п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх
Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?
Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи
Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
"...Елчĕк районĕ чĕлхемĕрпе питĕ хастар усă курать пулмалла,..."
Унти райцентра та вырăсланассинчен телейлĕ майпа сыхланса юлнăскер теме пулать (Тьху! Тьху! Тьху! Куçăхтарас марччĕ). Калапăр, юнашарти Комсомольски-Каçалпа танлаштарсан та яр уççăн курăнать ку.
Конми // 1454.60.7434
2015.05.12 22:23
Çапла, Шыравçă: Аслати, Мăнаçи - Торă тĕнĕнче Аçа Олăп Пÿркен, вырăсла Перун (Даждьбог), тутарла Бюрген. Зевс Аçа сăмахран тунă ят. Унăн мăшăрĕ Гера - Пике (Хĕр) Олăп, каярах тутарла Туран. Нимĕçсен кун ячĕ те Аслатипе çыхăннă. Торă тĕнĕ - хальхи цивилизацие иртнинчен юлнă теме май пур: вăл хальхи этемлĕхпе пĕрле тĕнче тăрăх сарăлнă.
Вилĕ çынна христиан тĕнĕпе: "КАçАР МАНА. КАÇАРСА КАЙ" (Прости. Прощай) тесе ăсатаççĕ. "Кай" гл.чылай индоевропа чĕлхинче "вил(нĕ)" пĕлтерĕшлĕ. Вилĕ çынна ăсатнине сайтра та "сывпуллашаççĕ" темен мар, Акапасар шăллăм."Ыйту çине"мар, "ыйтăва" хуравлаççĕ", "пенси çине" мар, "пенсие каяççĕ (тухаççĕ)".
Унти райцентра та вырăсланассинчен телейлĕ майпа сыхланса юлнăскер теме пулать (Тьху! Тьху! Тьху! Куçăхтарас марччĕ). Калапăр, юнашарти Комсомольски-Каçалпа танлаштарсан та яр уççăн курăнать ку.