские-и - Е ЙЕ тесе вуланать-ҫке.
Бронзӑланни пирки, Те-е-мӗн. Унта вӑл Степченкипе ҫапӑҫса кайнӑ тет ав. Хыпар халӑхӗ шак! хытса лап! ӳкменни кӑна. Тур,тур, кай,кай...
Agabazar // 2854.85.9848
2015.02.02 20:57
Agabazar
Никольские тенинче çеç мар, Никкольскипе, Никольскин, Никольскирен тенисенче те й çук. Никольский сăмах туртăм категорийĕнче епле пулать?

Кий сăмахпа мĕн тумалла? Унта та й тухса ÿкмелле-и?
Agabazar // 2854.85.9848
2015.02.02 20:57
Agabazar
Нивушлĕ

"Путинăн шаннă çынни"

текенскере те ним хĕрхенмесĕр çырмана кайса ывăтĕç? Нивушлĕ ун пеккисене те катертеççĕ?
Конми // 8147.7.3654
2015.02.05 23:45
Ытла та йӗрӗнтерет Туркая туллани. "Вӗрекен Тамӑк хуранӗнче турӑ ҫыннисем пӗр-пӗрне ҫӑлма тӑрӑшса хурантан кӑларса ывӑтаҫҫӗ. Ҫампа хуран тавра сыхӑ хурал тӑрать. Тамӑк хуранне лекнӗ чӑвашсене никам та хуралламасть.Вӗсем хӑйсемех никама та ҫӑлӑнма памаҫҫӗ". Эх, тӗнче! Хӑҫан хӑтӑлӑпӑр ҫак ирсӗр чуралӑх чун чирӗнчен. Хӑҫан чӑн-чӑн ЭТЕМ шайне ҫӗкленӗпӗр? Ытти темӑсенче курӑнсах каймастӑр, кунта вара йышлӑ кӗртӗн пуҫтарӑннӑ. Намӑӑса пӗлсемӗрччӗ ХӐВӐР.
Тулав // 4117.51.7078
2015.02.06 09:37
Никам та туламасть, Унӑн айванла хӑтланӑвӗсене курса аптришленни ҫеҫ ку. Кӑштах ӑслантӑрччӗ. Калӑпӑр, Никольский сӑнне сайтран та, пӗрремӗш страницӑран та (Хыпартан)илсе пӑрахрӗ. Мӗншӗн? Пире, Муркашсене, ку шутсӑр тарӑхтарать, Муркаш пуҫлӑхӗ мӗншӗн шарламасть? А.С.Иванов министр та Муркашсем. Вӑл ма чармасть Туркая?
Agabazar // 2073.64.9341
2015.02.06 16:02
Agabazar
Кунта Муркаш шайĕпе çеç шухăшламалла мар.
Никольский те Муркаш шайĕнчи çеç çын мар.
Пĕр хĕрарăм // 1152.40.7799
2015.02.06 17:29
Никольский Туркая мĕншĕн килĕшмен вара?
Тулав // 4117.51.7078
2015.02.06 19:20
Вӑл мӗн шухӑшласа тунине никам та ӑнланмасть. Никольский - Хыпар никӗслевҫи! Вӑл вара ун вырӑнне сайтра Яковлева лартса хунӑ. Яковлев - гени! Анчах Никольские те, Хыпара та юратман. Шупашкарти Никольский проспектне хупмалли ҫеҫ юлчӗ-ши..
2015.02.08 18:23
Аксар Чунтупай
Никольский хăй сумне чăваш халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсемпе çĕкленĕ, И.Я.Яковлев вара "оказался в нужном месте в нужное время". Никольский чăн та Чăваш улăпĕ, советла-коммунизмла идеологине пула унăн ячĕ сĕвĕрĕлнĕ кăна.
мачча // 4117.51.7078
2015.02.09 17:45
Малтан Никольские мансах кайнӑччӗ. Хыпар ӑна ҫӗклеме пулӑшрӗ, халӗ Хыпарах тепрре мантарасшӑн-ши вара? Ах, тур, ах, как, кай. Бяяядаа ку Туркайпа.

Pages: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters