п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх
Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?
Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи
Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Çыравçă, словарьте çырнисене тĕрĕслемесĕр ан ĕненĕр.Хай тымар сăмахăн тĕп пĕлтерĕшĕ "вут", "вучах", "огонь", "очаг" выр. Хăй (çути) - вут, авалхи кÿ(й) тымар сăмах варианчĕ. Хайм (ним.), гейм (идиш.) КИЛ пĕлтерĕшне каярах "туяннă". Кил, хÿшĕ, хÿтĕ тенисенче те ĂШĂ ВЫРĂН тени сисĕнет. Патер, фатер, фатти, патриарх, патриций (чи патри, чи çывăххи), атти сăмахсем ПАТРИ тымартан.
Конми // 1414.97.7523
2015.05.06 23:53
Дойчланд тени "Турă çĕрĕ" енне туртать: Тваштар (ав.Инди), Тăваç торă, Тэос (грек.), Дэус (лат.), Дойч вĕсене çывăх. Килĕшместĕр пулсан, ку сăмахăн этимонне калăр.
Нимĕçсем пирĕн чĕлхене ахальтен хамăр чĕлхеçĕсенчен тĕплĕнрех тĕпчемеççĕ ĕнтĕ.
Вăй пур пулсан, эсир те çав ĕçе тытăнăр.
Темăран АТТЕЛĔХ сăмахпа вырăнсăр вылянăран пăрăнтăмăр.
Конми, манa пĕр çын хăйĕн шухăшне хÿтĕлесе "Словарьсене çынсем çыраççĕ, ан ĕнен" тесе каланăччĕ. Анчах! Чăнах та, вун-вун çын çырать, çĕр-çĕр çын тĕрĕслет-ырлать, пин-пин çын тÿрлетÿ сĕнет. Мĕншĕн-ха эпĕ СЛОВАРЕ МАР, ПĔР ÇЫННА ĕненĕп?
Пĕрлĕхлĕ е пур те пĕр тăван чĕлхе теорийĕсем пур. Теорине çирĕплетсе пама темиçе науккăлла ĕç те çырăнать. Эсир каланисем тĕрĕс пулма пултараççĕ, анчах çирĕплетсе паракан çĕр-çĕр ырланă хут çук.
Пур чĕлхе те чăваш чĕлхинчен пулса кайни нимĕнпе те çирĕпленмен гипотеза.
Deutschland - турă çĕрĕ тени мар, þeudō "халăх" тымартан пулнă. Deus'а тем пек тăрăшсан та халлĕхе Турă'па çыхăнтарайни çук.
Икĕ чĕлхен сăмахĕсем пĕр пек илтĕнме пултараççĕ, анчах тымарĕсем тĕрлĕрен, е ĕлĕк вăл сăмаха пачах урăхла каланă.
Тĕслĕхрен: cv Nĕrtte - en Nerdy. Иккĕшĕ те асар-писерлĕхе пĕлтереççĕ. Анчах пĕр тымарлă мар.
Ют Ҫын // 2645.33.1642
2015.05.07 17:47
Конмипе Šyravşă, иккӗшӗ те Маттур.Кун пек дискуҫҫие тахҫантанпах кӗтнӗччӗ.Тен татах тарӑнрах тишкернӗ ҫынсем кӗрӗҫ,унсӑрӑн пӗрмаях "суффикс" та "Эсир" сӑмахсемпе минренӗ кунта.Калаҫӑр,сӳтсе явӑр тишкерӳҫӗсем.
АТИЛĔХ АДИЛĔХ вуланать! Тĕрĕкле Адил ят "ятлă-сумлă" пĕлтерĕшлĕ. АТТИЛĔХ - ку та нумай пĕлтерĕш сĕмĕсемлĕ. Ун пек калла-малла пуçлă урхамахсемсĕрех куçарар Лермонтова: "Савап Çĕршывăма..." Анчах кирлех-и кун пек чăлах сăмахсем кĕртсе куçарни? Çамрăксем оригинала ытларах кăмăллаççĕ, сĕтекне типĕтсе чăвашлатма хăтланнине мар.
Конми // 4490.6.1338
2015.05.08 01:48
Тĕлĕнтеретĕр, Çыравçă. Чăнлăха сасăласа татса памаççĕ. Истори чăнлăхĕ унсăрах тÿрре тухмалла.Ăна фактсемпе ĕнентерÿллĕн кăтартса памалла çиеле тухтăр, суя ăнланусене çĕнтертĕр тесен. Н.Я.Марр, унăн вĕренекенĕсем - буржуаллă националист тесе айăпласа вĕлернĕ Тимухха Хĕветĕрĕпе Матвеев хăварнă халала манар мар. Чĕлхемĕр чăнах та сĕм авалхи ностратла чĕлхе тымарĕсене упраса хăварнăран вăл тĕнчере паян хисепре.
"фактсемпе ĕнентерÿллĕн кăтартса памалла" - эпĕ шăпах çавăншăн. Маншăн чăваш чĕлхи тĕн мар, Н.Я.Марр пророклăхĕпе Тимуххапа Матвеев аппостăллăхне эп ĕненместĕп. Факт кирлĕ.
Нострат теори енĕпе тĕпчев çĕр çул ытла пырать ĕнтĕ. Çав тĕпчевĕн çимĕçĕпе паллашма сĕнетĕп. Унта хăш тымарсем ностратла пулма пултарнине курма пулать. Кашни пĕр пек илтĕнекен сăмах ностратла мар. http://starling.rinet.ru/
Кунта кăшт тимлĕрех, тархасшăн. Šš "Шш" Şş "Çç". Çак нюанса туймасăр эсир нострат тĕнне мĕнле кĕме пултаратăр - унта кашни сас палли çумĕнче хÿрешки те, числи те пур. :)