Мĕн тума кирлĕ вĕсем?
Инкеке йыхăрсах ертсе килмелле мар пуль ĕнтĕ. "Ан хăрăр", çиччас персе çитеççĕ вĕсем. Хăнăхнă ячĕсемпе мар-тăк, ытти никнеймсемпе!
"Сăваплă" вырăн вăл нихçан та пушă тăмасть. Е, вырăсла калас пулсан, свято место пусто не бывает.
Юрĕ, Туркайпа ун таврашĕ пиркиех сăмаха малалла кустарар.
Конми // 1640.66.3234
2015.02.23 00:11
Харкашса, чăркăшса кама хавасланnарас тетĕр? Хуçа тата пысăкрах татăк пăрахса парсан мĕн хăтланăр ăна ярса тытма тăрăшса? Икĕ тема уçса тÿпелешетĕр. Халăх хаçата çырăнма пачах пăрахтăр тетĕр-и. Пĕри айванланнă, вараланнă, ун тавра тапăртатса хăвăра, хамăр çыравçăсене халăх умĕнче çарамаслантарнине те туймастăр-ши вара?
Ача // 4117.51.7078
2015.02.27 15:20
Паянхи Хыпарта Атнер Хусанкай пирки ҫырнӑ статьяпа Туркай хӑйне тепӗр стриптизра кӑтартрӗ. Ҫарамаслантармаллипех ҫарамаслантарчӗ. Хыпар хуралсах пырать.
Толоконникова, Алёхина, Самуцевич. Çак виç çынна судпа айăплама тăратнă пулнă. Самуцевич тĕрмерен хăтăлса юлайнă.
Юрĕ, аван тейĕпĕр. Анчах мĕншĕн хăйĕн адвокачĕсене, ĕлĕкхи тусĕсене пылчăкпа вараламалла?
Туркай деградацийĕ экстазах кĕрсе кайрĕ. Чăваш халăхĕн ирĕклĕ аталанăвĕшĕн тăрăшакан наци совеçне Атнер Хусанкая хирĕç çырнă статья (http://www.hypar.ru/cv/atner-ph-pus ... emereh-kamalsarrisem)влаç номенклатурин сакасĕ е Туркай влаç чирĕпе чирлени... Апла пулсан чăваш историне хура ятпа çеç кĕрсе юлĕ вăл... Чăваш халăх хаçатне çĕнĕрен уçмалла (ятне улăштарса)! Туркай хаçачĕ вăл, халăх хаçачĕ мар!
Турăçăм, нĕрсĕрлĕхĕн чикки çук иккен... Хăрушă, кам аллине лекнĕ Никольский пурнăç панă "Хыпар"? "Хыпарăн" редколлеги членĕсен те намăс-симĕс тени вуçех çук-ши вара? Кай-кай-кай, МĔН калама пултарĕç-ха вĕсем КУН хыççăн? Турăçăм, каçар вĕсене, Атнер Петровича хирĕç каварлашса хура ĕç тăвакансене! Нивушлĕ пĕрин те пулин совеçĕ вăранмасть? Хусанкай умĕнче ÿкĕнсе каçару ыйтсан, тен, Турă та каçарĕ сире, шута илĕ... Станьял калашле, Турă мĕкĕте мар: пурне те курать.
Туркая тÿнккени аван-ха вăл...
Анчах та эсир "тепловая ловушка" текенни çинчен илтнĕ-и? https://ru.wikipedia.org/wiki/Средства_инфракрасного_противодействия
Инкеке йыхăрсах ертсе килмелле мар пуль ĕнтĕ. "Ан хăрăр", çиччас персе çитеççĕ вĕсем. Хăнăхнă ячĕсемпе мар-тăк, ытти никнеймсемпе!
"Сăваплă" вырăн вăл нихçан та пушă тăмасть. Е, вырăсла калас пулсан, свято место пусто не бывает.
Юрĕ, Туркайпа ун таврашĕ пиркиех сăмаха малалла кустарар.